Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑшӗнче чарӑнса Галеран кресло ҫине ларчӗ те чӗлӗм туртса ячӗ, шухӑшӗсем пӗр ҫӗрте пӗлтерӗшсӗр хытса тӑрсан — чӗлӗмне шӑл хушшинчех тытать, мӗн те пулин тума май паракан шанӑҫ мӗлтлетсен — ӑна кӑларать.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ пирӗн чиркӳсемпе кил-ҫуртсене пы-сӑк савӑнӑҫпа тата шанӑҫ ҫутипе тултарать, пурнӑҫри тӗп хаклӑхсемпе юрату, сапӑрлӑх тата ыркӑмӑллӑх ҫинчен аса илтерет.
Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/04/24/glava-chu ... et-s-prazd
— Ӑсран тайӑлнӑскер тапӑнасран тулли шанӑҫ ҫук.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ассӑн сывласа илтем те, тӑлӑха хывса калаҫнипе ӗҫ тухас ҫук, ман пек сывлӑхлӑ та пит-куҫлӑ тӑлӑхсене шанӑҫ пулас ҫук, терӗм.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Шанӑҫ пӗтнӗрен ӗненетпе пӗрех: Футрозпа унӑн ачисем хӑйсен вырӑнӗсене йышӑннӑ ахӑр.В отчаянии был он почти уверен, что Футроз и дети его уже заняли свои места.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шанӑҫ пӗтнӗлӗхӗн авӑкӗнче ӗшеннӗрен халӗ те чӗтре-чӗтре Давенант темиҫе сыпкӑмларӗ, — халӗ ӑна лайӑх; сивлек кӑмӑлӗ-туйӑмӗ хаклӑ ҫӗнӗ машина хӑвӑрт пынин пархатарлӑ тӗшшипе ылмашӑнчӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫапла, иртнӗлӗх, тулккӑсӑр ырӑ Корнелия, мала тухас, пуйса каяс шанӑҫ — халӗ маншӑн ҫаксем пӗтӗмпех темӗнле аванскерсем, йӑнтӑр-йӑнтӑрккаскерсем, анчах кунта чӑнни ҫукпа пӗрех.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Юрать-ха эсир ҫакна мана каларӑр, — ҫирӗппӗн чӗнчӗ Тиррей, унӑн куҫҫульпе тулсах ларнӑ куҫӗсем ашшӗ сӑнаса, куҫне хӗссе тинкернине шанӑҫ кӗтнӗ чухнехилле хуравларӗҫ; Франк аллисене кӗсйине чикрӗ те пукан ҫинче ҫӑмӑлттайла силленме пикенчӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫирӗплетсе парасса кӗтетӗп, — шанӑҫ пӗтнӗн хуравларӗ Тиррей; тӗрӗссипе вара ашшӗн сӑн ӳкерчӗкӗсене тӑванлӑх инстинкчӗпе аса илни йӳҫӗ чӑнлӑха уҫҫӑн палӑртать, ҫак чӑнлӑха вӑл пӗтӗм кӑмӑл-туйӑмӗпе хирӗҫлет.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Мӗнле май килнӗ, ӑҫта май килнӗ ҫапла малалла ӑнтӑлни вӗсемшӗн — чи шанчӑклӑ, пӗртен пӗр шанӑҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Тепӗр чухне вӑл хӑйне ҫывӑрнӑн туять, ыйхи витӗр, ӗнтӗркевне сирсе ывӑтса, ку вырӑнсене палласа илет, анчах вӑйсӑр ӗненӳ ҫавӑнтах сӗвӗрӗлет, шанӑҫ сӳннӗрен чӗри чӑмаккаланса ларать, тӑнлавне васкавлӑ юн таппин шавӗпе тултарать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Манӑн пӗтӗм шанӑҫ та — Рим папи, анчах папа ҫав вӑхӑтра сӳрӗк-ленчешкеччӗ, пуҫарусӑрччӗ тата минтерӗ айӗнче Лютера тытатчӗ.
I. Кӑштах истори // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Нуарес хӑйӗн серепине математикӑн тӗрӗс шутлавӗпе лартнӑ: уйӑхра пӗрре мӗн пур шанӑҫ — уншӑн, хирӗҫ — пӗрре те.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Роэнк утне хӑвӑртлатма хатӗрленнӗччӗ, анчах ҫаврӑнчӗ, унӑн салху кулли Ганэльте каллех пӗчӗк шанӑҫ ҫуратрӗ.Роэнк отъехал, но обернулся, и грустная улыбка его снова подала Ганэлю некоторую надежду.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
— Халӗ, — шанӑҫ пӗтнӗн кӑшкӑрчӗ Ганэль, — Тӗттӗм Король тесе чӗнекен, усал сӑмах-юмах ҫӳрекен Фиаспа курнӑҫма та хаваспах килӗшмелле.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Вӑл ватӑ хӗрарӑм пӗшкӗннине, аллисене юр ӑшне чикнине курать, акӑ ҫын пуҫӗ евӗр ҫаврака темӗнле япалана ҫӗклерӗ те ӑна шанӑҫ татӑлнӑн нумайччен чуп турӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Шанӑҫ ҫухатнӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра тӗпеклӗ удод тӳпенелле хӑвӑрт вӗҫсе хӑпарчӗ, ҫунаттисемпе ҫапкалашрӗ те уй варринелле шуйханса вӗҫет.Отчаянно голося, хохлатый удод взлетел вверх, забил крыльями и пустился наперерез поля.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Спангид хайлавӗсен хӑйне евӗрлӗхӗ: вӑл психикӑн сайра тӑрӑмӗсене ҫырса кӑтартма юратать, ҫавӑнпа та статья фирма тӗллевӗсене туллин тивӗҫтермешкӗн шанӑҫ кӳрет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.
— Ман пата шанӑҫ таврӑнчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
«Ҫапла ӗнтӗ, сирӗн ҫак статуйӑн, хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, шанӑҫ питех те пысӑк.— «Итак, говоря условно, что ваша, — эта статуя имеет все шансы.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.