Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шанӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
Шанӑҫ (тĕпĕ: шанӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунпилӗк тенкӗ кӗсьене юлма пултарас шанӑҫ тата ытларах ҫирӗпленчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытларах шанӑҫ кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вашаватлӑ йышӑннине курсан, ашшӗн ӗмӗтне пурнӑҫлас шанӑҫ ҫирӗпленнипе кӑмӑлӗ самантлӑха улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах та иккӗмӗшӗнче вӑрнарсем вӗсене нимӗнле шанӑҫ та памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫлӑ пуҫларӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11110-n- ... l-puclar-c

Ку проект – ҫӗннипе тата кӑсӑклипе паллашма май паракан шанӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑха ӳстерет, ӗҫре пулӑшать // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11358-st ... e-pul-shat

— Пӗтрӗҫ пулӑсем, пӗтрӗҫ! — нимӗнле шанӑҫ та юлмарӗ халь.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

— Кӑҫалхисен тымарӗсем начар, чиперех чӗрӗлес шанӑҫ ҫук, кашни шӑтӑка икшер ҫӑка лартӑр, пӗри хӑрсан, тепри юлӗ, — шут тытрӗ Палюк мучи.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Шанӑҫ пур.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Чӑнах та, шанӑҫ — тим сӗткенӗ. Мӗн юлӗ ҫыннӑн вӑл пӗтсен?

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗлет Кавруҫ, ӑҫта чӗнет Ӑшра ҫуралнӑ хӗмлӗ шанӑҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ан иксӗлтӗр нихҫан та шанӑҫ, Ан мантӑр ӗмӗт васкатма.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пулсан та шанӑҫ, вӑл пӗлмен Телей тӗлне.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тарӑн туйӑмсем ҫеҫ пире пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшаҫҫӗ, ыранхи куна шанӑҫ параҫҫӗ, пурнӑҫра ҫитӗнӳсем тума хистеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

- Ачасем - пирӗн шанӑҫ, пурнӑҫ тӗрекӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Ҫул-йӗр ыйтӑвӗ, ҫӗрпе усӑ курасси ҫине тимлӗх уйӑрни те шанӑҫ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Ял хуҫалӑх министерствине ку енӗпе пулӑшу тытӑмне тума хушни вара шанӑҫ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Вӑл, апла-и, капла-и, чӑваш халӑхӗшӗн ытларах тӑрӑшӗ текен шанӑҫ пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6079.html

Олег Алексеевич республикӑна ертсе пыма пуҫласан халӑхӑн ун тӗлӗшпе шанӑҫ ӳснӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6079.html

Паян хула умӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ, вӗсене пурнӑҫлани экономика аталанӑвӗнче мала иртме шанӑҫ кӳрет.

Сегодня город стоит на пороге новых дел, готовится решать задачи, которые должны вывести его в лидеры экономического развития.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2022/08/27/glava ... aet-s-dnem

Тӳре сӑмсаллӑ та ҫӳхе туталлӑскер каялла ҫаврӑнса ун ҫине юратуллӑн, шанӑҫ кӳрсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех