Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шанӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
Шанӑҫ (тĕпĕ: шанӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Игорь Николаевич юрӑри хумхануллӑ самантсене куракансен чӗрисем патне илсе ҫитерсе ҫутӑ шанӑҫ ҫуратрӗ, сӑвӑ авторне илемлӗ те кӑсӑклӑ сӑвӑ йӗркисемшӗн чӗререн тав турӗ, пултарулӑх ҫӑл куҫӗнче ӑнӑҫупа ҫитӗнӳ, икӗслми телей сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Ҫак вӑхӑтрах ӑна ашшӗпе тӗл пулас шанӑҫ пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑ хура маскӑна шанӑҫ кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнме нимле шанӑҫ ҫук ҫӗртен ҫакӑн чухлӗ укҫа кӑларса хума е тӑм-ухмах, е чӑн та ҫӗрме пуян пулмалла.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑмӑл хуҫӑк, вӗренме кӗрес шанӑҫ пӗтнӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Чӑн та, каркас пӗр эрнерех нумай ҫӗкленчӗ, рабочисен те ӗҫе планпа палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлес шанӑҫ ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унӑн кӑкӑрӗнче ҫилӗпе шанӑҫ кӑвайчӗ ялкӑшать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Савӑнӑҫ пулӗччӗ, шанӑҫ ҫуралӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи малтанах калас пулсан, Австралире вӗсене промышленность шайӗнче шырама чарнӑ, ҫакӑ вара кирек мӗнле ҫынна та пуйма шанӑҫ парать.

Во-первых, их промышленная добыча в Австралии запрещена и это дает шанс разбогатеть любому человеку.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Олимп команди хӑйпе ӑмӑртакансен командине 6:1 шутпа аркатса тӑкнӑ, ҫӗнтерме шанӑҫ паман.

Команда Олимп разгромила команду соперников со счётом 6-1 не дав шансов на победу.

"Олимп" команда - ҫуллахи кубок хуҫи! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/sport/2023-09-06 ... -i-3421624

Раҫҫей сывлӑх сыхлав министрӗн помощникӗ Алексей Кузнецов палӑртнӑ тӑрӑх, тухӑҫлӑ коммуникацисем патшалӑх, медицина пӗрлӗхӗпе ҫӗршыв ҫыннисем хушшинчи шанӑҫ атмосферине йӗркелет.

Как отметил помощник министра здравоохранения России Алексей Кузнецов, эффективные коммуникации формируют атмосферу доверия между государством, медицинским сообществом и жителями страны.

Сеченов университетӗнче "Сывлӑх сыхлавӗнчи коммуникацисем" квалификацине ӳстермелли программӑна кӗрекенсене пухаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ha-3421511

Унта хутшӑнакансем хӑйсен ӗҫне пуҫарас тата аталантарас енӗпе вӗренеҫҫӗ кӑна мар, хӑйсен бизнес-идейине пурнӑҫлама 100 пин тенкӗлӗх грант илес шанӑҫ та пур.

Куҫарса пулӑш

Анне пулни бизнеса чӑрмантармасть // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d0%b0%d0%b ... %81%d1%8c/

Тата медицина психологӗсем Пушкӑртстанра пурӑнакансене ПР Сывлӑх сыхлав министерствин Республикӑри психотерапи центрӗнче шанӑҫ телефонӗпе васкавлӑ психологи пулӑшӑвӗ параҫҫӗ: 8 (347) 241-62-85 (талӑкӗпех).

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра пурӑнакансем халӗ психологи пулӑшӑвӗ илме поликлиникӑна кайма пултараҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... ra-3326666

Ҫул-йӗр ыйтӑвӗ, ҫӗрпе усӑ курасси ҫине тимлӗх уйӑрни те шанӑҫ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Апла пулсан, ял ҫыннисен ырӑ шанӑҫ пур.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Ыр шанӑҫ хумӗсем пире малашне те, умра кашни кун ҫуталса тӑракан шурӑмпуҫ пек, «вут кайӑклӑн» вӗҫме хавхалантарччӑр!!!

Куҫарса пулӑш

«Аван тӑратӑр-и!..» // Леонид Атлай. https://vk.com/id781919061?w=wall7819190 ... _248%2Fall

Ирттерсе пурнӑҫлама шанӑҫ пур.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен пӗр тикӗс шӑтса тухнӑ калчисемпе кӑмӑллӑ юлнине, кӗркунне пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пуррине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

Акцие хутшӑнакансем «шанӑҫ телефонӗн» номерне дневниксене ҫырса хунӑ, кӗсье телефонӗсенче упраса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шанӑҫ кунне уявланӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫавӑн пекех мероприятие пухӑннисене мӗнле лару-тӑрура тата епле ыйтусемпе «Шанӑҫ телефонӗ» ҫине шӑнкӑравлама юранине те палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шанӑҫ кунне уявланӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех