Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чунна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн ыраттарать чунна?

Что тебя за душу тянет?

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Куҫ уҫса пӑхмалла мар переҫҫӗ, чӗрри-сывви пурте пытанса петнӗ, уншӑн ав — пӗр сӑмах: «Туп ӑна, атту чунна пӑчӑртаса кӑларатӑп!»

Стрельба идет темная, все живое похоронилось, а он — в одну душу: «Найди ее, иначе в гроб вгоню!»

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсӗ пурне те каҫарса яма хатӗрле, атту ак чунна кӑларса илетӗп!

— Ты всем обеспечь переправу, а то я тогда из тебя душу выну!

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кирлӗ-и, халь тесен халь чунна тӑпӑлтарса кӑларатӑп?

Хочешь зараз вон из тебя душу выпущу?

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ас ту эсӗ: сана хӑвна та, сан тӑлӑх-турат ачусене те никам та килсе ачашлакан пулмӗ; никам та ҫӑлса хӑвармӗ сана тӳсмелле мар йывӑр ӗҫӳ-хӗлӳпе кӗлмӗҫ пурнӑҫунтан; никам та кӑкӑрӗ ҫумне ҫупӑрласа чӑмӑртамӗ каҫсерен сан пуҫна; ывӑнса халтан кайнипе тӗшӗрӗлсе ӳкӗн эсӗ вырӑн ҫине, анчах никам та ӗлӗкрех вӑл лӑплантарса каланӑ пек: «Ан хурлан, Аниҫка! Пурӑнӑпӑр!» — тесе сан чунна вырттаракан пулмӗ.

И помни, что никто не приласкает ни тебя, ни твоих сирот, никто не избавит тебя от непосильной работы и нищеты, никто не прижмет к груди твою голову ночью, когда упадешь ты, раздавленная усталью, и никто не скажет тебе, как когда-то говорил он: «Не горюй, Аниська! Проживем!»

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Санӑн вара мӗншӗн чунна ыраттармалла?

— А тебе-то чего болеть душой?

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ун пек калаҫу пулман пирӗн, — терӗ Сергей, хӑй питӗ чеен: «Ҫук, Стефан Петрович, ун ҫинчен эпир калаҫнӑ, эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗп, анчах санӑн чунна хускатасшӑн мар», — тенӗ пек йӑл кулчӗ.

— Такого разговору у нас не было, сказал Сергей, сам же хитро улыбнулся, как бы говоря: «Нет, Стефан Петрович, мы об этом говорили, я все знаю, но не хочу затрагивать твою душу».

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сан чунна эпӗ ахаль те витӗрех куратӑп.

— Я твою душу и так хорошо вижу.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эй, хӑвала, Гаврила, атту халех чунна турра паратпӑр!

— Эй, Гаврила, крути, а то зараз стрелять будем!

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чунна кӑларса илӗп! — кӑшкӑрать Кобылин мучи.

— Душу по ветру пущу! — кричал дед Кобылин.

Сакмар хапхи // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Юрӗ-и, мӗн-и унта, пыршу-пакартупа пӗрле чунна туртса кӑларатӑп!

— И без ладного душу с потрохами выну!

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Мӗн тума пултарӑп-ха эпӗ, сан чунна ҫӑлас тесен? — терӗ Катерина.

— Что я могу сделать, чтобы спасти твою душу? — сказала Катерина.

VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗтерчӗ тухатмӑш сан ҫылӑхлӑ чунна!

Погубила ведьма грешную душу твою!

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чунна хускатни ҫеҫ пулӗ, хӑрама пуҫлӑн, канлӗ ҫывӑраймӑн».

Ты себя только потревожишь, станешь бояться, и не заснется тебе покойно.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Эсӗ, калӑпӑр, пирӗн редактора е тата кама та пулсан улталама пултаратӑн — ку санӑн хӗрарӑм ӗҫӗ, — анчах мана эсӗ яланах чунна уҫса пар, тӗрӗссине кала.

— Ты можешь обманывать, скажем, нашего редактора или еще кого… — это твое женское дело, Но мне ты всегда говори правду, душу открой.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ӑна ҫынна парас пулсан — хӑвӑн чунна панӑ пекех пулать.

Отдать ее — это вроде свою душу отдать.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Чунна упра.

— Береги душу.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Чунна вырӑнне ларт, вырӑнӗнчен хускалчӗ пулсан…

Подбери свою душу, если она у тебя такая…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эсӗ ҫӳлтен пиншер те пиншер ҫул пӑхакан ҫӑлтӑрсемпе, ҫыннӑн кӗске пурнӑҫне ним вырӑнне те хуман ӑнланмалла мар тӳпепе, тӗксӗмлӗхпе куҫа-куҫӑн пӗччен тӑрса юлса вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшатӑн та, вӗсем санӑн чунна хӑйсен чӗмсӗрлӗхӗпе пусса тӑма тытӑнаҫҫӗ; хамӑртан кашнинех тупӑкра кӗтекен пӗчченлӗх ҫинчен шухӑшлатӑн, пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ сана ҫавна май ниҫта кайса кӗрейми хаяр та шелсӗррӗн туйӑнать…

Звезды, глядящие с неба уже тысячи лет, само непонятное небо и мгла, равнодушные к короткой жизни человека, когда остаешься с ними с глазу на глаз и стараешься постигнуть их смысл, гнетут душу своим молчанием; приходит на мысль то одиночество, которое ждет каждого из нас в могиле, и сущность жизни представляется отчаянной, ужасной…

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Урӑх ӗҫ туртать-ҫке сан чунна, аслӑ ӗҫпе пурӑнас хавалу пур чухне сана хӗрарӑм арки хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳреме юрамасть, — темелле пулнӑ ман хама…

У тебя — другое призвание, великое призвание, и нечего тебе вздыхать по какой-то юбке…»

XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех