Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чунна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
18. Ӑна ху патӑнтан ирӗке яма тивнӗшӗн чунна йывӑра ан ил: ӗнтӗ вӑл сана ултӑ ҫул хушшинче тара кӗрӗшнӗ ҫынна тӳленинчен икӗ хут ытларах ӗҫлесе панӑ; вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана пӗтӗм тӑвас ӗҫӳнте пиллесе тӑрӗ.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Мадиан [ҫӗрӗнче] Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: кай, Египета таврӑн, санӑн чунна шыракансем пурте вилчӗҫ ӗнтӗ, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсене илсе тухсассӑн, Ангелсенчен пӗри каланӑ: хӑвӑн чунна ҫӑл; хыҫалалла ҫаврӑнса ан пӑх, ҫак таврара нихӑҫта та чарӑнса ан тӑр; пӗтес мар тесессӗн — ту ҫинелле тарса хӑтӑл, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.