Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чунна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫырӑва ҫырма пуҫличчен ҫакна асӑрхаттарам сана, хӑвна епле те пулсан лӑпкӑнрах тытма, чунна хытарма тӑрӑшсамччӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

«…Эсӗ тӗрӗс ҫулпах пыратӑн, санӑн чунна нимӗн те канӑҫсӑрлантарса кӑшламасть, ҫавӑнпа эсӗ, хӑвӑн туйӑмусем мӗнле иккенни ҫинчен манса кайса, вӑл туйӑмсенчен киленӳ илнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмастӑн», — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эсӗ тӗрӗс ҫулпах пыратӑн, санӑн чунна нимӗн те канӑҫсӑрлантарса кӑшламасть, ҫавӑнпа эсӗ, хӑвӑн туйӑмусем мӗнле иккенни ҫинчен час-часах манса кайса, вӑл туйӑмсенчен киленӳ илнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Куҫ шӑтӑк пулсан суда параймастӑн ҫав, шавла-шавла хӑвӑн чунна ҫеҫ лӑплантаратӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Хӑвӑн чунна сыхласа хӑварас тесессӗн, эпир каланине итле-ха, — сӗнчӗ вӑл Алюнова.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫаксан — чунна ҫӗклентерӗ ҫавра ҫил».

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тата мӗн каласси пур-ха, кала, уҫса кӑтарт чунна! — тетӗп, аран-аран хама чарса.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ак ӗнтӗ пилӗк ҫул хушши каллех пӗрле пуласса тӗмсӗлсе кӗтнӗ Полина ҫывӑхрах, юнашарах, тӗл пул ӗнтӗ унпа, калаҫ чунна уҫса кӑмӑлу туличчен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑн пек каҫсем ҫынна шухӑша яраҫҫӗ, хӑвӑн чунна кама та пулин уҫса парас килет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Эпир санӑн чунна пур инкекрен те упраса хӑварма сӑмах паман.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атту халех чунна кӑларса илеп!

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗлериччен малтан чунна кӑларса илет-ха санӑнне Малюта Скуратов.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Каллех вӗчӗрхентеретӗн чунна.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апла эс чунна пусарма ҫеҫ килнӗ пирӗн пата, Сарыев мӑрса?

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑвна та, чунна та мӗнле ӑшӑтас?

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Е эс чунна пире пар, е куҫ курман ҫӗрелле тар.

Или ты всю душу нам отдай, или прочь с глаз долой…

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Манпа ҫеҫ эсӗ чунна уҫса калаҫ.

И прошу тебя: делись своими радостями

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем сана хӑвна мар, санӑн чунна тара тытасшӑн пулнӑ.

Они ведь согнуть тебя хотели, душу твою заковать в цепи.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эсӗ питӗ пысӑк ҫылӑха кӗнӗ, турӑ чури, халӑха та, хӑвна та улталаса чунна шуйттана сутнӑ».

— Грех, большой грех ты взял на душу, раб божий: народ обманул, себя обманул, душу дьяволу продал.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна ҫынсене каласа парса чунна ҫӑмӑллатмастӑн, ку — пӗрре…»

Людям ты об нем говорил, я знаю, только ведь это не снимет с тебя греха, ты мне, наместнику божьему, должен все поведать, это первое…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех