Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунката сăмах пирĕн базăра пур.
Тунката (тĕпĕ: тунката) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вут ҫинчи тунката аял енчен ҫунса хавӑлланса кӗнӗ, кӗҫ-вӗҫех татӑлса ҫырмана персе анассӑн туйӑнса тӑрать.

Пень в середке костра уже прогорел насквозь и вот-вот свалится в речку.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Темиҫе ытам ҫитми улӑп-юмансен хӑвӑлӗсенче пыл хурчӗсем сӗрленӗ, ҫӗрте, кӑмпа пек, шӑкӑрах тунката вӗллесем ларнӑ.

Да и в пасеках не было недостатка: в дубовых дуплах роились дикие пчелы, крестьяне ставили и самодельные ульи-колоды.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑлах Эрнюк ашшӗн, ҫӗртен иртнӗ Сатайӑн, хӑлхи те илтмест, куҫӗ те курмасть, хӑй те ҫӗрӗк тунката пек кӑна ӗнтӗ, тӗкӗннипех саланса каймалла, ҫапах вӑл та Ухтиван еннелле ҫаврӑннӑ.

Даже глухой и слепой, как пень, отец Эрнюка, древний старец Садай, которому перевалило за сто, невидяще уставился на Ухтивана.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шырлан, ешерекен ката, Юман, мӑкланнӑ тунката.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗҫлеҫҫӗ: ҫаралать ката, Тӳнеҫҫӗ юмансем салхуллӑн, Кунта кӑклаҫҫӗ тунката, Лере этем сасси ҫӗр хумлӑн Ҫитсе шур тӑрӑх янӑрать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑй пултӑр Ҫак ҫӳллӗ тунката — мишень».

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ката, Унта ав ҫӳллӗ тунката.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл Сехре чӗлӗм туртнӑ хушӑра та унчченхи пек тунката ҫинче канса лармасть, пуртӑпа туратсене иртме васкать.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн ҫинчен калаҫрӗ вӑл хӗрарӑмсемпе — ӑна вӗсем пӗлмерӗҫ, анчах вӑл тунката ҫинче хӑяккӑн улпут пек ларни, аллинчи кукӑр авӑрлӑ патаккине вӗҫкӗнле вылятни тата час-часах Людмилӑпа Маринене юрпа перкелени Ваҫукпа Сехрене пӗрре те килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем тунката пекки тупса ун ҫине юнашар ларчӗҫ те хӗвӗсенчен пӗрер чӗл ҫӑкӑрпа шӑрттан татки кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан васкамасӑр сӑх сӑхса илчӗ те хӑйӗн айӗнчи каска пуканне хуран ларакан тунката патнерех куҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ҫӗр пӳрт умӗнчи тунката ҫинче ҫуллӑ какай яшки пӑсланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл, ывӑннӑ ҫын пек, тунката ҫине вырнаҫса ларчӗ, вӑрманти шӑплӑхран тӗлӗнсе йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр тунката ҫывӑхӗнче лапсӑркка хӳреллӗ пакша мӑйӑр катса ларнине асӑрхасанах ҫурӑм хыҫӗнчи ухӑ пӗкечине алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Таврара пуртӑ сасси янраса тӑрать, ҫапӑ е тунката ҫунтарнӑран тӗтӗм йӑсӑрланать.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай тунката пӗр хӗррине ҫӗҫӗ вӗҫӗпе чӗрсе икӗ ана палли туса хӑварнӑ: пӗри, чӑх чӗрни, — Ахтупайсен, тепри, кӗреҫе, — Эрнеписен.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнтӗ ӑна Ахтупай ҫул хӗрринчи пӗр тунката умӗнче чарӑнни те, вӑл, пиҫиххирен ҫакса тултарнӑ кайӑк кӑвакалӗсене вӗҫерте-вӗҫерте хурса унта канма ларни те савӑнтармасть: Эрнепи пурпӗрех вӑрмантан тухса ун патне пырас ҫук.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сылтӑм урипе ҫав тунката ҫине ӳкнипе ура тупанне вӑл хыт амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Лашине Шӗнерпуҫ еннелле пӑрчӗ те ҫак ҫын, васкамасӑр уттарчӗ: хӑй, вырӑнтан сикмен тунката пулса, урисене усса урапа ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак ҫын, хайхи, урапа хыҫне пычӗ те тунката пек ним сикмесӗр чылайччен пӗр вырӑнта тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех