Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр-пӗр типнӗ ҫӗрӗк тунката ҫине кӑвар пӑрахсан, ҫав тунката ҫинчи вут майӗпен-майӗпен ӳсет.
XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хускалмасӑр ларакан ача мӑклӑ тунката пек, тункати пулӑ тытса ларакан ҫын пек курӑннӑ.Неподвижный парень походил на мшистый пень, на рыбака в пеньке.
Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Хӗветӗр, ҫав вӗлле умне илсе кай-ха, унта тунката пур, ларса канам, — сукмак хӗрринче ларакан улмуҫҫи тункати ҫине кӑтартрӗ Эльгеев.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗррехинче вӑл сӑсар йӑви тӗлӗнче тӑруках чарӑнчӗ те тарӑн шухӑша путрӗ, тунката патӗнче вӗрекен йыттине чӗнчӗ, ассӑн сывласа тунката ҫине ларчӗ, пуҫне усрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Ҫӗр ҫинче пӗр тунката кӑна тӑрать, ҫав тункатаран виҫӗ юп юпленсе ӳссе кайнӑ: иккӗшӗ ик еннипе, тепри — хыҫалтан.Из земли один ствол выходит, как пенёк, а из него три ствола растут: два по бокам, один сзади.
Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Анчах хайхи тунката, кимӗ кӑкарса хӑварнӑ йывӑҫ тункати, ҫухалнӑ-мӗн.
Тарни // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Кайсан-кайсан, вӑл ҫул ҫинче тункатана тӗл пулнӑ та: «Атте, атте, тунката урлӑ ҫӗклесе каҫар-ха мана!В поле попалась ему на дороге кочка; он и кричит: «Батюшка, батюшка, пересади меня через кочку!
Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тунката кӑлармалли нумай мар унта — пилӗк-ултӑ тунката та ҫур гектар вӗтӗ ката.Выкорчовки там немного — пять-шесть пней да с полгектара кустарника.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Зина сиксе тӑрсан, эпир тункатан кашни шӑтӑкӗнчен темӗн чухлӗ кӑткӑ чупса тухнине куртӑмӑр: ала пек шӑтса пӗтнӗ тунката кӑткӑ йӑви пулнӑ иккен, вӑл тулашӗнчен пӑхсан кӑна ҫирӗп пек курӑнать.
Кӑтка йӑви-тунката // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 103 с.
Темӗн пысӑкӑш йывӑҫ тункати патӗнче эпӗ канма лартӑм, тунката ӑшӗ пӗтӗмӗшпех ҫӗрсе сӳсленнӗ, хӗрринче ҫӗрмесӗр юлнӑ сий кӑна тытса тӑрать.
Ватӑ асатте // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 102–103 с.
Кунта тунката пулнӑ: вӗсем тунката ҫинче пысӑках мар, илемсӗр, вӑрман кӑмпи курчӗҫ.Тут стоял пень, и они увидали на нём большой уродливый древесный гриб.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
Е тӑманине тунката ҫумне ҫатлаттар, е тункатине тӑмана ҫумне, пурпӗрех тӑмана чӗрӗлсе тӑрас ҫук…»Хучь сову об пенек, хучь пеньком сову, а все одно сове не воскресать…»
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Улттӑмӗш каҫхине вӑл лаштра та симӗс чӑрӑш айне вырнаҫрӗ те юнашарах ларакан сухӑрлӑ кивӗ тунката тавра кӑвайт чӗртсе ячӗ, ун шучӗпе ку тунката ирчченех хӗрӳллӗн ҫунса тӗлкӗшмелле пек туйӑнчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑрмана, чӑтлӑх ӑшне пӗччен каймалла, ӑҫта ҫавӑн пек ҫӗрӗк тунката пуррине асӑрхамалла та лӑп ҫур ҫӗрте ҫав тунката еннелле ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑмалла, шыв ӑшне алла чиксе ҫапла каламалла:
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗтӗмпе вӑтӑр икӗ тунката…
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Уҫланкӑра, сӗм вӑрманта, Эх, астарать леш тунката!
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
«Уҫланкӑра, сӗм вӑрманта, Юмах калать ват тунката.
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Темиҫе сӑмах кӑна ҫырас килетчӗ ман: «Тасал, куҫлӑ, хӑлхаллӑ, ураллӑ, алӑллӑ тунката!» — акӑ мӗн тесе ҫырма пултарнӑ эпӗ эсӗ куҫкӗрет суйнӑ пулсан.
Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Левен, нимле мар пулса кайса, ҫул хӗрринчи тунката ҫине ларать.
Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Вӑхӑчӗ вӑрманта мӑй таран ҫеҫ те мар, йывӑҫ тӑррисем ҫӳллӗшех, ӗҫӗ-хӗлӗ вара тунката мӑнӑш пулинччӗ хӑть!
Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.