Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Хӑвна эсӗ халӗ, ахӑртнех, ватӑ ҫынла туятӑн, маншӑн вара эсӗ малтанхи Сандиех, чӑн та, ҫӑвӑр автан сассиллӗ.— Наверно, ты теперь считаешь себя старцем, для меня же ты прежний Санди, хотя и с петушиным баском.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпир сӗтел хушшине кӗрсе ларма ӗлкӗрсенех денщик тӑм чашӑкпа пӑсланса тӑракан вӗри тӑпӑрча кукӑлӗсене тата автан пысӑкӑш чӑх чӗппине пырса лартрӗ; унтан чашӑлтатса тӑракан ҫатмапа вӗри апат пырса лартрӗ; эпӗ хамӑн пурӑнӑҫӑм лайӑх майпа пырать тесе шухӑшласа алла йывӑҫ кашӑк патне тӑсма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, ҫавӑнтах хапха патӗнче шавлани, калаҫни тата ятлаҫни илтӗнчӗ.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хӗвел питтинче ӑшӑнса ларакан кӑвакал урапа тикӗчӗпе вараланнӑ хӳрине тӑратса юлхавлӑн нартлатрӗ, нимӗн ҫинчен те шухӑшлама пӗлмен хӗрлӗ автан хӳме ҫинчен хавассӑн кӑшкӑрса авӑтрӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Анчах автан та вӗҫеймест, мӗншӗн тесен стена уншӑн шӑл витти мар: вӑл ултӑ метр ҫӳллӗш; хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр — хӑть те мӗскер шухӑшлӑр.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Стенасене электричествӑпа ҫутатнӑ май, — ҫакна эсир ман патӑма килнӗ чухне хӑвӑр та асӑрхарӑр-тӑр, — икӗ меслетпе кӑна тарма пулать: арестантсене вӗсене суда лартса кайнӑ чухне автомобиль конвоирӗсенчен туртса илмелле е арестанта стена урлӑ автан евӗр вӗҫсе каҫма вӗрентмелле.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл катана шаларах кӗчӗ, кӗҫех унӑн йывӑрӑшӗпе турат шатӑртатрӗ; ялта вара, айӑпсӑррӑн тата нимӗнпе кӑсӑкланмасӑр, Сухаллӑ Сысна валли хӗрлӗ автан хӑйӗн пытару сӑмахне юрлать:
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
— Ҫавӑнпа паян, хӗрлӗ автан сехетӗнче, вилетӗп те…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Ӳлӗм, пӗтӗм аппетитна, ыйхупа тӑнӑҫлӑхна ҫухатса, эсӗ пӑрҫа хутаҫҫилле типме тытӑнатӑн, саралсах каятӑн, икӗ уйӑх иртсен, ирхи тата каҫхи шуҫӑмсен хушшинче, Иккӗмӗш хӗрлӗ автан сехетӗнче, вилӗмпех кӑнса выртатӑн.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Акӑ пӗри автан пек киккириклетрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Халӗ ҫеҫ «Автан киккирикӗ» килсе ҫитрӗ, унти пӗр матрос «Эврикӑра» пулнӑ, унта ларакан пирӗн йӗкӗтсене Брант пирки хыпарланӑ.Только что при шел «Петушиный гребень», с него был матрос в «Эврика», где сидят наши, и сообщил.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Автан хӗл ларнӑ тӗле ҫеҫ сывалса ҫитет.
Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.
Автан нумайччен хӗн курса выртать.
Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.
Аппӑшӗн сӑмахӗсене итлемест автан, сивӗ шыва ӑшӗ каниччен ӗҫет — ӑна вара ҫавӑнтах сивӗ чир силлеме пуҫлать.Не послушался петушок, напился холодной воды, и тут же стала бить его лихорадка.
Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.
Сывалса ҫитсен, автан уя тухать; унта вӑл чупать те сикет, ӑшӑнса, тарласа каять.Выздоровел петушок и пошел в поле; бегал, прыгал, разгорелся, вспотел.
Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.
— Ах! — тесе кӑшкӑрать хайхи автан.
Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.
— Ну, турӑшӑн та, Пэдӑн таҫта чӑх вити юлнӑ-тӑр, вӑл селӗм те хӳхӗм автан пулнӑ иккен.Ну, ей-богу же, у Пэда где-нибудь остался курятник, а он был славный петух.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
«Халех район представителӗсемпе ял Совет председательне урама кӑларӑр, — хушрӗ Мина. — Унсӑрӑн клуб ҫуртне тепӗр чӗрӗк сехетрен хӗрлӗ автан яратӑп!»
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сых енне хыҫалалла ҫаврӑнкаласа пӑхсах утнӑ май (ара, хӑй тахҫан Кашкӑр Микулине хӗрлӗ автан ярса хӑварнӑ яла килет-ҫке, ҫитменнине, пӗр кутамкка хаҫат, кӗнеке, листовка йӑтнӑ), шӑп масарпа усрав вӑрман хушшине кӗрсен, Вӑрманхыҫ енчен хӑйне темле ҫатан урапа хӑваланине асӑрхарӗ те вӗлт ҫеҫ пӑрӑнчӗ сылтӑмалла, ҫамрӑк юманлӑхри шӗшкӗ тӗмӗсем хушшинелле.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тавӑрчӗ вара Хӗлимун Кашкӑрсене, кил-ҫуртне те, шыв арманне те хӗрлӗ автан ярса хӑварчӗ, хӑй ялтан тухса тарчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Енчен ҫав путсӗр хӗрарӑма халех кӑларса ямасан, пӳртӳ тӑррине ҫиччас хӗрлӗ автан хӑпарса кайӗ, — татах кӑшкӑрчӗ хӑй.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.