Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

автан сăмах пирĕн базăра пур.
автан (тĕпĕ: автан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтах хӑйне хӑй ҫӑмӑлланнӑ пек туйрӗ, мӗншӗн тесен ҫынна вӗлересси уншӑн автан пуснине те тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар хӑй сӑмахне каласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ, Тарьен кӗҫӗн шӑллӗ йыснӑш умне пӗсехине каҫӑртнӑ автан пек сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вырма вӑхӑтӗнче чӑвашсем мӗн авлтанах каштари автан виҫҫӗмӗш хут авӑтсан вӑраннӑ та, йӑпӑр-япӑр тӑрса, хире кайма хатӗрленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Сергейсен пахча кӗтессинчи вите аслӑкӗ ҫинчен хулӑн сасӑллӑ автан иккӗмӗш хут шарлаттарса авӑтса яни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Шавлас-тӑвас пулсан, асту, ҫурту ҫине хӗрлӗ автан яратӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Таҫта ял варринче автан авӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӗрлӗ пилоткӑллӑ автан, ял тахҫанах вӑраннӑ пулин те, чӑтаймасӑр тепӗр хут авӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Ҫемук автан пек каҫӑрӑлса пӗр самант пӑхса тӑчӗ те пирӗн илемлӗ ҫӳлӗк патне чупса пычӗ, ӑна илсе ҫӗре печӗ, кукӑльсене, хӑпартусене хӳме ҫине ҫатлаттарса ҫӗмӗрсе пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Килкартинче автан авӑтса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Автан яшки пӗҫерсе ҫитӗр», - ырра вӗрентес шухӑшпах сӗнтӗм пӗринче Ромӑна.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

- Ҫулла пирӗн картара чӑхпа автан ӳсрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

— Тепрер уйӑхран пирӗн пата автан яшки ҫиме пырӑр, Михапарпа Укка.

— А вы, Михабар, Укка, приходите к нам через месяц на авдан яшки — суп с курицей.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫук, автан сӑри ӗҫме, — тӳрлетрӗ карчӑк.

— Какой тебе чюк? На петушиное пиво снарядились, — поправила его старуха.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Автан ҫунатне ҫапса авӑтса ячӗ, йытӑсем вӑранчӗҫ.

От громкого стука проснулся и захлопал крыльями петух, всполошились собаки, но потом все стихло.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сивӗ ҫумӑр айӗнче шапарса ларнӑ автан пек шӗвӗрӗлсе, начарланса кайнӑскер, вӑл урапа пуҫне хутланса выртнӑ та йӑшӑл та тумасть.

Нахохлившись как петух, исхудавший, Яриле забился в передок телеги и не шевелился.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Утарти автан шарлаттарса авӑтать.

На пасеке прогорланил петух.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Автан ҫур ҫӗр авӑтать, Ларнӑ ҫӗрте ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тӑхта, — те ҫывӑрса тӑранчӗ? — Таҫта, ав, авӑтать автан

Куҫарса пулӑш

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӗтерне куркасене автан сӑри тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта амӑшӗ автан сӑришӗн, хӑйӗн панулми куклипе ҫӗрулми пӳремечне ҫитерсе пӑхтарассишӗн ырана хӑварасшӑн.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех