Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрнӗ (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗртен-пӗр ҫӗрнӗ ҫӗрулми…

— Одна гнилая картошка…

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Саша пуҫне хулпуҫҫийӗ ҫине тайса выртать, унӑн вӗлкӗшекен шурӑ ҫӳҫӗ айӗнчен ҫӗрнӗ хыр лӑсси ҫине юн сӑрхӑнать.

Саша лежал, склонив голову к плечу, и по его белым вьющимся волосам на прелый игольник струйкой стекала кровь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Апат пӗҫермелли пӳлӗмри урайӗнче сапаланса выртакан ҫӗрнӗ ҫӗрулмисене тӗксӗмӗн ҫутатса, трубасӑр лампӑ ҫунать.

На кухне чадила коптилка, смутно освещая рассыпанную по полу гнилую картошку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Самолет ҫинчен ракета ярӑнса анчӗ: йӗтем ҫинчи ҫӗрнӗ улӑм купи леш енче тӗксӗммӗн курӑнакан йытӑ йӑви ҫутӑлса кайрӗ.

С самолета сбросили ракету: ярко осветились гумно и черневшая за кучей прелой соломы собачья конура.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл икӗ платник тытрӗ, лешсем вара васкасах унӑн пӗчӗк пӳртне юсама тытӑнчӗҫ: пӳрт тӑрринчи ҫурри ҫӗрнӗ такансене улӑштарчӗҫ, пӳртӗн чалӑшса кайнӑ хӑрах стенине сӳтсе майларӗҫ, алӑк суллисене, чӳрече хашакӗсемпе алӑксене ҫӗнӗрен вартаса турӗҫ.

Он нанял двух плотников, и они спешно ремонтировали его хатенку; меняли полусгнившие стропила на крыше, заново перебирали и ставили одну из покосившихся стен, делали новые притолоки, рамы и двери.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫак шӑплӑхра пурте — каҫ тӗттӗмӗ те, сасӑсем те, ҫӗрнӗ ҫулҫӑ шӑрши, мӑк шӑрши, шӳсе кайнӑ йывӑҫ хуппипе ҫӗрӗк кӑмпа шӑрши кӗрекен сывлӑш хӑй те — темӗнле сӑрхӑнса, юхса тӑнӑ пек, шӳсе сарӑлнӑ пек туйӑнать…

Все словно сочилось, истекало и разбухало в этой тишине — и темнота, и звуки, и самый воздух, напоенный горьковатым запахом сопревших листьев, мха, отсыревшей коры, грибной гнили…

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗвеллӗ ӑшӑ ҫуркунне ҫитнӗ, сӑртсем ҫинчен пӑтранчӑк юр шывӗ йӑтӑнса аннӑ, ӑшӑннӑ хыр-чӑрӑш лӑссипе ҫӗрнӗ ҫулҫӑсен вӑйлӑ шӑрши сарӑлнӑ.

Она хлынула с гор теплом и светом, мутной снеговой водой, густым ароматом нагретой хвои и прели лесных чащоб.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Гитлеровецсем кашни ывӑҫ хӑйӑрах вилӗм шӑрши ҫапнӑ вырӑнта, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ҫӗрнӗ вилесен шӑршипе пӑчланнӑ ҫӗрте пурӑнчӗҫ.

Гитлеровцы жили там, где каждая горсть песка была пропитана смертным ядом, где было душно от тяжкого запаха векового тлена.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Апла пулсан та, вӗсен тахҫан авал ҫак сӑрта ят паракансен, ун таврашӗнчи ҫӗрсене сухалакансен, тырпул пухса илекенсен, ун ҫывӑхӗнчи вӑрманта ҫырла пуҫтаракансен шӑмшаккисем хушшинче пурӑнмалла пулнӑ: дзотсемпе блиндажсен, ҫӳремелли канавсен стенисенчен тупӑк кӗтессисем, ҫӗрнӗ хӑмасем, сарӑ шӑмӑсемпе сарӑ пуҫ купташкисем курӑнкаласа тӑраҫҫӗ.

И все же им пришлось жить среди останков тех, кто когда-то дал название этому взгорью, пахал вокруг него землю, убирал хлеба, собирал в ближних лесах ягоды и пел песни: всюду из стен дзотов, блиндажей и ходов сообщения торчали углы гробов и гнилые доски, показывались желтые кости и черепа.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Часах Кондратьев чарӑнса тӑчӗ, малалла кайнӑ трактора пӑхса ӑсатрӗ, хура тӑпран кӗрпеклӗ муклашкине алтупанӗ ҫине хучӗ, вара, ҫӗрнӗ тымарӑн ҫип пек ҫинҫе пайракисене пӑха-пӑха, хӑй патне Григорие чӗнчӗ.

Вскоре Кондратьев остановился, посмотрел на трактор, что ушел вперед, положил рассыпчатый комок чернозема на ладонь, и, поглядывая на тонкие, как нити, сгнившие части корней, подозвал к себе в Григория.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ҫук, кун пеккисен вилмеллех, — ҫӗрнӗ тунката кӑна.

— Нет, таким надо умирать — пень сгнивший и только.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӑпарасса вӑл пӗр сассӑрах хӑпарчӗ, анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗрнӗ пусма картлашкисем хуҫӑлни илтӗнчӗ.

Поднимался он бесшумно, но иногда под его ногой с легким шорохом обламывалась подгнившая перекладина.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пусми тахҫанах ҫӗрнӗ, тӗллӗн-тӗллӗн картлашкисем те пулман.

Она уже давно подгнила и местами разрушилась.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫыннӑн ӳпкисем ҫӗрнӗ, ҫын пӗтӗмпех пӗтнӗ…

И легкие у человека гибли, тратились вконец.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫав вӑхӑт хушши вӑл вӑрмантах выртрӗ; хӗвелпе типсе кайнӑ, ҫумӑр йӗпетнӗ, вӑл пӗтӗмпех шултӑрканӑ, ҫӗрнӗ.

Все это время она провалялась без всякого присмотра, под открытым небом, ее припекало солнце и мочили дожди, вся она рассохлась и сгнила.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр чухне ҫакӑн чухлӗ укҫа Егорушкӑна чӑтма ҫук хытӑ тӗлӗнтернӗ пулӗччӗ, вӑл унпа мӗн чухлӗ шушкӑ, канфет-премӗк туянма май пурри ҫинчен шухӑшланӑ пулӗччӗ; халӗ вара вӑл ун ҫине ним пӑлханмасӑр пӑхрӗ, укҫа ҫыххисенчен ҫӗрнӗ панулмипе краҫҫын шӑрши кӗнине туйрӗ.

В другое время такая масса денег, быть может, поразила бы Егорушку и вызвала его на размышления о том, сколько на эту кучу можно купить бубликов, бабок, маковников; теперь же он глядел на нее безучастно и чувствовал только противный запах гнилых яблок и керосина, шедший от кучи.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Чирлӗ ҫын пек пулса, усал сасӑпа кӑшкӑрма пуҫласан, манӑн пӗтӗм ӑш-чик ҫӗрнӗ тесен, — вӑл, пӗр сӑмах та каламасӑр, лупас айне тухрӗ те пӳрте ҫуна турти йӑтса кӗчӗ.

А когда я прикинулся хворым, начал орать дурным голосом и сказал, что у меня вся середка гнилая, — он, слова не говоря, пошел на баз и несет в хату оглоблю от саней.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ҫӗрнӗ тислӗкрен те ватӑрах, ҫулӗпе вӑл манпа тантӑш, тен, ватӑрах та пулӗ.

Он же старее навоза-перегноя, он по годам мне ровесник, а может, и старше.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗрпе чыхса тултарнӑ михӗ пекех ҫынсемпе тулнӑ урамсенче, панель умӗнче ларакан ҫӳп-ҫап коробкисенче, ачасем хыпаланса ҫӗрнӗ пахча-ҫимӗҫсем шыраҫҫӗ, тупсан ҫавӑнтах, куҫа ҫиекен тусанпа пӑчӑ ҫывлӑшрах, пӑнтӑхӗ-мӗнӗпех хыпса-ҫӑтса яраҫҫӗ.

В этих улицах, набитых людьми, точно мешки крупой, дети жадно ищут в коробках с мусором, стоящих у панелей, загнившие овощи и пожирают их вместе с плесенью тут же, в едкой пыли и духоте.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Ҫӗрнӗ тункатасенчен скипидар шӑрши кӗрет, хӗрлӗ ҫине тӗл-тӗл шуррӑн курӑнакан шӗлепкеллӗ шӑна кӑмписем аякранах курӑнса лараҫҫӗ.

От трухлявых пней пахло скипидаром, далеко были видны красные, в белых крапинках шапки мухоморов.

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех