Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лупасайӗнче, ҫунаттисемпе шап-шап тутарса, автан авӑтса ячӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Ҫын пӗр тапранмасӑр выртнине курсан автан лӑпланчӗ, ҫунатне ҫатлаттарсах ҫӑвар туллин авӑтрӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫын пӑшӑлтатнине сиссен автан шикленчӗ, пуҫне чалӑштарса кравать еннелле тинкерсе пӑхрӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пӗр кунхине ирхи канлӗ ыйхӑран мана автан сасси вӑратрӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Сасартӑк автан сасси илтӗнсе кайрӗ:
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑтам пӳллӗ, хулӑм туталлӑскер, вӑл автан пек сиккелерӗ.
Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Малтан ку-ку-ре-ку-у-у! хӗрлӗ автан ятӑм.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Икӗ урса кайнӑ автан пек, пӗр-пӗрне куҫран пӑхса, мӑшлатса илчӗҫ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑнисене ӑсатсан, Ирхи автан авӑтсан, Урхапала Унерпи Тухнӑ шап-шур кӗпепе Иккӗш пӗрле килӗшсе Анкартине йӗтем ҫине.
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӗсен Хураҫка ятлӑ хура йытӑ тата пысӑк автан пур.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Шутлатӑп ӑшра сӑра тултарса панӑ чухне: «автан тукмакки кӑшласси мутӑран тухман-ҫке кусен».Думаю про себя, наливая им пиво: «Видать наяривание окорочков из моды еще не вышло».
Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.
Хура тумтирӗ ҫине шурӑ сӑрпа шӑмӑсем, пусма, автан ӳкернӗ.
Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вырӑсла пӗлес тесен, автан пуҫӗ ҫиес пулать, — тет аппа.
Вырӑсла калаҫассӑм килет // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Аппа, эпӗ автан тукмакне ҫиме юрататӑп, пуҫне мар, — тетӗп.
Вырӑсла калаҫассӑм килет // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп-ҫке: киккирикӗсӗр пуҫне, автан пуҫӗнче ним ҫимелли те ҫук.
Вырӑсла калаҫассӑм килет // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Автан пуҫӗ? — тетӗп.
Вырӑсла калаҫассӑм килет // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Сана автан пуҫӗ ҫитерӗпӗр, — тет аппа.
Вырӑсла калаҫассӑм килет // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Акӑ автан илсе пусӑпӑр.
Вырӑсла калаҫассӑм килет // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫав кун ку ялта хӗрлӗ автан ытла та алхасуллӑ, ҫӑтӑххӑн-чурӑссӑн, ҫӑтӑр-ҫӑтӑр та шӑтӑр-шӑтӑр ташланӑ: ӗрӗхекен ҫиле май йытӑ-кашкӑр чӗлхиленсе тӑсӑлнӑ-явӑннӑ акӑш-макӑш вут вӑтӑр ҫурта — ялӑн ытларахӑшне (вӗсен шутӗнче медпунктпа библиотека вырнаҫнӑ йывӑҫ ҫурта та) — кӗллентерсе тӗп тунӑ…
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Юлашкинчен «хӗрлӗ автан», арӑсланса, сарай аркине, унтан ун тӑрринех «сиксе хӑпарать», унта вара «ҫунат ҫапа-ҫапа», асар-писер ахӑрса сиккелеме пуҫлать.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.