Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗсет сăмах пирĕн базăра пур.
хӗсет (тĕпĕ: хӗсет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫа курӑнман мӑйкӑч хӗсет мар-и мӑя!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нимӗҫ е пӗр енчен килсе хӗсет, е тепӗр енчен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫӗ ӑнӑҫсӑр пулни ун чӗрине хӗскӗч пек хӗсет.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шухӑшсем пуҫра йӑшӑлтатаҫҫӗ, канӑҫ памаҫҫӗ, тарӑху кӑкӑра хӗсет.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑкӑра темӗн чӑтайми хӗсет.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кам куҫ хӗсет, ҫавӑн патне каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунта, ав, уҫӑ сывлӑш, тӗлӗнмелле ҫутҫанталӑк, апла пулин те, чуна темскер хӗсет.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫамкана сивӗ тар тапса тухнӑ, кӑкӑра тем хӗсет, сывлӑш пӳлӗнет.

Куҫарса пулӑш

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

— Ҫакӑнтан… кӑкӑр патӗнче темӗнскер хӗсет.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ҫӗр каҫ ҫӑм атӑ типӗтме маннӑ та — акӑ, хӗсет халь…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Сывлӑш тухмасть, кӑкӑра хӗсет.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗрсе тӑни, хӑнӑхман ҫутта курса, куҫне хӗсет, шӑнса хытнӑ ҫӑматтисемпе шаклаттарса, тимӗр кӑмака патне ҫывхарать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Хӗсет тата, ҫӗр ҫӑтман!

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Темӗн хӗсет пуҫа, куҫ хуралса килет.

Виски сжимает будто щипцами; в глазах темно.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнпа вӑл апат-ҫимӗҫне пур енчен те хӗсет, хӗсет.

вот она и жмется, экономит продукты изо всех сил,

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗр ҫумнелле хӗсет Янтула мӑк ҫыххи.

Тяжелая ноша пригибает Яндула к земле.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗтӗм кӗлеткене чул пек йывӑр япала ҫӗр ҫумнелле хӗсет, пусса тӑрать.

Тело налилось каменной тяжестью, сдавливает все нутро.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле Яриле ҫине пӑхать те куҫне хӗсет:

— Прищурившись, Илле смотрит на Яриле и продолжает:

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Темскер пуҫа хӗсет те, иртсе каять пуль-ха.

— Голову что-то сжимает… э-эх, да пройдет.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫитменне ӑна кӗпи хӗсет, атти туртать.

Вдобавок, узкая рубаха стесняет движения, дыхание; сапоги тянут к земле.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех