Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн сывлавне унра йӳҫекен курӑмсен ӗренки хӗсет темелле-ши — вӗсем пӳлӗме фантастикӑллӑ йӗрсемпе тата антӑхтарупа тултарса лартнӑ йӳҫек тӗтӗм евӗр.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Курӑнми хӗрарӑмӑн ҫӗкленсе сывлакан ҫепӗҫ кӑкӑрӗнчен сирпӗнекен сӗт унӑн тути ҫине курӑнми ӳкет, вӑл вара ӑна, ҫав хӗре, умне сӑнарласа кӑларчӗ, унӑн тӳпенелле ывӑтнӑ йӑл куллине ярса тытасшӑн, ҫут тӗнчене карса хунӑ ылтӑн эрешмен картине курнӑран куҫӗсене хӗсет.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Хашлата-хашлата сывланӑран кӑкӑрӗнче хӗсет, ӳтне тӑварлӑ тар кӗҫӗттерет, ал тупанӗсем ҫунаҫҫӗ, шывлӑ хӑмпӑсемпе витӗннӗ урисем йывӑрланнӑ вена юнӗпе тулнӑ, сурса ыратнӑран ҫурӑмӗ аран-аран пӗкӗрӗлет, пӗтӗм ӳчӗ чӗтрет, — шухӑша вӗлерес ӑнтӑлу сив чир чухнехилле тӑлтлатать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Куҫ вара хӗсет те хӗсет, мӑйӑх ҫӗкленет те ҫӗкленет, ҫакӑ ытлашши ҫепӗҫ те кулӑшла пулнӑран Сериз г-жа тӳссе лараймарӗ, ахӑлтатсах кулма пикенчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
Анчах чунӗн пусӑрӑннӑ вӑйне хӑрав мар, темӗн урӑххи улӑштарчӗ; ҫав тери йывӑр тиев хӗсет — тулаш фатализмӗ.Но не страх сменил стиснутую силу души, ее давила тяжесть — фатализм внешнего.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Малтан Илюха нимӗҫсен патронӗсене илет, вӗсене мана тыттарнӑ май куҫ хӗсет: киле леҫсе хур!Сначала Илюха проиграл все немецкие патроны, отдавал мне, подмигивая: неси, мол, домой.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Паллах, ку питӗ чӑрмавлӑ, ҫан-ҫурӑма хӗсет…
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Анчах та мана хамӑн тӑван, мужик хӗсет пулсан — епле йышӑнма пултаратӑп эпӗ ӑна?А — когда свой брат, мужик, теснит меня — как я могу принять это?
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хӗрарӑмсем пуринчен ытларах чир-чӗрсем ҫине ӳпкелешеҫҫӗ, вӗсен темскер «чӗре патне ярӑнса пырать», «кӑкӑрта хӗсет», «хырӑмра касать», — кун ҫинчен вӗсем нимрен ытларах тата хапӑл тусах праҫниксенче, хӑйсен пӳрчӗсем умӗнче е Атӑл хӗрринче ларса калаҫаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Старик урисене хуҫса ларать, хӑйӗн тӗксӗмленнӗ, пӗчӗк куҫӗсене хӗсет, васкаса, анчах питӗ асӑрханса, мулкачӑ пек (мӗскӗнӗн пӗр шӑл та юлман) типӗ те хытӑ пӑрҫана, ҫӑварӗнче пӗр енчен тепӗр енне куҫарса, чарӑна пӗлмесӗр чӑмлать.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Вӑл ҫӑвар туллин те шухӑшсӑр кулать, хӑйӗн ҫутӑ-хӑмӑр куҫӗсене кӑмӑллӑн хӗсет.Смеется он звучно и беззаботно, приветливо щурит светлые, карие глаза.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Пирӗн йытӑсем, хӑйсен йӑхне тивӗҫлӗ китаецсен евӗрлӗ йӑлапа пӗр-пӗрне шӑршласа паллашнӑ вӑхӑтра, лешӗ кӑштах шикленет пулмалла, хӳрине хӗсет, хӑлхисене вырттарать, мӗнпур кӗлеткипе питӗ хӑвӑрт пӑрӑнса, чӗркуҫҫисене кукӑртмасӑр тата шӑлӗсене йӗрсе, аяккалла сиксе ӳкет, — палламан ҫын пирӗн пата пычӗ те ҫав тери кӑмӑллӑн пуҫ тайрӗ.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Калиныч питӗ хавас, илентерекен кӑмӑллӑ ҫын, чарӑна пӗлмесӗр мӑкӑртатса юрласа пырать, нимӗн шухӑшсӑр йӗри-тавралла пӑхса илет, кӑштах сӑмсапа калаҫать; кулнӑ чухне хӑйӗн янкар-кӑвак куҫӗсене хӗсет, час-часах хӑйӗн савӑл евӗрлӗ ҫӳхе сухалне тыта-тыта пӑхать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те козаксем, курчӗҫ — айӑккинче Метелыця козак ляхсене хӑналать, пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне тӑнсӑр туса ывӑта-ывӑта ярать; тепӗр енче хӑйӗн ҫыннисемпе Невылычкий атаман хӗсет; лавсем патӗнче тӑшмана Закрутыгуба тустарать; аякри лавсем патӗнче Пысаренко пӗр ушкӑна хӑваласа янӑ ӗнтӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кам вӑл — сана паллӑ мар, анчах епле куҫ хӗсет вӑл сана, — эсӗ, ху ҫамрӑклӑхна пула, тата характерӳ пирки, тем те туса хума пултаратӑн… ҫыран хӗррипе ҫурран ланккама килӗ… ҫири йӗмсӗр тӑратса хӑварӗ…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Куҫҫуль манӑн пыра хӗсет, сывлама сывлӑш та ҫитмест, мана пӗр шухӑш ҫеҫ йӑпатать: эпӗ санӑн вилӗмсӗр сывлӑшна лайӑх тӗнчере ыталама пултарӑп.
Юлашкинчен калани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сентре ҫинче ӑшӑ, куҫӗсем ҫыпҫӑнса ларнӑ унӑн, пуҫӗ хӗсет, хуран пек йывӑр туйӑнать, акӑ ӗнтӗ — тӑр, тумлан та Федоркӑпа пӗрле фабрикӑна ут…
I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Хӑсас килнипе пушӑ хырӑма хӗсет, пӗтӗм ӑш-чике пӑтратать.Пустой желудок мучительно и судорожно сокращается; все внутренности переворачиваются.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Ҫӳлте вӗҫнӗрен, сывлав сайралнӑран Лосьӑн кӑкӑрӗнче хӗсет, куҫӗсене куҫҫуль хупларӗ.От высоты, разрежённого воздуха у Лося начало ломить грудь, слезами застилало глаза.
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унӑн хӑйӗн шӑршийӗ пур — тарӑн, яшка ҫӑвӗн, кантӑр ҫӑвӗн, кӑмака куклисен тата тӗтӗмӗн йывӑр та мӑка шӑршийӗ; ҫав шӑршӑ тӑвӑр, ӑшӑ ҫӗлӗк пекех пуҫа хӗсет те, ӑш-чикелле сӑрхӑнса кӗрсе темле ӳсӗртнӗ пек туса ярать, куҫа хупса, шутсӑр хытӑ ҫухӑрса ярса, таҫталла чупса пырса, пирвайхи стена ҫумнех пуҫпа ҫапӑнас килекен тӑвать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.