Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗмсӗррӗн сăмах пирĕн базăра пур.
сӗмсӗррӗн (тĕпĕ: сӗмсӗррӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑшман пирӗн ҫине сӗмсӗррӗн тапӑнса кӗме, пире, пирӗн тӑвансене вилӗм сунма, пирӗн хуласемпе ялсене тустарса ҫаратма, ҫӗрпе танлаштарма чарӑнман!

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Шӑна-пӑван вара, хӑлхана йӳҫӗтсе нӑйлатса, шӑйлатса, мӑй-майласа, вӗрлесе, пит-куҫа сӗмсӗррӗн тирӗнет, ҫатӑр ҫыртса, ӳт-тире кӗпе витӗрех вӗтелентерет, кӗҫтеттерсе, юн кӑларса е сӑннине лартса хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Судра ҫакӑ паллӑ пулнӑ: лешӗ, Павӑлӗ, шӑтӑк пуҫӗ, аслисен вырӑн ҫинчи «тутлӑ» вӑййине выляса, мӗнле калас… чечеке те ларма ӗлкӗреймен ҫӗр ҫырлине сӗмсӗррӗн татса илнӗ…

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Шоферӗсем те час-часах ҫул ҫинче ҫӳремелли правилӑсене сӗмсӗррӗн пӑсаҫҫӗ, ҫуран ҫыннисем те ку тӗлӗшпе ҫылӑхсӑр мар…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Патак та ҫавӑн пекех: кама, тен, йӗркене сӗмсӗррӗн пӑссан, кӗске тыткалани кирлӗ пуль, анчах кунта та виҫе пулмалла…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах ку уҫӑмсӑр ыйтусен «барабанне ҫавӑрса» уҫӑмлӑ хурав шырасси вӑрӑмах тӑсӑлмарӗ: таҫтан шалтан-шалтан, пуҫне уха-уха, кӑкӑрне ҫапа-ҫапа «тепӗр Пурис» сиксе тухрӗ те пӗтӗм иккӗленӗве сӗмсӗррӗн сирсе ывӑтма пикенчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Турӑ чикӗсӗр вӑйлӑ, ҫынсене ырӑ ҫеҫ сунать пулсан, мӗншӗн чикан майрисене пире сӗмсӗррӗн улталама, ҫаратма чармарӗ?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑксем ӗнтӗ хӑйсене чикан майрисем, пуҫ ҫавӑрса, сӗмсӗррӗн чике тӑршшӗ лартса хӑварнине, пур-ҫук укҫисене ултавлӑн майланине пӗтӗмпех ӑнланчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах хальлӗхе улталамалли, куҫ пӑвмалли мелсене пӗлмесӗр, курма мар, кун пек япаласем ҫинчен нихӑҫан та илтмесӗр, «ан суй!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав вӑхӑтрах вӑл Полинана пӗр-пӗр «Вертихвостов» сӑхланасран, ун ҫумне сӗмсӗррӗн сӗкӗнсе ҫулӑхасран та шикленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрать-ха халӗ тӗрлӗ кӑмпаллӑ, шур ҫырлиллӗ, кӗтмеллӗ (ытти ҫырласен тапхӑрӗ хыҫа юлнӑ ӗнтӗ) вӑрманта ҫуллахи шӑрӑх кунсенчи пек пӑчӑ мар, кӗске ӗмӗрлӗ юнӗҫен вӑрӑмтунасем те, ытти шӑна-пӑван та, ҫӑмхаланса-тӗркеленсе, хӑлхана йӳҫӗхтерсе нӑйлатса та нӑйӑлтатса, аптӑратса, этеме сӗмсӗррӗн сӗкӗнмеҫҫӗ, сырӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах пилешӗ айне те йыт-кашкӑр ҫӗмӗрчӗ, сӑвӑс йывӑҫҫи тата пир йывӑҫҫи сӑмсисемпе сӗмсӗррӗн сӗкӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пирӗн совет ҫӗрне фашистла Германи сӗмсӗррӗн тапӑннӑ ҫулах, 1941 ҫулта, сӑвӑҫ Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫне хурать.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

«Эпир, уесри совдеппа Етӗрне хулинчи мӗнпур учрежденисенчи совет работникӗсем, Сирӗн пурнӑҫа контрреволюционерсем сӗмсӗррӗн татма тӑнине тарӑхса питлетпӗр, вырӑс пролетариачӗн ҫулпуҫӗ хаяр хӑрушлӑхран ҫӑлӑннӑшӑн чун-чӗререн хӗпӗртетпӗр, Сире хӗрӳллӗ салам яратпӑр, революцин шанчӑклӑ ывӑлӗсем Сире чунтан-чӗререн парӑнса тӑни Сире хӑвӑртрах сывалма, революциллӗ халӑх влаҫне ертсе пырас ӗҫе хӑвӑртрах тӑма вӑй хушасса шанса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Халиччен вӑл хӗрарӑма ҫакнашкал сӗмсӗррӗн суйманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Патша министрӗ Макаров: «Ҫапла пулнӑ, ҫапла пулӗ те», тесе сӗмсӗррӗн каланӑ пулсан, рабочисем: «Ҫук, тек апла пулмӗ, сирӗн шалҫӑр часах тулӗ», тесе ҫирӗппӗн ответленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

– Саккуна ҫакӑн пек сӗмсӗррӗн пӑсакан водительсене мӗнле явап кӗтет?

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Мӗнле хӑять-ха вӑл Шаккур умӗнче ҫапла сӗмсӗррӗн тытма!

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта халь хӑй хуҫа пулнине систерсе сӗмсӗррӗн калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апла эпир санпа ӳлӗмрен тӑшманлӑ пулатпӑр-и? — сӗмсӗррӗн калаҫрӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле те пулин халӑх сӗмсӗррӗн тапӑнса кӗрессине пӗлетӗн пулсан ун тӗлӗшӗнчен ху та сӗмсӗр пул: аллах сӗмсӗррисене тавӑрма хушать.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех