Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗмсӗррӗн сăмах пирĕн базăра пур.
сӗмсӗррӗн (тĕпĕ: сӗмсӗррӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн ҫӗршыв ҫине сӗмсӗррӗн тапӑнчӗҫ, хаяр вӑрҫӑ пуҫланчӗ.

Немецкие фашисты вероломно напали на нашу страну, началась жестокая война.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

«Фанфурикпе» сӗмсӗррӗн суту-илӳ тӑвакан сутуҫа явап тыттарма, ахӑртнех, комисси ларӑвне йыхравлани усӑсӑр.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

16. Вара Маккавей хӑйпе пӗрле пулнисене ултӑ пин ҫын пухнӑ та вӗсене: тӑшманран ан хӑрӑр, пирӗн ҫине усалпа килекен суя тӗнлисем йышлӑн пулнинчен ан сехӗрленӗр, 17. вӗсем сӑваплӑ вырӑна сӗмсӗррӗн хур тунине, мӑшкӑл кӑтартнӑ хулана аркатса хӑварнине, аттемӗрсем хунӑ йӗркесене пӑснине куҫ умӗнче кура тӑркач паттӑррӑн ҫапӑҫӑр, тесе ӳкӗтленӗ.

16. Тогда Маккавей собрал бывших с ним, числом шесть тысяч мужей, и увещевал их не страшиться врагов и не бояться множества язычников, неправедно идущих на них, но мужественно сражаться, 17. имея пред глазами неправедно нанесенное ими оскорбление святому месту и разорение поруганного города и нарушение праотеческих учреждений.

2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Анчах арӑмӗ упӑшкине сӗмсӗррӗн улталанӑ евӗр, Израиль килӗ, эсӗ Мана ҫапла улталарӑн! тет Ҫӳлхуҫа.

20. Но поистине, как жена вероломно изменяет другу своему, так вероломно поступили со Мною вы, дом Израилев, говорит Господь.

Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вера Павловна, ҫак енчен илсе пӑхсан, качча тухиччен питӗ те кансӗр лару-тӑрура пурӑннӑ: ун ҫумне ытахальтен, ӗҫсӗр аптраса, ӑнсӑртран е пӗле-пӗлменрен мар, тӑтӑшах, пӗр чарӑнми, кашни самантрах тата питӗ те тӳрккессӗн, сӗмсӗррӗн ҫулӑхнӑ, тискеррӗн те усал тӑвас тесех ҫулӑхнӑ, уяса-тытӑнса тӑма пӗлмен алӑсемпе мар, питӗ хытӑ та калама ҫук чыссӑр алӑсемпе ҫулӑхнӑ, ӑшне-чунне кӗнӗ.

Вера Павловна, с этой стороны, находилась до замужества в исключительно резком положении: к ней приставали, к ней лезли в душу не просто от нечего делать, случайно и только по неделикатности, а систематически, неотступно, ежеминутно, слишком грубо, слишком нагло, лезли злобно и злонамеренно, лезли не просто бесцеремонными руками, а руками очень жесткими и чрезвычайно грязными.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех