Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумастӑп (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
32. Пӗлсех тӑрӑр, Эпӗ ҫакна сирӗншӗн тумастӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

32. Не ради вас Я сделаю это, говорит Господь Бог, да будет вам известно.

Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ калатӑп: ҫакӑ пулӗ, Эпӗ тӑвӑп; каялла тумастӑп, хӗрхенместӗп, каҫармастӑп.

14. Я Господь, Я говорю: это придет и Я сделаю; не отменю и не пощажу, и не помилую.

Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эсӗ мӗн каланине эпӗ хамах илтрӗм — санӑн сӑмахусем хӑлхарах-ха: 9. эсӗ: «таса эпӗ, ҫылӑхсӑр эпӗ, айӑплӑ мар эпӗ, тӳрӗ мар ӗҫ тумастӑп» терӗн, 10. «Турӑ вара мана пӗр айӑп ҫук ҫӗртен айӑпларӗ, мана Хӑйӗн тӑшманӗ вырӑнне хурать; 11. манӑн урана каска тӑлӑ тӑхӑнтартрӗ, манӑн пӗтӗм ҫул-йӗре сӑнаса тӑрать» терӗн.

8. Ты говорил в уши мои, и я слышал звук слов: 9. чист я, без порока, невинен я, и нет во мне неправды; 10. а Он нашел обвинение против меня и считает меня Своим противником; 11. поставил ноги мои в колоду, наблюдает за всеми путями моими.

Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ пурне те пӗлетӗн; эпӗ мухтава юратакан Амана пуҫҫапмарӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ мӗншӗн ҫапла тунине Эсӗ пӗлетӗн, эпӗ ҫакна ҫынна кӳрентерес тесе туман, мӑнаҫланнипе те, чыса кӑмӑлланипе те туман, Израиле ҫӑласшӑн эпӗ Аман ури йӗррине хаваспах чуптунӑ пулӑттӑм; эпӗ ҫакна этем чапне Турӑ чапӗнчен ҫӳле хурас мар тесе, Сансӑр, Ҫӳлхуҫамӑмсӑр, пуҫне никама та пуҫҫапас мар тесе турӑм; эп куна мӑнаҫланнипе тумастӑп.

Ты знаешь все; Ты знаешь, Господи, что не для обиды и не по гордости и не по тщеславию я делал это, что не поклонялся тщеславному Аману, ибо я охотно стал бы лобызать следы ног его для спасения Израиля; но я делал это для того, чтобы не воздать славы человеку выше славы Божией и не поклоняться никому, кроме Тебя, Господа моего, и я не стану делать этого по гордости.

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9-10. Акӑ [паян] эпӗ Ҫӳлхуҫа Давидшӑн мӗн тума тупа тунине тӳрре кӑларатӑп: патшалӑха Саул килӗнчен туртса илетӗп те Давида Израильпе Иуда патши пулма, Данран пуҫласа Вирсавия таран тытса тӑма, лартатӑп — ҫапла тумастӑп пулсассӑн, Турӑ Авенира ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр! тенӗ.

9. То и то пусть сделает Бог Авениру и еще больше сделает ему! Как клялся Господь Давиду, так и сделаю ему [в сей день]: 10. отниму царство от дома Саулова и поставлю престол Давида над Израилем и над Иудою, от Дана до Вирсавии.

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Эппин, эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн манӑн тӑхӑмсене тӗп тумастӑп тесе, аттем килӗнче манӑн ятӑма пӗтерместӗп тесе, Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа ту, тенӗ.

22. Итак поклянись мне Господом, что ты не искоренишь потомства моего после меня и не уничтожишь имени моего в доме отца моего.

1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех