Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрнӗ (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ каллех асаннесен ҫӗрнӗ юмахне пакӑлтатма тытӑнтӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Аттен ҫӗрнӗ хӗресне те улӑштарма тивет.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ашшӗн вил тӑприйӗ тавра тытса ҫавӑрнӑ карта ҫӗрнӗ, пӗр еннелле чалӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Ҫапла, ҫӗрнӗ ҫимӗҫсемпе аппаланма вӑхӑт пулман пирӗн…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсем ҫырнӑ актсене эпир, комиссин ытти членӗсем, шаннӑ, тӗрӗслесе тӑман, мӗншӗн тесен пирӗн ҫӗрнӗ ҫимӗҫсемпе аппаланмасӑрах, хамӑрӑн та ӗҫ мӑй таран…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӑхатӑп — ҫӗрнӗ пысӑк тунката хӑвӑлӗнче шурӑ япала пур.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Путек-сурӑхпа пӗчӗк пӑру витине, ҫӗрнӗ пӗренисене улӑштарса, ҫӗнӗ мӑк ҫине лартрӗҫ, ӗнепе сурӑхсен витине ӑшӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫӗрнӗ тунката тӗмисем ҫинчи кӑвак чечеке курса, вӗлтренкайӑк юррине илтсе, Раман тахҫанхи ҫуркуннене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах ҫӗрнӗ ҫимӗҫе кӑларса пӑрахман.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Чӑваш хырӑмӗнче пӑта та ҫӗрнӗ» тесе ахальтен каламаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.

Ҫӗрнӗ май, батарейкӑсенчи сӗлтӗсем (щелочь), тӑхлан, кадми, цинк тата сывлӑхшӑн хӑрушӑ ытти япаласем тӑпрана, ҫӑлкуҫсемпе юханшывсене варалаҫҫӗ, кайран ӳсен-тӑрансемпе чӗрчунсене лекеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлсе тӑма // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %bc%d0%b0/

Асфальт ҫу ҫӗрнӗ пек йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пурин те гимнастеркисем шӑтса-ҫурӑлса пӗтнӗ, пичӗсем ӗнсе-хуралса кайнӑ, пурин те куҫӗсемпе шӑлӗсем илемсӗр шуррӑн, тискер шуррӑн курӑнаҫҫӗ, пурте йывӑррӑн сывласа, енчен енне сулланса тӑраҫҫӗ (йӑванса кайӗччӗҫ, тӑсӑлса выртӗччӗҫ, анчах ура айӗнче — шыв, кӑвак-симӗс мӑкпа витӗннӗ тӗмескесем, ӳксе ҫӗрнӗ йывӑҫсем тата — хура-симӗс шыв).

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Улмисем хӑмӑр, пӑхсан ҫӗрнӗ пекех, ҫавӑнпа та ачасем куна ҫиме килӗшмерӗҫ.

Они коричневые, выглядят, как сгнившие, поэтому ребята от них отказались.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Ҫавна пӗлсен писательсен Союзнех ҫитетчӗ пуль, анчах хайхи Ямаш Ваҫҫи вунӑ ҫул каяллах вилни ҫинчен пӗлчӗ те майӗпен лӑпланчӗ: «Тупӑкра тахҫанах ҫӗрнӗ ҫын шӑм-шакне ӳппӗн-пиччӗн ҫавӑрни илемсӗр», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫитмӗл пин ҫын хушшинче Ҫичҫӗр ҫулхи пӗр старик, Хӑҫан ҫавӑ старикӗн Ҫӗрнӗ шӑмми-шаккинчен — Сӗтел тӑвӗҫ кӑкринчен, Ура тӑвӗҫ уринчен, Ҫав сӗтелӗн хушшинче Апатланӗҫ иккӗшӗ — Тин пӗрлешчӗр юратса Чӗкеҫпеле Еркиней!»

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Лӑкатӑп, лӑкатӑп, хӑма вӗҫӗсене хӗстерсе хумалли вырӑнӗсем кивелсе ҫӗрнӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сӑмсана ҫӗрнӗ курӑкӑн йӗклентерекен чӗрӗ шӑрши ҫапать.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

— Эпӗ ачаранах аттепе пӗрле кил-ҫурт таврашӗнче тимӗр-тӑмӑр япалапа ҫалланма, вӑл-ку юрамине тухнӑ, ҫӗмӗрӗлнӗ, ҫӗрнӗ япаласене юсама, ҫӗнетме юрататтӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шыв кӳлленчӗкӗсем тӑнӑ ҫӗрте калча шурса кайнӑ е вуҫҫех ҫӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех