Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кӑмака хыҫӗнчи каллех хӑй ҫине туртать ун сӑмахне: «Ырӑ кӑмӑллӑ Улю кин!

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Колумб тӗнче тавра ҫаврӑннинчен, шикленменнинчен тӗлӗннӗ Улю та ҫапла хушса хурать: «тӗлӗнмелле герой-ҫке ун йышши этем».

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Колумб Индие лекӗп тесе Атлантик океанне кӗрсе кайнӑ тенине илтет те хӑйшӗн те татса хурать: «Мӗн тӑвас тен, кукӑр-макӑр ҫӳрени ыр япала мар та вӑл, тӳрӗ ҫӳрени аван-ҫке».

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кӑмака хыҫӗнчи хӑйне хӑй мансах тепӗр арҫын сӑмахне итлесе ларнӑран.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ӑҫтан ҫаврӑнса тухрӗ-ха кунашкал шухӑш?

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«Кӑмака хыҫӗнче» тенин те ытарлӑхӗ пысӑккӑн курӑнса каять: ӗмӗрне кӑмака хыҫӗнче ирттернипе пурнӑҫ мехелне, тути-масине ас тивме ҫук, тӗнче курмалла, ҫӗннине уяма пӗлмелле, киввинчен хӑтӑлмалла тесшӗн Тӑхти хӑй геройне.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Мыскара мӑшкӑлӗ пулнӑ арҫынна ҫур сӑмахпа та тӗкӗнмест пек вӑл калани, анчах ку ултавлӑ: ӗлӗкхилле пӑтранса пурӑнмалла маррине аван ӑнланать герой, ҫӗнӗ туртӑмсемшӗн ӗҫе кӳлӗнет, халь ӗнтӗ арӑмӗнчен те писмест, унпа пӗрле пӗрлехи хуҫалӑхра помидор ӳстерет, уявсенче шур тутӑр вӗҫтерсе ташлать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Леш арҫынӗ ҫӗнӗ пурнӑҫӑн ырӑ енӗсене мухтать, тӗнчере тӗрлӗ кӗнчеле пуррине тӗлӗнмелле ӑста каласа парать, сӗтел хушшинче ларсах таҫти-таҫти ҫӗрсене ҫитсе ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Малтантарах асӑннӑ «Помидор» калаврах, ҫапла, кулӑшла событи ҫеҫ ӳкернӗ пек: кӑмака хыҫӗнче пытанса ларнӑ этемӗн ни тухса каясси, ни пӳрте юласси — ирӗксӗрех Улюпа тепӗр арҫын мӗн калаҫнине тӑнламалла лекет.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫиелтен курӑнманни хыҫӗнче вара Тӑхти хайлавӗсенчи калавҫӑ ялан пысӑк шухӑш пытарса хӑварать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Шерхулла калаҫнинче те сӑмаха ҫапла вылятса пыни ум илет: «Мана, те пит уҫӑ пулнӑран, те шурӑ шӗлепке тӑхӑннӑран, сӑрине те, эрехне питӗ ӗҫтереҫҫӗ…»

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Питӗрпур тени уншӑн Яппун патнелле имӗш («Ҫиҫӗм ҫӑмахӗ»), «Эпӗ профессор мар, ӑслӑлӑха нумай вӗренмен; шурӑ хут ҫине пӑртак хуратса ҫыркалама, алӑ пусма ҫеҫ пӗлетӗп» тет шахвӑртса («Витаминсем»).

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Яланах пӗр этемӗн чӗлхи-ҫӑварӗ унта, ҫав этем шавах ухмаха перет, ансат япаласене те ӑнланманнӑн тытать хӑйне.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кунтан тӗлӗнмеллиех ҫук — илӗр-ха Тӑхти калавӗ-очеркне.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Чӑвашсен илемлӗ шухӑшлавӗ чылай чух новеллӑри пекрех пулнине кӑтартать-тӗр ҫакӑ: тӗрлӗ хурлӑх-шырлӑха ҫӗнекенни, ӑна тӗсесе ӑслаканни, хӑйӗн паянхи кунне ӗнерхин ҫӗнӗлле ӑнлантарнӑ сӑпачӗ витӗр кураканни — яланах конкретлӑ, уйрӑм ҫын, ун субъективлӑ шухӑшӗ хайлав никӗсне выртать, ун кӑмӑлӗ тытса пырать хӑй сӑнарланӑ сценӑсене епле хаклассине.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кашни хутӗнчех пӗр саслӑ, нумай сийлӗхсӗр, шухӑш-кӑмӑла пӗр этем кӑмӑлӗпе ҫыхӑнтарасси тӗпе тухать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Емельяновӑн геройӗ «Шӑхличри» эпизодсен йӗркине хӑй пӗр художникпа паллашни урлӑ сыпса ярать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Игнатьевӑн Пурхийӗ хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне халӗ ҫеҫ илнӗ ҫырупа ҫыхӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Д. Гордеев каласси, Ануккан кӑмӑлӗ — Майкка хӑтланӑшӗ тавра ҫаврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кунта асӑннӑ хайлавсем пурте тенешкел художниксен шухӑшӗсене тахҫан пӗрре пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ тавралла явӑнтарса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех