Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пурӑна киле «юрӑ», «кӗвӗ» пӗлтерӗшсем сӑвӑ сӑмах семантикинче пачах та тӗксӗмленсе юлма пултарӗҫ, мӗншӗн тесен ҫак пӗлтерӗшсене такмак сӑмахла палӑртасси сарӑлса пырать.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Хальхи чӗлхере сӑвӑ сӑмахӑн семантикинче «стихотворени» пӗлтерӗш пӗрремӗш вырӑна тухрӗ, «юрӑ», «кӗвӗ» пӗлтерӗшсем иккӗмӗш вырӑна куҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Сӑвӑ сӑмах хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе стихотворени сӑмахран урӑхларах пулнӑ пирки Хумма Ҫеменӗ те хӑйӗн 20-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ статйисенче стих терминпа усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Чӑваш совет поэзийӗн никӗсне хываканӗ Ҫеҫпӗл Мишши хӑйӗн «Сӑвӑ ҫырассипе ударени правилисем» статйинче сӑвӑ сӑмахпа пуҫласа «стихотворени» пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ, анчах вулакансем ӑна тӗрӗс ӑнланччӑр тесе, сӑвӑ сӑмах ҫумне скобкӑра стихотворени хушса хунӑ: «Хаҫатсем ҫинче, журналсем ҫинче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сӑвӑсем (стихотворенисем) ҫапӑнаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Оригиналлӑ литература тата литература вӗрентӗвӗ пуҫлансан, рифмӑллӑ, ритмлӑ илемлӗ литература произведенине палӑртма ятарлӑ термин кирлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Литература вӗрентӗвӗн терминологийӗ йӗркелениччен сӑвӑ сӑмах халӑх сӑмахлӑхӗн пӗр тӗсне — «сӑмахлӑ юрӑ», «сӑмахлӑ кӗвӗ» ӑнлава пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

20-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче ҫак сӑмах чӗлхене лайӑх пӗлекен ҫынна, чӗлхе ӑстине палӑртма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Революциччен чӗлхеҫӗ тесе вӗрӳ-суру чӗлхине ӑста пӗлекен ҫынна каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Ҫавӑн пекех тӗп, тымар, кӗлетке, хисеп, вӑхӑт, пуплев, несӗл, вак, шут тата ытти нумай сӑмахсем лингвистика ӑнланӑвӗсене палӑртма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Тахҫан араб чӗлхинчен «пит» пӗлтерӗшпе кӗнӗ сӑпат сӑмах, XX ӗмӗр тӗлне манӑҫа туха пуҫланӑскер, сӑн-сӑпат мӑшӑр сӑмах составӗнче кӑна тытӑнса юлнӑччӗ, ҫак сӑмах 20-мӗш ҫулсенче эпӗ — эпир, эсӗ — эсир, вӑл — вӗсем местоименисен грамматика категорине кӑтартакан терминӗн пӗлтерӗшне йышӑнчӗ: пӗрремӗш сӑпат, иккӗмӗш сӑпат, виҫҫӗмӗш сӑпат.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Лингвистикӑра татӑк тесе предложение е сӑмаха шухӑш е эмоци сӗме пама усӑ куракан пулӑшу пуплев пайне калаҫҫӗ: кӑтарту татӑкӗсем, тӗрӗслетӳ татӑкӗсем, уйӑру татӑкӗсем, ҫирӗплетӳ татӑкӗсем, хирӗҫлев татӑкӗсем, ыйту татӑкӗсем, иккӗленӳ татӑкӗсем, эмоци татӑкӗсем т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Татӑк сӑмах халӑх чӗлхинче пӗр-пӗр япалан касса, татса, чӗрсе, хуҫса илнӗ пайне пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Лингвистика терминологийӗнче сыпӑк сӑмахӑн уҫӑ сасӑллӑ уйрӑм пайне пӗлтерме тытӑнчӗ: ҫемҫе сыпӑк, хытӑ сыпӑк, уҫӑ сыпӑк, хупӑ сыпӑк, ударениллӗ сыпӑк, ударенисӗр сыпӑк т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Сыпӑк тесе халӑх чӗлхинче икӗ тӑрӑха ҫыхӑнтаракан чикке е тӗвве тата икӗ чикӗ е тӗвӗ хушшинчи тӑрӑха калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Совет тапхӑрӗн малтанхи ҫулӗсенчех сасӑ сӑмах тепӗр ҫӗнӗ пӗлтерӗш туянчӗ — «сасӑллӑ пуплевӗн чи пӗчӗк хӑйне уйрӑм пайӗ» ӑнлава палӑртма тытӑнчӗ: уҫӑ сасӑ, хупӑ сасӑ, хытӑ сасӑ, ҫемҫе сасӑ, хытӑ уҫӑ сасӑ, ҫемҫе уҫӑ сасӑ, янӑравлӑ хупӑ сасӑ, янӑравсӑр хупӑ сасӑ т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Пӗрремӗш буржуаллӑ революци вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ чӑваш публицистики сасӑ самах ҫумне ҫӗнӗ пӗлтерӗш — «харпӑрхӑй шухӑшне пӗлтермелли тивӗҫ» хушса, унӑн семантикине анлӑлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Калаҫу чӗлхинче хыпар-хӑнара та сасӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Сасӑ сӑмах чӑваш чӗлхинче сывлӑш е ытти япаласем чӗтренсе куҫнипе пулакан, хӑлхана илтӗнекен пулӑма пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Тӗслӗхсем илсе кӑтартӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

1920 ҫулсенче чӑваш лингвистика терминологине тунӑ чух чылай-чылай кивӗ сӑмаха ҫӗнӗ пӗлтерӗш хывса терминсен йышне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех