Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫав ӗнтӗ Хӗлимуна чыссӑрлӑха вӗрентекенни.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Калавҫӑ-автор шучӗпе, ун шӑпине аркатаканни — ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Хӑйне, ашшӗне аса илет, тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа сӑлтавланнӑ йӗре сыпать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Арканнӑ пурнӑҫӑн ванчӑкӗсене пуҫтарать Хӗлимун.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Мӗн аса килнӗ, ҫавна сӑнланӑ автор-калавҫӑ, ҫав ҫумран ҫумлӑха вара герой ӑш-чиккине вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Шалтан, тымартан, шӑнӑрлӑн ҫыхӑнман та пек вӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫулран-ҫул аса илсе пынӑ эпизодсен логики таткаланчӑка, вак-тӗвеке ҫаврӑнать пек.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Лешне тепӗр кунне влаҫсем тытса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Акӑ вӗсем, ашшӗпе иккӗшӗ, хӑйсене ӗҫлесе пулӑшнӑ Никӑна «тавӑраҫҫӗ», яла килнӗ пӑлнамаччи виллине ун картишне кайса пӑрахаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Акӑ Хӗлимун хӑй чечек пек сарӑ хӗре пусмӑрланине аса илет.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Вӑл ретрен рете сыпса пыракан событисем ӑнсӑртран килсе тухнӑ теме те пулать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Агивер хайлавӗсенчи ӗҫ-пуҫ тӳнтерӗшне, пит енне тавӑркаласа пӑхаканни, кашни пӗркеленчӗк-пӗрмеленчӗкне сӑнаканни те — калавҫӑ-автор.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Истори ҫулӗ те уйрӑм, пӗр пӗчӗк тапхӑр пек ҫеҫ мар, анлӑраххӑн курӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Этем наци шӑпипе, халӑх кун-ҫулӗпе ҫывӑхрах пулса пырать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Публицистикӑлӑх, хайхискер, философилӗхпе пӗтӗҫет кунашкал прозӑра, уйрӑм ҫын сӑнарӗ психологизмлӑ ӳкернӗ характер капашне сарать, анлӑлатать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫыннӑн чун туртӑмӗсем вара философиллӗ сӗм йышӑнаҫҫӗ, этемӗн пурнӑҫри вырӑнне пин ҫуллӑхсен аталанӑвӗпе килӗштерсе шайлаштараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫут тӗнчен, наци кунӗ-ҫулӗн, вуншар халӑх шӑпи тӗпӗ-йӗрӗ уйрӑм ҫын чунӗпе шайлашать ку литературӑсенче.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

И. Тӑхти, Ф. Павлов, Хв. Уяр, Хв. Агивер персонажӗсем мӗншӗн, мӗнле лару-тӑрура, мӗне пула ухмаха, плахая пенине те урӑхла тавҫӑрса илетӗн хайхи: ҫут тӗнчери тӗрлӗ пулӑм, обществӑлла хускану, кӑмӑл-сипет виҫи этеме хӑйне ӑнланма пулӑшаҫҫӗ-мӗн, ӑшӗнче мӗн пур-ҫуккине тарӑнрах тӗсеме хистеҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӑхти вӗҫӗмех тӗнче курмалла, ҫул ҫӳремелле тесе пуплешни те, Хв. Уяр кирек хӑҫан та ҫул сӑнарӗшӗн хыпӑнни те, ҫакӑнтан курмалӑхне, тарӑн шухӑша ярать вулакана.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«Я же как человек, позабытый и миром и людьми», «мне же, презренному простолюдину, уже не один под таскающему бренные свои пожитки», «оказана была высочайшая любезность» тенисем е унашкал ҫавӑрнӑ ҫӗр-ҫӗр фраза ҫавӑн ҫинчен каламасть-ши вара?!

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех