Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Вырӑнти самоуправлени органӗсенче вӑй хуракансен тивӗҫӗсен шутне территори уйрӑмӗн пурнӑҫне тивӗҫтересси, халӑх пурӑнакан вырӑнсене тирпей-илем кӗртесси, инфраструктурӑна, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарасси, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн малтанхи мерисене тивӗҫтересси, ӗҫ-хӗле вӗсен приоритетлӑхне, тухӑҫлӑхне кура пурнӑҫласси кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Тахҫанхи саманасене мар, историллӗ ӗмӗрсене илсе пӑхсан, ҫакӑ курӑнать: чӑваш ҫынни уя суха тума, тырӑ акма кайнӑ-и, улӑха утӑ ҫулма-и, вӑрмана йывӑҫ касма-и, вӑл, йывӑр ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе, юрӑ юрланӑ; ӗҫ хыҫҫӑн, пушӑ вӑхӑтсенче, тӑванӗсемпе, юлташ-тусӗсемпе уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗсенче пулнӑ-и, — ку чухне те хӑйӗн юратнӑ юррисене юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Малти тенкелсем ҫинче ларакансем ура ҫине тӑрсах: — Ывӑлне чӗреренех хӗрхеннӗ вӑл. Ӑна зала кӳртсен мӗнле йынӑшса ячӗ? Анчах чӑтайми пысӑк намӑса пула, халӑх умӗнче хӑйӗн чӗрери хӗрхенӳллӗ туйӑмне хирӗҫ ылханса ӑна ятлама ҫӑмӑл пулнӑ-и ӑна?! Ҫавӑнпах ӗнтӗ чӗри чӑтаймарӗ унӑн, — терӗҫ амӑшӗн чунӗпе асапне йӑлтах ӑнланнӑ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӗнтӗ Алендеевӑн та, сарлака ҫӑварне кранк! кранк! кранклатакан шур курак пек карса, сехре сиктернӗ, шуйттанӑнни пек вутлӑ симӗс куҫӗпе «Сталина» тӑрӑннӑскерӗн, ҫан-ҫурӑмӗ ҫийӗн сивӗ чупса иртрӗ, ҫӳҫӗ йӑшӑлл! ҫӗкленчӗ, вирелле тӑчӗ, пичӗ шурсах кайрӗ, юн тарнӑ, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗн сӗмӗ сӑрхӑннӑ тути йӳҫекен шурлӑх пек хӑмпӑланкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

«Ку ахаль дата ҫеҫ мар, ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн мӗн чухлӗ тӳссе ирттерни ҫинчен шухӑша каймалли сӑлтав. Ӳсекен ӑру пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесен паттӑрлӑхӗпе мӑнаҫлантӑр, пуласлӑхшӑн яваплӑха туйтӑр. Халӗ, ҫӗршыв каллех тӑшманпа кӗрешнӗ чухне, эпир пӗрле пулни, пӗрлехи вӑйпа Ҫӗнтерӗве ҫывхартни пӗлтерӗшлӗ», - палӑртнӑ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

2025 ҫул - Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗ // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/51649-2025 ... h-cultal-k

Ку «лайӑх вырӑнсен» шутне «дворянин ҫеҫ тӗрӗс ҫырма пултарать» тени, Меджи йытӑ орден ҫинчен ҫырни, вӑл камер-юнкера Трезор йытӑпа танлаштарни, «аслӑ чиновниксем», «патриотсем» «укҫа тесен, ашшӗне те, амӑшне те, турра та сутса яраҫҫӗ, чысшӑн ҫунакансем, Христоса сутакансем!» тени, «государь император» ятне асӑнни тата ытти те кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Ҫураҫнӑ хӗрӗ валли Зима хули таран ҫӳресе туй пӗркенчӗкӗ тупса парайманни те тин ҫеҫ юсавран тухнӑ грузовикӗ, мӑшкӑлланӑн, вӑрман варринче чарӑнcа ларсан хӑй нимӗн те тума пултарайманни те, тен, Кӗҫение шатӑр юратупа савнӑран, сунарҫӑсен пӳртӗнчех хӑйне айванла, ачапчалла тытни те, ӑна сисӗни-сисӗнми тӑвӑнтарса-ӳпкевлетсе тӑрать.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑн пек тӗлпулусем питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем студентсене ӗҫ паракансен сӗнӗвӗсем ҫинчен информаципе тивӗҫтерме май параҫҫӗ, ӗҫ тытӑмӗпе те, условийӗсемпе те, ҫавӑн пекех вӗсен пулас профессийӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен тӳррӗнех пӗлме май параҫҫӗ тата вӗсене малашнехи ӗҫе вырнаҫас ыйтӑва татса парассине шанма май параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Колледж студенчӗсем ӗҫ паракансемпе тӗл пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ln-4059584

Унтан, йывӑрах мар кӗлеткине палт сӗклесе илсе, ҫутӑ ӳкмен кӗтеселле талт-талт утса кайрӗ, тахҫантанпах ларма-канма тунӑ кутник сакки патне ҫитсен (Мукуҫ мучи тутарнӑ, ахӑр) — кивӗ кӗрӗк пӑрахнӑ вырӑн ҫине йывӑррӑн лашлатса тӳнчӗ, аншарли ӗҫсе кушӑрханӑ-катрашкаланнӑ тутипе Нинӑн кӑвар пек тӗлкӗшекен чӑп-чӑмӑр тутине хупласа хучӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе Вӑрнарти типӗтнӗ сӗт завочӗн генеральнӑй директорӗн заместительне Ирина Антонюка, Карл Маркс ячӗллӗ кооператив бухгалтерне Зинаида Павлована, «Санары» агрофирмӑн кӗлет заведующине Елена Петрована, Тавӗпе Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн аппаратчикне Татьяна Краснована чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Кооператив членӗсен умӗнчи 2023 ҫулхи тӗллевсем те паллӑ: ҫӗр пулӑхне лайӑхлатса пынине, агротехника требованийӗсене ҫирӗп пурнӑҫласа пынине кура кашни гектартан 34 центнертан кая мар тыр-пул пухса кӗртмелле, выльӑхсен хисепне сыхласа хӑвармалла тата вӗсен продуктивлӑхне ӳстермелле, пурӗ 217 тонна аш-какай, 2308 тонна сӗт туса илмелле.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Шӑртне чӑнк! ҫӗкленӗ анчӑк, хӑрр! хӑрр! хӑрлаттара-хӑрлаттара, ӗнтӗ ӑҫтиҫука, хура ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр путланнӑ кукӑр ала, хӑвалама пӑрахрӗ, пашка-пашка, чарӑнса тӑчӗ, унтан алхапӑл ман кӗпе патнелле ыткӑнчӗ, кӗпене шӑлӗсемпе ҫаклатса илчӗ, вара, пуҫне ыраш хушшинчен уй хӗррине тухса тӑнӑ тырккас пек ҫӗклесе, ман еннелле мӑкӑл-мӑкӑл хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Конференци ӗҫне Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн — вӗренӳ уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Митюков хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсем те ӑсталӑха туптаҫҫӗ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bf%d1%82/

Тамара ун ҫине самай ӑмсанса пӑхрӗ: пӑх-халӗ ӑна, упӑшкине витӗр курма, тӗрӗс хаклама пултарать, упӑшки ҫапларахшӑн пӗртте кулянмасть, ҫакна вӑл хӑйне ирӗклӗн тыткаламалли сӑлтав тесе ҫеҫ шутлать, тӗрӗсрех каласан, пулас ҫылӑхӗсемшӗн халех тӳрре тухни ку; Рена малтанхинчен те хитререх пек, тен, ҫӗнӗ юрату ҫулӑмӗ ӑна ҫамрӑклатса ячӗ?

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Алендеев кӗтмен-туман ҫӗртен хӑйне тӗрӗслӗх, чӑнни «тапкӑ-ҫупкӑласа илнӗн» туйса, арҫыннӑн пат татса каланӑ сӑмахӗсене ниепле те хуравлама пӗлмесӗр, килпетсӗр елпӗрсе, ҫынсене суя кулӑпа куҫ пӑвасшӑн пулчӗ, урисем айӗнче вут тивсе кайнӑ пек тӑп-тап пускаласа, апла-капла хускалкаласа илчӗ, питне йытпырши чечекӗн кӗренӗ пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Халӗ пултаруллисене пиҫмен пашалусем эшкерӗпе сиксе ларса хӗсни-туллани курӑнмасть пек, анчах чӑваш ҫыравҫисем паян - хивре самант тӑван чӗлхе вӗрентӗвӗ ҫинчен калаҫма хытӑ хистенӗ чухне - чӑваш чӗлхине, халӑх малашлӑхне хӳтӗлесе сӑмах чӗнейменни вӗсем Иван Егоров ҫырса кӑтартнӑ шайран ҫӳле хӑпарайманнине уҫса парать пулӗ тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Мӑран пулнӑшӑн килӗштермест ӑна Вихтӗр, хуни-тиенине чӑхӑмламасӑр туртнӑшӑн юратать; ялтан тухса кайнӑ чух апла-капла турткаланнӑшӑн килӗштермест те — килелле юрттине чакармасӑр таврӑннӑшӑн юратать; калаҫма ҫук Мишкӑпа — кӑмӑлсӑрланать ача, ҫапах та хӑш-пӗр пулӑмсене выльӑх хӑйӗнчен те ытларах ӑнланнине туять, ҫавӑншӑн юратать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Акӑ вӑл вырӑнӗ ҫинчен асӑрханса тӑчӗ, кӗсйинчи электрохунарне тытса пӑхрӗ, пӗр сасӑ тумасӑр ерипен картишне тухрӗ, подвал алӑкӗн ҫӑрине уҫса кӗчӗ, шалтан ҫаклатса, хунарӗпе ҫутатрӗ, алӑк хыҫӗнчи тимӗр кӗреҫене илчӗ те тӗрлӗрен пичкесемпе ещӗксем хушшипе хӗсӗнсе, малалла иртрӗ, тепӗр енчи кӗтесе ҫитсен, чӗркуҫҫи ҫине кукленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫур ӗмӗр юбилейпе муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, финанс пайӗн начальникӗ Светлана Чернова, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Рябинина, Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, спорт ветеранӗсем тата ытти сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ ҫулӗ такӑр пултӑр // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51947-cit- ... r-pult-r-2

Чи малтанах ашшӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ Ӗҫ ветеранӗ: «Аттене 1942 ҫулхи март уйӑхӗнче ҫара илсе кайрӗҫ. Малтанах вӗсене Канашра ҫар ӗҫӗсене вӗрентнӗ. Унтан чӑваш каччисене пуйӑс ҫине лартса вӑрҫа илсе кайнӑ. Смоленск облаҫӗнче пуйӑса фашистсен самолечӗсем тапӑннӑ, бомбӑсем пӑрахнӑ. Пӗр чӑваш каччи те чӗрӗ юлайман», – терӗ хурлӑхлӑн.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех