Кӗскисем
Хӗрсем юрра пикенчӗҫ — Катюша ҫинчен те, пӗччен хурланса ларан пилеш ҫинчен те, вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт ҫинчен те, чӗнтӗрлӗ кӗпер ҫинчен те, анаталла урам ҫинчен те юрларӗҫ, хальхи вӑрҫӑ юррисене те манса хӑвармарӗҫ, темшӗн тата хурланса макӑрчӗҫ, унтан хаваслӑ халӑх юррисене чӑрсӑрланса юрларӗҫ, вара каллех ташлама тухрӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Раҫҫей коопераци университечӗн Шупашкарти коопераци институчӗн /филиалӗн/ юридици факультечӗн деканӗ, юридици наукисен кандидачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн III класлӑ патшалӑх чӑн советникӗ Михаил Тимофеев доцент хӑйӗн докладӗнче хӑватлӑ Раҫҫей патшалӑхӗн XXI ӗмӗрти цивилизацин наука парадигминчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшне уҫӑмлатнӑ.
Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Пусма картлашкисемпе улӑхнӑ пек, анчах урана ураран ирттереймесӗр, хашка-хашка, пашка-пашка, вӑштӑр-вӑштӑр, чӑш-чаш авӑнакан чӑтлӑх хӑва, ҫӳҫе вуллисемпе тураттисенчен ҫакланкаласа-туртӑнкаласа, йӑтӑнакан ҫыранӑн ҫуррине хӑпарса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сасартӑк сылтӑм алӑри ҫатрака турат хӑйӗн амӑш вуллинчен чашш! чӗрӗлчӗ те кайрӗ!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл кавир ҫинче хастар кӗрешнӗ, СССР чемпионачӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ, СССР спорт маҫтерӗн ятне тивӗҫнӗ, Регионсем хушшинчи ирӗклӗ майпа кӗрешекен ҫамрӑксен турнирне Ульяновск, Самар, Оренбург облаҫӗсенчен, Мордва, Тутарстан, Дагестан, Чӑваш Республикисенчен, ҫавӑн пекех Удмуртпа Казахстанран 300 ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Чемпион пиҫиххине тивӗҫнӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51569-chem ... ine-tiv-cn
Чӑн та, писатель тӑпрапа чул витнӗ сӗм аваллӑха та чӗртсе тӑратма пултарать-и, халь пире ӗмӗтре кӑна курӑнакан пуласлӑха та ҫывӑха, куҫ умне илсе килме ӑспа ӑсталӑх ҫитерет-и — вӑл пурпӗрех ун чухне те хӑй вӑхӑтӗнчи пурнӑҫпа, ҫав саманари ҫынсен шухӑшӗ-ӗмӗчӗсемпе пурӑнать, пӗр сӑмахпа каласан — хӑй вӑхӑтӗнчи сывлӑша сывлать.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Стариксем курчӗҫ, лутрарах кӑна, анчах пӗвӗпе тӗреклӗ тутар ачи, Садыков, ушкӑн варрине тухса пиҫиххине тӳрлетсе илчӗ, шӑмшакӗпе сатуррӑн ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, вара, нӳрлӗ хӑйӑра тӗшӗрсе, ҫынсен умӗпе хӑвӑрт-хӑвӑрт утса ҫаврӑнчӗ, ҫавӑнтах купӑсҫӑ умне чарӑнса пӗр-икӗ хутчен урипе ҫӗр ҫине тапрӗ те кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнма пикенчӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хисеплӗ ватӑсене ӑшӑ сӑмахсемпе Тӑвай муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Олег Ломоносов, Тушкил территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Трофимов, Кӗтеснерти территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене туса пыраканӗ Елена Терентьева тав туса, ырӑ сунса саламларӗҫ, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн Тав сӑмахӗ ҫырнӑ открыткине пачӗҫ.
Ҫӗр ҫулти йӗкӗрешсем // Анатолий ИВАНОВ. http://gazeta1931.ru/urmary/13727-c-r-cu ... -k-reshsem
Тим хурсах, тар тӑксах, пайтахчен ӗҫлерӗ вӑл, анчах ял ҫыннисем, вӗсенчен Трофим ятлӑ ентешӗ ҫинчен ыйтсан, е куҫӗсене тӗлӗнӳллӗн, пӗлмӗшшӗн ҫивӗчлетсе, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелерӗҫ, е пуҫӗсене суллакаласа аллисене саркаласа илчӗҫ, ку ята этем ҫумне ҫеҫ «таччӑн ҫыхса», ҫилӗмлесе, пуҫа ҫавӑрттарма, юмӑҫлама та пулин ӳркенчӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Куҫӗпе курмасан та, ҫак вӑхӑтра урамра мӗн пулса иртнине чунӗпе лайӑх туять ҫамрӑк хан: Казанкӑпа Булак еннелле ӗнтӗ халь пур ҫӗртен те шыв юххисем кӗрлесе анаҫҫӗ, хуралтӑсемпе йывӑҫсем хушшинче унта та кунта шӑнкӑрчсем пӑр та пӑр-р! вӗҫсе иртеҫҫӗ, посадра кашни кил умӗнче ҫынсем шыв валли ҫул уҫса канав чаваҫҫӗ, пӑр катаҫҫӗ.
11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шупка кӗрен хӗвелӗ те, ураланнӑскер, икӗ хӑлхаллӑскер, анӑҫалла ҫул картнӑскер, сайран-сайран «ача вӑййи» те вылять: час-часах капмар, ҫӑмламас юр пӗлӗчӗсем («кӗрӗк арки») хыҫне кӑлтӑркӑлтӑр кусса-кусӑнса пытанкалать, унтан, пӗлӗт уҫҫине йӑрр! юхса тухса, хи-хи-хик пит-куҫлӑн йӑл-ял ҫутӑлса илет те каллех йӑкӑшт йӑмса ҫухалать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Точка куҫакан ҫавракӑш радиусне R саспаллипе паллӑ тусан, точка ҫавракӑш тӑрӑх пӗртикӗс куҫса пынин хӑвӑртлӑхне, урӑхла каласан, линилле хӑвӑртлӑхне, ҫапла майпа шутласа кӑларма пулать: пӗрре ҫавӑрӑнса илме кирлӗ вӑхӑтра точка ҫавракӑш ҫырса ҫавӑрӑнать, унӑн вӑрӑмӑшӗ 2πR пулать, ҫавӑнтан ӗнтӗ линилле хӑвӑртлӑх ҫапла пулать:
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Кунта сасӑсен пулӑвне тӗрӗс ӑнланманни сисӗнет: «небные» тени чӗлхе пӗтӗм ҫӑвар маччине перӗннине мар, чӗлхе тӳрчӗн вӑтам пайӗ ҫӑвар маччин вӑтам пайӗ еннелле ҫӗкленнине кӑна пӗлтерет; ун пек хупӑ сасӑсем яланах ҫемҫе пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене вырӑс фонетикинче тепӗр майлӑ «мягкие согласные» е «палатальные согласные» теҫҫӗ.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Чӑваш Республикин тӗп хулинче - шурӑ Шупашкарӑмӑрта - тӑван чӗлхепе тухса тӑракан «Тӑван Атӑл» журнала 2017 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче илсе тӑрас, вулас, эппин унпа малашне те туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну тытас, пӗтӗм Чӑваш тӗнчин (ҫав шутра чӑн малтан литература, культура тата ӳнер пулӗҫ паллах) хыпарӗсене пӗлес текенсен йышӗ самаях ӳсрӗ.
«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20
Вӑл хӑй пурӑнакан салари хыпарсене кӑна мар, кӳршӗллӗ ялсенче юлашки вӑхӑтра мӗн-мӗн пулса иртнине те пӗлет: кам качча тухнӑ е авланнӑ, камӑн упӑшки ют арҫын арӑмӗпе «тӗл пулать», камсем мӗншӗн ҫапӑҫнӑ, кам арӑмӗ упӑшки хӗненӗрен ҫӗрле кӳршисем патне тухса тарнӑ, Тури ялти Хыҫалкас урамӗнчи Хветие мӗншӗн арӑмӗ пӑрахса кайнӑ…
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Вӑл, шӑмарса, чӑваш сӑмахӗсемпе вырӑссенне хутӑш авӑртса, татах тем хыттине ӑшне тавӑрсах силлесшӗнччӗ, анчах анкӑ-минкӗленнӗ ӑс-тӑн кустӑрми нимӗн пӳтлине те сӑптӑраймасӑр, пушшӑн ҫеҫ ҫаврӑннине пула, арӑш-пирӗшленсе, уни-куни уҫӑмсӑррине ҫеҫ ӗнӗрлеме пуҫларӗ, пылран та тутли те пуҫне чул катрамӗпе пусарсах суптӑркаттарчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Енчен те таҫта инҫетре пӗр питӗ пуян та питӗ ватӑ мандарина [китай улпучӗ] пӗр кӑмӑлпа кӑна [кнопка пусса, тӗслӗхрен], юнсӑр, пӳрнепе тӗкӗнмесӗр, Парижран тухмасӑрах вӗлерме май пулнӑ пулсан тата унӑн пуянлӑхне хӑвна илме пултарсан, ҫавна никам та пӗлмест, ҫавӑншӑн нихҫан никам та айӑплаймасть пулсан — ҫапла тунӑ пулӑттӑр-и?»
Мандаринне вӗлернӗ пулӑттӑр-и? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1316
Больницӑна вӑрӑсем кӗрсе кайни ҫинчен пӗлтерсенех, вӑл хӑйӗнпе пӗрле дежурнӑй помощникне Яковлев сержанта тата комсомол хула комитечӗ ҫумӗнчи оперативлӑ группа членне Кузнецова (ку группа членӗсем час-часах милицире дежурствӑра пулаҫҫӗ) илнӗ те, часрах машина ҫине ларса, тепӗр пилӗк-ултӑ минутран больницӑна ыткӑнса ҫитнӗ.
3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
«Горькин художествӑллӑ сӑмахӗ пирӗн революци кун-ҫулне ытти кирек мӗнле писательрен те ытларах тата вӑйлӑрах влияни парса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ пирӗн ҫӗршывра тата пӗтӗм тӗнчери ӗҫҫыннисен куҫӗ умӗнче Горький чӑн-чӑн пролетариллӗ литературӑна, социализмла литературӑна пуҫарса яраканӗ пулса тӑрать те», — тенӗ В. М. Молотов.
Мирпе коммунизмшӑн кӗрешекен аслӑ писатель // Аркадий Ӗҫхӗл. Ялав. — 1951. — № 6. — 4–6 с.
Вӗсенче ачасемпе тата ашшӗ-амӑшӗсемпе тӗлпулусем, мастер-классем, калаҫусем,тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ, интереслӗ ҫынсемпе тӗл пулма, кӗнеке вулама, шашка-шахматла выляма, ҫавӑн пекех хальхи йышши технологисемпе паллашма пулать, психологсемпе, педагогсемпе, медицина ӗҫченӗсемпе, ытти экспертсемпе тӗлпулусем йӗркелӗҫ.
«Ҫемье» наци проекчӗ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12760-ceme-n ... urn-clanat
Черетлӗ утӑ ҫи тапхӑрӗнче пысӑк хастарлӑхпа тимлекен механизаторсем — Анатолий Сорокинпа Николай Герасимов, Сергей Елисеевпа Леонид Сусметов, Владимир Козловпа Рамиль Самигуллин, Алексей Кирилловпа Олег Елисеев, Николай Логиновпа Дмитрий Деомидов тата Николай Палашкин ҫине чӑннипех шанма пулнине кунта лайӑх ӑнланаҫҫӗ…
Шутлӑ кунсенче, пысӑк пахалӑхпа // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... %bf%d0%b0/


