Кӗскисем
Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Республикин пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Казарина, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен уйрӑмӗн начальникӗ Светлана Ульдина, Урмаел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Минзаит Зайнуллин, ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.
Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20
Нумаях пулмасть ҫеҫ Патӑрьел муниципалитет округӗнче Чӑваш Республикинчи гражданла хӳтӗлев тата чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин тата Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Республикинчи - Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн тата «Чӑваш Республикинчи Муниципалитет пӗрлӗхӗсен канашӗ» ассоциацин вырӑна тухса йӗркеленӗ пӗрлехи ларӑвӗ иртрӗ.
Ачалӑхри пушар профессие суйласа илме пулӑшнӑ // Юлия ИВАНОВА ("Ҫамрӑксен хаҫачӗ", №18). https://avangard-21.ru/gazeta/54082-acha ... me-pul-shn
Ҫитсен, малтанах васкамасӑр чӗркуҫленчӗ, унтан хырӑмӗ ҫине аллисемпе тӗрӗнкелесе выртрӗ те лӗм, ҫурма пӑтранчӑк шыва шӑлӗ витӗр сӑрхӑнтарса, ҫӑвара лекекен ҫӗрӗк курӑк-марӑк тымарӗсене, планктонсене суркаласа пӑрахса, пӗр-ик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт ланкӑртаттарчӗ, кӑхлатса илчӗ, вара ӑшне кантараймасӑрах ури ҫине тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ял шкулӗнчи чи лайӑх хаҫат» номинацинче Г.Е. Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта тухса тӑракан «Голос школы» хаҫат (руководителӗ Е.Ларионова) ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ, Пысӑк Енккассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти «Перекресток» хаҫат (руководителӗ А.Григорьева) III степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Шкул хаҫачӗ те кӑлараҫҫӗ, конкурссегне те ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9347-pallash ... r-20-05-22
Халӑх влаҫӗн пӗрлехи тытӑмӗн тӗллевне Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене паянхи пурнӑҫӑн мӗнпур стандарчӗпе тивӗҫтерессинче курать - «ҫав стандартсемпе кашниех усӑ курайтӑр, вӗсем паха пулччӑр, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерччӗр, ҫын ӑҫта - пысӑк хулара е пӗчӗк ялта - пурӑннине пӑхмасӑр пурнӑҫ процесӗсемпе килӗшсе тӑччӑр».
ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen
Ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӑснӑ 722 самант палӑртнӑ; 90-шӗ - хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑсни; 82-шӗ - ҫул паллисем, разметкӑсем ыйтнине пӑхӑнманни; 38-шӗ - ҫуран ҫынсене ҫул пама ыйтнине пурнӑҫламанни; 28-шӗ - пассажир-ачасене турттармалли правилӑсене пӑсни; 28-шӗ - ҫуран ҫын ҫул-йӗр правилисен требованисене пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ.
Пушкӑртра 25 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3763271
«Кӗтӳ кӗтеттӗмӗр, сурӑх какайне Канаш хулине кайса сутаттӑмӑр. Каярах чӑх витине хута ячӗҫ, 5 пин чӑх чӗппи туянчӗҫ. Пире, виҫӗ ҫынна, вӗсене пӑхма шанчӗҫ. 5 пинрен 460-шӗ ҫеҫ чакрӗҫ. Пит маттур ӗҫлеттӗмӗр, ытти колхозсенчен пирӗн опытпа паллашма килетчӗҫ. Мастер-животновод пулма Вӑрнар районне вӗренме ячӗҫ…» — аса илет вӑл.
Анне ӑшши // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %88%d0%b8/
Завьялова вӑл хӑй ҫак Горький урамӗ тӑрӑх, халь ҫӗмӗрсе тӑкнӑ е ӑҫта та пулин шаларах, кил хушшинелле шутарса лартнӑ ҫуртсем тӗлӗпе утса пынӑ пек, иртнӗ пурнӑҫри пӗр-пӗр хӗр ӑна тепӗр кӗтесре кӗтсе тӑнӑ пек туйӑнчӗ, — хӗрӗ вӑтӑрмӗш ҫулсенчи ытти нумай хӗрсем тӑхӑннӑ йышши беретпа, ун чухне модӑра пулнӑ ансӑр, вӑрӑм юбкӑпа.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ялсене тухса ҫӳренӗ чух ҫынсемпе йӗркеллӗ калаҫ, хӑвна сӑпайлӑ тыт, ваттисене ан кӳрентер, ҫамрӑксемпе ҫепӗҫ пулма тӑрӑш, шалӑпсене лайӑх тӗрӗсле, эрех хыҫҫӑн ан кай, аслисем каланине пурне те итле — пурнӑҫла, ан тавлаш, пӗр-пӗр ыйтӑва татса панӑ чух йӑнӑш тусан — хӑв ҫине ил, ман ҫине ан йӑвантар, — каланӑҫемӗн калать ҫак.
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхри кӑтартусем тӑрӑх, «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» АО (гендиректорӗ - Николай Аливанов) пӗрремӗш, Карл Маркс ячӗллӗ кооператив (председателӗ - Валерий Шумилов) иккӗмӗш, «Мураты» предприятипе (гендиректорӗ - Геннадий Спиридонов) «Янгорчино» хуҫалӑх (ертӳҫи - Геннадий Романов) виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ.
Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene
Чи малтанах Элӗк округӗн пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ Светлана Васильева, Элӗк вӑтам шкулӗн директорӗ – Элӗк муниципаллӑ округӗнчи депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Владислав Волков, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен Союзӗн Элӗк округӗнчи уйрӑмӗн председателӗ Ольга Алексеева кьюар-кодпа усӑ курса пухмӑча укҫа-тенкӗ хыврӗҫ.
Пӗрремӗш пулмалла! Пӗрле пулмалла! // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/perremesh-pulmall ... alla!.html
Кӗркуҫ, паҫӑрхи пекех, хӑйӗн пӗтӗмпех пӑсӑлса пӗтнӗ, ним ӗҫ тума паман «неврисемпе психки» ҫинчен сӳпӗлтетме пуҫланӑччӗ, анчах Петр Ларионыч ӑна калаҫма чарчӗ те: — Тӳрех кала-ха, ик-виҫ сӑмахпа: ҫын пулатӑн-и эсӗ е ҫук-и? Е сана ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре илсе кайса ӗҫлеттермелле-и? — тесе ыйтрӗ; куҫӗсене хаярлатса, хушса хучӗ:
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Енчен ҫынна инкек хӑваласа килнӗ пулсассӑн, паллах, вӑл пушӑ алпа пыма пултараймасть, мӗншӗн тесен кирек мӗнле киремете те парнепе чӳк тумалла, мӗншӗн тесен, Сахвине сӑмахӗсемпе каласан, пӳлӗхҫӗ хытӑ ҫынсене юратмасть, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫармасть, турӑ вӑл ҫынсене вӗсен кӑмӑлне кура, тараватлӑхне кура ырлӑх ярса парать.
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах япала тайӑлса хӑйӗн чи ҫӳллӗ положенинчен иртсен, япала йывӑрӑшӗ ӑна равновеси положенине каялла тавӑрма пултараймасть, мӗншӗн тесен ҫакна тумашкӑн япалан йывӑрӑш центрне чи ҫӳллӗ положени урлӑ каҫармалла пулнӑ пулӗччӗ; ҫак вӑхӑтрах унӑн йывӑрӑшӗ йывӑрӑш центрне ҫаплах аялалла антарса пырать те, япала вара ӳкет.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Районӑн экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсемпе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев республика Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — йӗркелӳпе кадрсен, право енӗпе тивӗҫтерессин тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Лилия Тарасова паллаштарчӗ.
Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28
Хальхи вӑхӑтри ялхуҫалӑхӗн нумай отрасллӗ кӑткӑс тытӑмне шута илсе, кунта та ҫӗрӗҫӗпе агрономи, выльӑх ӗрчетес ӗҫпе зоотехника тата ветеринари, пахчаҫимӗҫпе сад тата хӑмла ӗҫӗ, хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫ, механизаципе мелиораци, учетпа финанс тата экономика терминӗсене уйрӑмшарӑн ушкӑнласа йӗркелес ыйту ҫивӗч тухса тӑрать.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ хастарпа, Европа шайӗнче ирттернӗ самбо спорчӗн ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫипе Олег Ивановпа пӗрле Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Каҫал енри 1-мӗш шкулта ӑс пухакансемпе тӗл пулӑ, вӗсемпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ, «паттӑрлӑх» сӑмахӑн ӑнлавне, унӑн пӗлтерӗшӗ паянхи пурнӑҫ таппинче пысӑк вырӑн йышӑнни пирки сӳтсе явнӑ.
«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah
Ҫакна та пӗрре ҫеҫ мар асӑрханӑ: вырӑс патшинчен хан ятне илсе, аслӑ князь «шӑллӗ» пулса Хусана килнӗ чухне ҫав тери хаваслӑ вӑл, вӗҫӗмсӗр шӳт тума юратать, хан ятне ҫухатса Мускава патшасен хӳттине каялла таврӑннӑ чухне нӑйкӑш этем кӑна, аллах ҫак ҫут тӗнчере хӑйне телей паманшӑн тулашса та пӑшӑрханса пыракан мӗскӗн ҫын.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӗсене саламлама Элӗк муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Людмила Ильина, Элӗк больницин тӗп врачӗ Татьяна Федорова, Ураскилт чиркӗвӗн настоятелӗ Александр Егоров протоиерей, «Чувашия-Мед» страхлав компанийӗн ертсе пыракан специалисчӗ Алина Кавказова, Елена Трифонова врач-гинеколог килсе ҫитрӗҫ.
Хӗрарӑм пурнӑҫ парнелет... Унран пахи мӗн пултӑр? // М.Михайлова. http://alikovopress.ru/xeraram-purnac-pa ... ultar.html
Ҫар ҫыннисемпе ҫар техники марш кӗввипе Шупашкар халӑхӗпе хӑнасен умӗпе иртнипе пӗрлех унта кадет класӗсенче вӗренекен ҫамрӑк параппанҫӑсем, истори реконструкцийӗн клубӗн хастарӗсем, «Крестовоздвижени» станцийӗн казакӗсем тата вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗ, «Русский егерь» ҫар историйӗн клубӗ хутшӑнаҫҫӗ.
Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№


