Кӗскисем
Пур те пӗр чӗлхепе, пӗр кӑмӑлтан патшасен Патшине, пуҫлӑхсен Пуҫлӑхне йӑлӑнар: Вӑл пире тӑшмана часрах ҫӗнтерме патӑр, Хӑйӗн хӑватлӑ вӑйӗпе ҫак юн тӑкӑннине, халӑхсем вӑрҫнине пӗтертӗр, пирӗн ҫӗре канӑҫлӑх, ырӑ кун-ҫул ятӑр, пирӗн Ӑна чӗререн тав туса, Унӑн таса ятне яланах мухтаса юрламалла пултӑр, халӗ те, кирек хӑҫан та ӗмӗр ӗмӗрех.
Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.
Законӑн тӑваттӑмӗш статйинче кӑтартнӑ чарусемсӗр пуҫне (экстремизмпа терроризм шухӑшӗсене саракан, преступлени тума вӗрентекен, ҫын сывлӑхне витӗм кӳрекен, патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса паракан, наркотик хатӗрлеме е сутма хистекен статьясене кун ҫути пама юрамасть) пурнӑҫри ытти ҫитменлӗхсем пирки уҫҫӑнах сӑмах хускатма юрать.
Вырӑнти пичет кӑларӑмӗшӗн савӑнатӑп // Альбина НИКИТИНА. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... savanatap/
Текех чунне хытарса ҫитереймерӗ Наттал — сассӑр йӗрсе ячӗ, ача ҫӳҫне куҫҫульпе шӑварчӗ; Сантӑр хӗрарӑм макӑрнишӗн шалтах тӗлӗнчӗ: ырӑран ырӑ ҫын вӑл, ахаль-тен-и ик-виҫ кунтах ҫав тери ҫывӑх ҫын пулса тӑчӗ, анчах мӗншӗн-ха ҫакнашкал ырӑ этемӗн те куҫҫуль кӑларма тивет, инкек-и унӑн та, кӳрентерсе хӑварчӗ-и ӑна тахӑшӗ, ыратать-и темӗн?..
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
В. Н. Любимов ҫак ятсене кӑтартнӑ: Казаков С. Н., Сисилинсем А. В. тата М. А. (ашшӗпе ывӑлӗ), Климин С. С, Бормоткин Я. С., Земсков А. А. Ленӑри забастовкӑна пусарнӑ хыҫҫӑн ӗҫе пӑрахса яла таврӑннӑ Улатӑр енчи рабочисем ҫинчен ун чухне большевиксен нумай пулмасть тухма пуҫланӑ «Правда» хаҫачӗ 1912 ҫулхи сентябрӗн 7-мӗшӗнче (100 №) ҫапла пӗлтернӗ:
Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.
«Вӗсене эпӗ пурне те Маша тесе чӗнетӗп. Пур лаша та маншӑн – Маша. Вӗҫӗмех ҫапла пулнӑ. Фермӑра лаша яланах пулнӑ, килте те пӗрех тытнӑ. Мана чӗлхесӗр янавар умӗнче тиха выляса пыни те кӑмӑла килет. Сакӑр теҫетке ҫула хыҫа хӑвартӑм пулин те паянхи кунчченех ут утланса ҫӳретӗп-ха. Хамӑн юлташ пекех шутлатӑп ӑна», — тӗлӗнтерчӗ кил хуҫи.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Урапа кустӑрмисем ҫӑра тикӗт сӗрнипе ҫемҫен лӑканса кусни, хир шӑрчӑкӗсем пуҫ урлах сике-сике каҫса пӗр чарӑнмасӑр чӑрӑлтатни, лашасем хыҫран юлма пӗлмен пӑвансене хӳрисемпе ҫапкаласа, урисемпе тапкалашса хӑвалама тӑрӑшни, хир тӑршшӗпе ӑрша выляни унталла-кунталла сулланса ларакан ачасене йӑлӑхтарать, ывӑнтарать, куҫа хуптарать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗсен халӗ виҫӗ хӗрӗ студент: асли Алиса Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче иккӗмӗш курс пӗтерет, Наташа – пулас журналист, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗрремӗш курсра вӗренет, Анжелика Лениногорскри педагогика училищин музыка уйрӑмӗнче пӗлӳ пухать, Оля шкулта улттӑмӗш, Настя виҫҫӗмӗш класс пӗтереҫҫӗ.
«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Тӳпе янкӑр, анчах хӗвел курӑнмасть: вӑл те кун каҫа ҫӗр ҫине вӗри те йӑлтӑр ылтӑн сапалас акара тӗрмешсе халран кайса паҫӑрах анӑҫри тӗнче хӗрри хыҫне тарӑнах тӗшӗрӗлсе-йӑванса аннӑ (пӗлӗте унран хӗрхелтӗм ҫутӑ ҫапмасть), те ҫӗнӗ кун хыпарҫиленме хатӗрленсе, тӳпене тухӑҫран, ката хӗрри хыҫӗнчен, кӑвак ҫутӑ ӳкерсе, сенкерлетсе тӑрать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Манран аслӑрах Толик Матвеев, хамӑр йышра чи ӑслӑ ача, пире ҫапла ӑс пачӗ: «Атя партизансем йывӑҫ ҫине нимӗҫсене мӗнле ҫакнӑ, ҫырмара пӗр ватӑ йӑмра ҫине кушака ҫавӑн пек тытса ҫакатпӑр. Йӑмра айӗнче самаях тарӑн шыв кӳлленчӗкӗ пур, кайран ҫавӑнта пӑрахатпӑр ӑна. Кушаксем шыва юратмаҫҫӗ, ӑнланса илет вара хӑяр ҫиме юраманнине», — тет.
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Татах упӑшкине тӗмсӗлсе пӑхса тӑркаларӗ, унтан, халсӑррӑн кӗвентеленсе, ӑна тутипе ҫамкинчен ҫемҫен, вӑрӑммӑн тӗкӗнсе илчӗ, вара, чӑматанне йӑтса, васкамасӑр, куҫҫульне пӗчӗк тутӑрпа типӗткелесе, тӑн-тан юхӑнса килхушшине, унтан, тӗнкӗлтеткелесе, урама тухрӗ те укӑлча патнелле, Шӑмӑршӑпа Канаша ҫыхӑнтаракан мӑн ҫул еннелле сӗнкрӗ…
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Тахҫан араб чӗлхинчен «пит» пӗлтерӗшпе кӗнӗ сӑпат сӑмах, XX ӗмӗр тӗлне манӑҫа туха пуҫланӑскер, сӑн-сӑпат мӑшӑр сӑмах составӗнче кӑна тытӑнса юлнӑччӗ, ҫак сӑмах 20-мӗш ҫулсенче эпӗ — эпир, эсӗ — эсир, вӑл — вӗсем местоименисен грамматика категорине кӑтартакан терминӗн пӗлтерӗшне йышӑнчӗ: пӗрремӗш сӑпат, иккӗмӗш сӑпат, виҫҫӗмӗш сӑпат.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Министр ку енӗпе пӗтӗмпех йӗркеллине, диплом илнӗ ҫамрӑксем медучрежденисене кайнин проценчӗ пысӑккине ҫирӗплетрӗ-ха, ҫаапах Олег Алексеевич ыйтӑва куҫран вӗҫертме юраманни пирки пусӑм тусах асӑрхаттарчӗ: «Кӑҫал тата 41 ФАП тӑватпӑр. Анчах ҫав ҫуртсем хӑйсем кӑна нимӗн те памӗҫ — вӗсене ӑста тата пӗлӳллӗ кадрсемпе тивӗҫтермелле».
Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak
Ҫавна май Михаил Иванович сӗт хакне, тӗслӗхрен, 30 е ытларах тенкӗрен йӳнетме чарасси ҫинчен калакан ятарлӑ саккун йышӑнма ҫук-ши тесе Леонид Пронин депутата сӗнӳ пачӗ /ӳкерчӗк ҫинче. Тикашра хальхи ФАП кивӗ, кӑмакапа хутса кӑна ӑшӑтаҫҫӗ, 2025 ҫулта тума палӑртнӑ ҫӗнӗ ФАП строительствине васкатма ҫук-ши тесе те интересленеҫҫӗ тикашсем.
Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen
Ҫӗнӗ поликлиникӑра ҫакӑн пек подразделенисем тума палӑртнӑ: малтан йышӑнмалли тата пӑхса тухмалли пӳлӗмсен ушкӑнӗ, луч (рентген) диагностика пӳлӗмӗсен блокӗ, педиатри тата терапи уйрӑмӗсем, клиникӑпа диагностика лабораторийӗ, сиплевпе диагностика кабинечӗсен блокӗ, тухтӑр-инфекционист йышӑнакан пӳлӗм, хирурги кабинечӗсен блокӗ.
Районта ҫӗнӗ поликлиника пулӗ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d1%80%d0% ... 83%d0%bbe/
Черемисиновӑн пӗтӗм калаҫӑвӗ ҫакӑн пек пулчӗ: кӑҫал ҫулла пулса иртнӗ инкек вырӑссен мӗн пур ӗҫне нумайлӑха пӑсса хӑварма пултарать: илес тесен Хусана каллех кашни ҫул походсем туса хавшатса, вӑйсӑрлатса пымалла пулать: княҫсемпе мӑрсасене вырӑссем майлӑ ҫавӑрас тесе мӗн чухлӗ вӑй хума лекет тата — кам каласа пама пултарать ҫавна?
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ула Тимӗр асӑрхарӗ: Полинапа пӗр класрах, анчах вӑтам вӗреннӗ, усӑк хулпуҫҫиллӗ, вӗшле сӑмсаллӑ, урлӑ хӑлхаллӑ, чавка ҫӑмарти питлӗ, йӑкӑс тумланнӑ янкӑс каччӑ, райпотребсоюз председателӗн ывӑлӗ, Вертихвостов хушаматлӑскер, Полинана тӗлме-тӗл лараканскер, хӗре куҫӗпе ҫакӑнтах салтӑнтарассӑн, лутӑркаса пӑрахассӑн пекех ҫисе ларать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Лена куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ те, ӑшра капланнӑ савӑнӑҫне пытармасӑр, «хут ҫавӑрттаракансене» пурне те «хӑрах чӗресене» ҫемье телейне тупма пулӑшнӑшӑн сӑпайлӑн тав туса, вӗрсе хӑпартнӑ сывлӑш шарӗ пек ҫӑмӑл кӑмӑлпа, мӑшӑрне тупнӑ шуракӑшла «ҫунаттисене сарса» алӑк патнелле мамӑк пек ҫемҫе, ури айӗнче урайне туйман утӑмсем тӗрлерӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пӗтӗмлетӳн юлашки кунӗнче пулас салтаксене муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев, Елчӗкри 44-мӗш номерлӗ пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ Василий Григорьев, Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗнче служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланисен округри пӗрлӗхӗн председателӗ Николай Павлов саламланӑ.
Иккӗшӗнче те — Елчӗксем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b8%d0%b ... %b5%d0%bc/
Туртнӑ май мӗнле шухӑшсен ытамне путаҫҫӗ-ха: - никама пӑхӑнманни тата ӳссе ҫитӗнни, компание кӗме харсӑрланни тата хӑйне ушкӑн ҫынни пек туйни, ӑнӑҫлӑх, хӑтлӑх кӳртни, чунра лӑпкӑлӑх хуҫаланни, шухӑшпа йӗркелесе пыни, хӑвна чӑн-чӑн арҫын пек туйни, мӗнле те пулин ӗҫе вӗҫлени, вӑхӑта ирттерни, хӑвӑн ӑнӑҫлӑхна кӑтартас тени тата ытти те.
Пирус - наркӑмӑш, апла тӑк ан турт // Галина КУЗНЕЦОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51758-piru ... -k-an-turt
Интереслӗ те-ҫке, чӑнах та, юман пек тӗреклӗ, юн пӗрхӗнсе тухас сӑнлӑ ҫын (ларасса та вӑл улӑпла вӑй-хӑвачӗ кӗрлесе каясран асӑрхансах ҫапла хускалмасӑр, аллисемпе чӗркуҫҫийӗсем ҫине тӗревленсе ларнӑн, калаҫасса та ҫавӑнпах хуллен, васкамасӑр калаҫнӑн туйӑнать) тепри кӑмӑл-туйӑм пуянлӑхӗпе ҫепӗҫлӗхне чи мала хурса калаҫнине итлеме.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.


