Кӗскисем
Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн хӑйсен кун-ҫулне шеллемесӗр кӗрешнӗ салтаксен пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтнӑ ҫывӑх ҫыннисем мӑнаҫлӑн акци колоннипе утса иртни, пулас салтаксем - ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗнче вӗренекенсем парада хутшӑнни, Николай Петрова асӑнса йӗркелекен ҫӑмӑл атлетсен Елчӗк урамӗнчи чупӑвӗ, концерт программине хатӗрлеме районти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем анчах мар, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнни уяв ят-сумне тата ӳстернӗн туйӑнчӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Чи малтан вӑл этем кун-ҫулӗн пӗр вӑрттӑнлӑхӗнчен, никам пулӑшмасӑр, хӑй тӗллӗн шыраса тупнӑ вӑрттӑнлӑхран тӗлӗнет: ача ӳснӗҫемӗн ӑсланса пырать, тӗнче, ҫутҫанталӑк ҫинчен, ҫынсем ҫинчен ытларах пӗлекен пулать: эппин, унӑн хӑйне асаплантарнӑ ыйтусем пӗчӗккӗн сахалланмалла пек — ача чухне нумайрах пулмалла тӗлӗнтермӗшсем, каччӑ чухне — кӑшт чакмалла пуль вӗсем, вӑй питти чухне пачах чӑрмантармалла мар, ватӑлса, ӑсланса ҫитсен, пурне те витӗр курса тӑракан пулсан пачах пӗтмелле.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑрнарти 2-мӗш шкулти кӗҫӗн классен учительне Екатерина Аверкинана, Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн цех пуҫлӑхӗн заместительне Алексей Матвеева Вӑрнар район администрацийӗн Хисеп грамотипе, унсӑр пуҫне Хапӑс шкулӗн историпе обществознани учительне Евгения Ефремована, кӗҫӗн классен вӗрентекенне Валентина Крючкована, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти музыка учительне Ольга Косаревана, Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн 180-мӗш цех электромонтерне Дмитрий Матвеева Тавӗпе наградӑланӑ.
Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat
«Мобилизаци йӗркипе ҫынсене чӗнме пуҫласан мана та алла повестка пачӗҫ. Чун-чӗре кӑштах пӑлханчӗ пулин те, ҫухалса каймарӑм. Манӑн ҫар ӗҫӗн хӑнӑхӑвӗ пур. Чӗнеҫҫӗ, шанаҫҫӗ пулсан хирӗҫлеме юрамасть. Эпӗ ытти салтак пекех ҫӗршыва хӳтӗлеме тивӗҫ. Ҫакӑн пек присягӑна эпир ҫар ретӗнче те тытнӑ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тупа тунӑ. Эпӗ мар пулсан кам-ха тесе ыйтрӑм хамран хам. Чун-чӗрене хытарса шухӑшпа хама салтак тумӗ тӑхӑнтартса алла автомат тыттартӑм», – терӗ вӑл иртнӗ вӑхӑта аса илсе.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ. «Эпир ҫӗнтеретпӗр!» // Роза ИЛЛАРИОНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... -nteretp-r
Сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслӑ ҫынсене - ачасемпе ҫамрӑксене, ӗҫ коллективӗсене, спорт ветеранӗсене - Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, унӑн пӗрремӗш заместителӗ Николай Павлов, заместителӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Виктор Павлов, культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗн начальникӗ Александр Краснов, А.Ф. Федоров ячӗллӗ Вӑрмарти спорт шкулӗн директорӗ Сергей Архипов, ӑмӑртусен тӗп судйи Александр Ноздрин спорт уявӗ ячӗпе саламласа ӑмӑртусенче ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Вӑрмар округӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ» чупӑва активлӑ хутшӑнчӗ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12417-v-rmar ... khutsh-nch
«Эпӗ 63 ҫулхи пуҫӑмпа ҫапӑҫу хирне тухса кайнине нумайӑшӗ ӑнланмарӗ, паллах. Пирӗн ӳсӗмри каччӑсем салтак мӗнне пӗлсе ӳснӗ. Эпӗ хам та Германире салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Унтан таврӑнсан Эстонире тинӗс ҫар училищинче вӗрентӗм. Диплом илсен пӗр вӑхӑт мотористра ӗҫлерӗм. Унтанпа пурнӑҫ урапи мана таҫта та илсе ҫитерчӗ. СВО пуҫлансанах унта кайма шухӑшламан. Хамӑр ял каччи, тӑванах вилсен урӑхларах шухӑшлама тытӑнтӑм. Иртнӗ ҫул вӗҫнелле шухӑш тӗвӗленсе ҫитрӗ. «БАРС-1» отряда лекрӗм.
Ҫӗршыв йывӑрлӑхра чух айккинче юлман // Валентина ЯКОВЛЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51024-c-rs ... che-yulman
Унта республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсем, республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫисемпе депутачӗсем, Общество палатин членӗсем, федераллӑ тытӑмсен ертӳҫисем, ветеранӗсем тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем, наципе культура пӗрлешӗвӗсен, йӑлана кӗнӗ тӗн конфессийӗсен, общество организацийӗсен, администраци представителӗсем тата та ытти ҫынсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв чиккисене хӳтӗленӗ салтаксене пуҫ тайса палӑксем умне чӗрӗ чечексем хунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/24/chav ... ahe-oleg-n
Асӑннӑ произведенисемсӗр пуҫне коллектив тата кӑткӑсрах япаласемпе, Бизен «Кармен», Россинин «Севильский цирюльник», Пуччинин «Чио-Чио-Сан» классикӑлла оперисемпе ӗҫлесе пӑхасшӑн, Хамӑрӑн чӑваш произведенийӗсенчен театр портфелӗнче А. Васильев-Асламаспа П. Осиповӑн «Айтар» («Священная дубрава») опери, А. Орлов-Шуҫӑмпа И. Максимов-Кошкинский «Ҫӑлтӑрлӑ ҫул» опери, ҫав авторсеннех «Шупашкарта» оперетти, А. Васильев-Асламаспа Н. Айзманӑн «Хӗвеллӗ кунсем» опери тата ыттисем те пур.
5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Любовь Никифоровӑпа Наталия Федоровна ертсе пыракан уяв композицийӗнче Энтрияль культура ҫуртӗнчи ачасен «Незабудки» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Наталия Александрова), Валентин Кузнецовпа Юрий Романов композиторсем, Энтриялӗнчи чӑваш халӑх инструменчӗсен ансамблӗ (ертӳҫи Александр Никоноров), Раиса Башкирова юрӑҫ, Кӑшнаруй ялӗнчи «Хӗлхем» вокал ушкӑн, Шуркассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Лариса Сергеева хутшӑнчӗҫ.
Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/
Пирӗн районтан форумра Артур Андреев (Вӑтакас Кипеч шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ), Мария Владимирова (директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен муниципалитет кураторӗ), Максим Александров (Ӑвӑспӳрт Кипеч шкул директорӗн вӗрентӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ), Наталия Комиссарова (район администрацийӗн физкультурӑпа спорт секторӗн тӗп эксперт специалисчӗ) тата Вӑтакас Кипеч шкулӗнче вӗренекенсем Ксения Александровӑпа Виталий Спиридонов хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ.
Ҫамрӑксем форума хутшӑннӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/c%d0%b0%d0 ... bd%d0%bda/
«Палламан ҫынсене нихҫан та укҫа ан парӑр. Сире телефонпа хӑвӑр укҫӑрсене упраса хӑварас тӗлӗшпе паллӑ мар счетсем тума кирли ҫинчен калаҫҫӗ пулсан — шансах тӑрӑр - вӗсем ултавҫӑсем. Калаҫма чарӑнӑр та иккӗлентерекен сӗнӳсене ан парӑнӑр. Астӑвӑр, мошенниксем шӑнкӑравланӑ чухне суя номерсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Хӑвӑра тата укҫа-тенкӗре сыхлӑр, палламан ҫынсемпе хутшӑннине асӑрхануллӑ та урӑ хаклӑр, укҫа-тенкӗ ултавӗнчен хӑтӑлма тӑрӑшӑр», - тесе чӗнсе каланӑ граждансене ПР МВД.
Пушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче 12 миллион тенкӗ ытла ҫухатнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... tn-3952300
Н. Г. Чернышевский, романсемпе повеҫсем ҫинчен ҫырнӑ май, колорит пирки ҫакӑн пек каланӑ: «Без местного колорита в обстановке, без национального элемента в действующих лицах никак не могут обходиться настоящие романы, настоящие повести. Без местных красок и без национальных обычаев, мыслей, национальных характеров в действующих лицах нет ни вида реальности — правдоподобия — в действии, ни осязательности в действующих лицах. А без этих условий нельзя обходиться романам, повестям».
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Кӗнекене вырӑсларан куҫарни ҫур ҫухрӑмранах сисӗнет: ун ҫине авланаймарӗ, кӗленче сапунӗ ҫине, такам вулани пирки пилне пырса кӗчӗ, сивӗ ҫирӗпленсех пычӗ, пуҫ ҫаврашкасемпе кайрӗ («голова пошла кругом» пулас), ҫилӗн кашкӑр улавӗ, ҫул вӗҫлевӗ, асап вулавне малалла тӑсрӗ, Ваҫиле ҫултан пӑрӑнас мар тесе мӗнпур вӑйне хучӗ, урисем ҫине тимлӗх уйӑрчӗ, ӗне ҫӑвӗ («услам ҫу» пулӗ) илсе килнӗ, шӑплӑхла выляма пӑрахмастӑн» (вырӑсла кӗнекинче «играть в молчанку»-ши?), «ҫӑкӑр (тырпул!) ӳстерекен»…
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
Унта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн членӗ Вадим Николаев, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ — ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, «Чӑвашрессовпроф» ертӳҫи Анатолий Коршунов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ, «Единая Россия» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.
Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Радиопа телевидени редакцийӗсем колхозсемпе совхозсем ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илессине ӳстермелли резервсемпе усӑ курни, ҫичӗ ҫуллӑхӑн тӑваттӑмӗш ҫулӗнчи ҫуракине тӗплен хатӗрленсе ирттерни, курӑк акмалли уйлӑ системӑна сивлени тата тыр-пул акмалли ҫӗр лаптӑкӗн структурине улӑштарса лайӑхлатни, пирӗн колхозниксем Н, С. Хрущев ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен Мускаври канашлӑвӗнче панӑ кӑтартусене тата мартри Пленум решенийӗсене пурнӑҫлама тытӑнни ҫинчен передачӑсем йӗркеленӗ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
«…чӑваш чӗлхине ҫӗнӗ ӑнлавсене пӗлтерекен ҫӗнӗ сӑмахсене чи малтан чӑваш чӗлхинчен шыраса тулма тӑрӑшмалла, авалхи чӑваш чӗлхинче те ҫав сӑмахсем пулмасан, чӑваш сӑмахӗн тымарӗсенчен ҫӗнӗ сӑмахсем шухӑшласа кӑлармалла, чӑвашла питех те ҫӗнӗ сӑмах кӑларма майӗ пулмасан — вырӑс, тутар, Европа халӑхӗсен сӑмахӗсене, тӗрлӗ интернационаллӑ сӑмахсене йышӑнмалла, <…> пӗр йышӑннӑ ют сӑмах тымарӗнчен чӑваш чӗлхин саккунӗсем хушнӑ таран ҫӗнӗрен тӗрлӗ урӑх сӑмахсем кӑларма тӑрӑшмалла».
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи акӑлчан чӗлхипе вӗрентекен Александр Николаева, Чӗчкен тӗп шкулӗн директор ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Гульназ Гайнулловӑна тата Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классен учительне Гульназ Ямалетдиновӑна ЧР Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотипе, Шурут, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗсенчи кӗҫӗн классен вӗрентекенӗсене Венера Васильевӑпа Светлана Мунтайкинана, «Радуга» ача сачӗн воспитательне Ольга Григорьевӑна министерствӑн Тав ҫырӑвӗпе наградӑларӗҫ.
Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/
«Ҫӗр ҫул тӑршшӗ пирӗн мӑн асаттесем Тӑван ҫӗршывшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ, хӑйсен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе, ҫар паттӑрлӑхӗсемпе, талантпа тата хавхаланупа аслӑ державӑна тунӑ. Эпир вара ҫак ҫирӗп кӑмӑл-сипет ориентирӗсемпе, патриотизм традицийӗсемпе, Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнипе танлашатпӑр. Вӑхӑтсемпе ӑрусен ҫыхӑнӑвне, хамӑрӑн тымарсемпе ҫӑлкуҫсене парӑнса, эпир палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласса, кирек мӗнле йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерсе пырасса шанатӑп», - тенӗ Владимир Путин саламланӑ май.
Владимир Путин Радий Хабирова Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3807412
Федераци тата республика бюджечӗсенчен кӗнӗ укҫа-тенкӗпе поликлиника ҫуртне тӗпрен юсанӑ (сӑмах май ҫӗнетнӗ ҫӗре февраль уйӑхӗнче куҫасшӑн, халиччен пациентсене йышӑнассине больницӑн маларахри ача ҫуратмалли уйрӑмӗнче йӗркелесе пытӑмӑр), Сӑкӑтра врач амбулаторийӗ ҫӗкленӗ, Первомайскинчи врач амбулаторине ҫӗнетнӗ, вертолет анса лармалли лапам тунӑ, территорине тирпей-илем кӗртнӗ, ҫӗнӗ йышши оборудованисем (цифрлӑ икӗ рентген аппаратури, маммограф, компьютерлӑ томограф…) туяннӑ.
Патшалӑх пулӑшӑвӗ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44128-patsh ... v-kur-ml-4
«Нефтекамскран киле ҫырласемпе чӗрӗ хӑяр илсе каятӑп. Май килнӗ таран пахчаҫӑсем патне кӗрсе тухма тӑрӑшатӑп, муниципалитетсенче вӗсем валли суту-илӳ вырӑнӗсем мӗнле йӗркеленине курас тетӗп. Нефтекамскра пурне те тивӗҫлӗ йӗркеленӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ман шутпа, хула пилӗк ҫул каялла кунта пӗрремӗш хут килнӗ чухнехинчен чылай илемлӗрех. Кунта лайӑх, ҫирӗп команда ӗҫлет. Паллах, йывӑрлӑхсем юлаҫҫӗ, анчах пӗрле, пӗрле татса парӑпӑр вӗсене», - тесе ҫырнӑ Радий Хабиров хӑйӗн telegram-каналӗнче.
Радий Хабиров Нефтекамскра сад ӑстисенчен ҫырласемпе чӗрӗ хӑяр илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ln-3853030


