Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

2030 ҫул тӗлне Раҫҫейре пурӑнакан физкультурӑпа тата спортпа туслӑ ҫынсен шутне 70% таран ҫитерес задачӑна пурнӑҫланӑ май Вӑрмар муниципаллӑ округӗн культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗ ӗҫлекен ҫынсене физкультурӑпа спорта явӑҫтарассине, физкультурӑпа спорт клубӗсен ӗҫне йӗркелессине мала хурать.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Сӗтел ҫинче выртакан кире пуканӗ сӗтеле хӑйӗн йывӑрӑшӗпе тан вӑйпа тивет (пусать), ҫавӑнпа сӗтел ҫийӗн форми улшӑнать Форми улшӑннӑ сӗтел хӑми ҫавӑн пысӑкӑш вӑйпах кире пуканне хирӗҫ май тивет, кире пуканӗн йывӑрӑшӗ кире пуканне тивнине танлаштарать (кире пуканӗ сӗтел тӗлӗшӗнчен пӗр хускалмасӑр тӑрать).

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Калас пулать, вӗсем пӗр-пӗринчен ытлашши нимпех те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ, апла пулин те автор повеҫе кӗнеке халлӗн иккӗмӗш хут пичете пама хатӗрленӗ май хӑш-пӗр вырӑнсене улӑштарни, текста чӗлхепе стиль тӗлӗшӗнчен кӑштах якатни, пӗрремӗш кӑларӑмра асӑрхамасӑр янӑ уйрӑм йӑнӑшсене катертни куҫа тӳрех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Ахальтен мар Ҫар академийӗн ҫак ӑста профессорӗ ҫыравҫӑн пилӗк ҫул каярах район тата ҫывӑхри ял поселенийӗсен пуҫлӑхӗсем, шкул директорӗсем, культура работникӗсемпе библиотекарьсем, писательсемпе спортсменсем, тӑванӗсем хутшӑннипе ирттернӗ 90 ҫулхи чаплӑ юбилейне тӗп хуларан килсе кайма ӳркенменччӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Космонавтсен кунне халалласа ирттернӗ мероприятине Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чӑваш Ен Правительствин пайташӗсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, хула ҫыннисем чылайӑн пухӑннӑ, вӗсем Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавт летчиксен палӑкӗсем умне чӗрӗ чечексем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Юнашар ларакан Акпарспа Алттыш Кӑрмӑша, Чулхулана, Воротынскисемпе Шереметевсене, хӑйсен сехрине хӑпартнӑ Лупин княҫа темиҫе хутчен те асӑнчӗҫ, анчах хуҫасӑр, хыҫлӑ тенкелӗ ҫинчен сике-сике тӑрса унта та кунта алтӑр е курка йӑтса каякан Саррисӗр, сӑмах-юмах ҫыпӑҫмарӗ, пуҫланнӑ-пуҫланман сӳнчӗ, пӑчланчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Федераци Канашӗ, РФ Патшалӑх Думи, РФ Ҫутӗҫ министерстви тата Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗ пулӑшнипе «Стратегия будущего» вӗрентӳ проекчӗсен фончӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ҫамрӑксен проекчӗсен конкурсне йӗркелесе ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Историпе ҫырнӑ проектне Мускавра хӳтӗленӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Ҫав вӑхӑтра хӑш-пӗр вак халӑхсем 1959 ҫулхи перепиҫ вӑхӑтӗнче тӑван чӗлхе вырӑнне харпӑр хӑй чӗлхине ҫакӑн чухлӗ кӑтартнӑ: агулсем 99,5%, рутулсем 99,9%, цахурсем 99%, тавасарансем 99,2% (кусем пурте Дагестанра пурӑнаҫҫӗ), белуджисем (Туркменире) 94,9%, ненецсем 85,7%, чукчасем 93,9%, коряксем 90,5%, нанайсем 8б,3%, эскимоссем 84%.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

1963 ҫулта июнь уйӑхӗнче тухнӑ «Ленинец» хаҫат ҫапла пӗлтерет: «100 м чупас, ҫӳллӗшне ҫикес, йӗтре (ядро) тӗртес енӗпе Апашри Зоя Александровӑна ҫитекенни пулмарӗ. Леня Григорьев 100 м, Миша Петров 200 м чупса мала тухрӗҫ. Спортӑн пур енӗпе илсен «Урожай» спорт пӗрлешӗвӗн куҫса ҫӳрекен кубокне Апашсем тивӗҫрӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Шухӑшпа хваттерне те тем тӗрлӗ илемлетсе пӗтернӗ кутемӗн, тем тӗрлӗ илемлӗ ҫипуҫ тӑхӑнса ҫӳресе пӑхнӑ, таҫта никам кайса курман ҫӗршывсенче патвар арҫынсемпе кинори пек якӑлтатса ҫӳрени те пулнӑ, мӗн пытармалли пултӑр, ӑҫта кӑна ҫитмен пуль шухӑшпа, мӗн кӑна туман пуль, пылак вӑл, питӗ пылак, ӗмӗтлӗ шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ пуҫлӑ симӗс ҫӗлен // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 49–86 с.

Калюков тек пӗр самант та тӑхтаса тӑмарӗ, алӑкран пуҫне йӑпӑрт кӑларчӗ те, такамсем кунталла чупса килнине асӑрхаса, ӑна шалт хупса лартрӗ, вара урайӗнчи вӑрттӑн алӑкран чӑмрӗ, пӳрт айӗпе ҫырмана тухсан, пӗр самант ҫеҫ тавралла пӑхса илсе, тӗмсем хушшине мар, айккине, сылтӑмалла сиксе ӳкрӗ, куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ӗҫ кӗнекинче ҫырнӑ должноҫсем: Хӗрлӗ ялавлӑ Туркестан ҫар округӗн оперативлӑ управленийӗн начальникӗ, Вӑтам Азири ҫар округӗн штаб начальникӗн ҫумӗ, Германири Совет ҫарӗсен штабӗн начальникӗн пӗрремӗш ҫумӗ, СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен Генеральнӑй штабӗн оперативлӑ тӗп управленийӗн начальникӗн ҫумӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Сухвин сӑн-питӗнче чӑвашӑн тӗлӗнмелле хӑйне евӗр ҫемҫелӗхӗ, мӗнпур чунтан юратма та хурланма, кирлӗ пулсан тарӑхма та, кирлӗ пулсан — виҫесӗр савӑнма та кулма никамран ытла пултаракан темӗнле йӗрӗ, питӗ сисӗмлӗ, пысӑк, тарӑн чун, ҫӗр ҫине тепӗр хут нихҫан та ҫуралма пултарайман хӑйне евӗр илемлӗх сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Айӑр, ӑна-кӑна кӗтменскер, хӑранипе-ши е ҫынна таптас мар тесе сылтӑмалла карт! пӑрӑнчӗ те, чарӑнма ӗлкӗреймесӗр, тимӗрҫӗ лаҫҫи тӑррипе тан хӳсе лартнӑ кӗрт ҫине паш! кӗрсе кайрӗ, вырӑнӗ ҫырма хӗрри пулнӑ май, юр ӑшне хырӑмпа выртмаллах путса аннӑскер, хайхи ни малалла, ни каялла каяймасӑр тапалана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Питӗнче савнӑ этеммине ҫывӑххӑн курнипе кӑнӑҫланни те, савнӑ этемми хӗр шухӑш-кӑмӑлне ӑнланаймасӑр пуплешнӗн кулянни те, тен, чӑн та, Матвие вӑхӑтӗнче татӑклӑн шантарманшӑн пӑшӑрханни те, савнӑ этемми сӑпайлӑ мӑшӑр тупнишӗн савӑкланни те пурте, пурте пӗр харӑс хурлӑн-именчеклӗн тӗтреленсе палӑрчӗ унта.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Конференцире Владимир Расколов (Ачинск), Евгения Акимова (Ермаковски районӗ), Ольга Волоснова (Назаровски районӗ), Петр Мулгачев (Балахтински районӗ), Алексей Анисимов (Больше-Муртински районӗ) тата ыттисем хӑйсен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, крайри чӑвашсен юхӑмне вӑйлатмалли сӗнӳсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 11-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи чӑвашсен Конференцийӗ иртнӗ // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... encii-irtn

Ирӗк чунлӑ пулнӑранах 90-мӗш ҫулсенче Прибалтика халӑхӗсене хисеплетчӗ (1991 ҫулта ушкӑнпа Латвине пӗрле кайса килме те тӳр килнӗччӗ — лавккасем пит кӑсӑклантарманран Рига урамӗ-тӑкӑрлӑкӗсенче иксӗмӗр ыттисенчен уйрӑлса халӑх характерӗ, тӗнчекурӑмӗ, иртнӗлӗхӗпе пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫса утнисем асрах…)

Куҫарса пулӑш

Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405

Иртнӗ ҫул «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ» патшалӑх программипе яллӑ вырӑнсенчи автомобиль ҫулӗсене 174 ҫухрӑм юсанӑ, пуҫарулӑх бюджечӗн 916 проектне, ял территорийӗсене хӑтлӑлатма — 16, компактлӑ ҫурт-йӗр тума — 1, ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗпе 7 проекта ӗҫе кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Парти проекчӗ ялсене тӗрев парать // Ю.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Пултарулӑх конкурсӗн спонсорӗсем: информаци технологийӗсене аталантарма пулӑшакан «Чӑваш Республикин ИТ-кластерӗ» ассоциаци, «Ростелеком» ПАО-н Чӑваш Республикинчи филиалӗ, «КСБ-СОФТ» ООО, «МегаФон» ПАО-н Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗ, «Т2 Мобайл» ООО, «Кейсистемс» ООО, «Сбербанк» ПАО-н Чӑваш Енри уйрӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Цифрӑллӑ Чӑваш Ен конкурс // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%86%d0%b ... %80%d1%81/

Урасмет тутар мӑрсисене хӑналаман мар, вӑл лайӑх пӗлет: хан эшкерне илсе ҫӳрекен улансене юрама питех те кансӗр, ялан тенӗ пекех вӗсем ҫӑткӑн та ҫав тери мӑн кӑмӑллӑ пулаҫҫӗ, хӑйсене хӑналанӑшӑн вӗсем тепӗр чух тухса каяс умӗн хуҫана кӳрентернипе е сӗтел ҫинчи ӗҫме-ҫимене урайне шӑлса тӑкнипе тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех