Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Валерия Гаврилова 1500 метра чупса, Кристина Иванова тата Максим Чемеров чӑрмавсемпе 2000, Андрей Тарасов 3000 метра хыҫа хӑварса, Анастасия Васильева йӗтре тӗртсе, диск ывӑтса пӗрремӗш, Анна Суворова 400 метра, Ангелина Макарова 1500 метра, Филипп Сидоров, Маргарита Кошелева чӑрмавсемпе 2000 метра чупса иккӗмӗш, Людмила Ершова чӑрмавсемпе 2000 метра чупса виҫҫӗмӗш, Алексей Викторов 400 метра парӑнтарса тӑваттӑмӗш, Артем Савинов финалта 100 метра чупса ҫиччӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетсем палӑрнӑ // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50252-c-m- ... sem-pal-rn

Юман, чӑваш пурнӑҫӗнче ҫуралакан ҫӗнӗ ӑнлавсемпе пулӑмсене, ҫӗнӗ япаласене палӑртма кирлӗ терминсене вырӑс чӗлхинчен йышӑнассине хирӗҫ тӑрса, хӑйӗн ӗҫӗсенче «революци» ӑнлава пӑлхавӑр, капитала мул, капиталиста мулҫӑ, правительствӑна тӳре-шара, службӑна хӗсмет, искусствӑна илемӗш, театра уявхӳшӗ, таланта ҫултивлет, промышленноҫа тупӑшлу, кооперацие пӗрлеҫлӳ, ял хуҫалӑхне (ун чухне хуҫалӑх сӑмах пулман) ял пурлӑх, «градусник», «термометр» ӑнлавсене ӑшӑпусми тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Ҫак тапхӑр пирки В. Станьял Г. Абрамова пултарулӑхне тишкерсе ҫырнӑ «Дарить себя детям» кӗнекере ҫапла калать: «Наверное, Галина Васильевна единственная из чувашек Жанна д’Арк, которая вышла на баррикаду и в минуты отчаяния, в сердцах, открыто предложила чиновникам и академикам вести уроки в школьных классах по своим несостоявшимся учебникам. Это была отчаянная борьба молодого, но энергичного и профессионально подкованного, убежденного в своей правоте педагога».

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Республикӑри электрохуҫалӑха модернизацилесси, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗ, нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене, обществӑлла территорисене хӑтлӑлатасси, сывлӑх сыхлавӗ, вӗрентӳ, туризм, ҫул-йӗр юсавӗ, пурӑнмалли условисене лайӑхлатмалли программӑсем, шкулти апатлану, транспорт инфратытӑмӗ, коммуналлӑ хытӑ каяшсене тиесе каясси тата тарифсем, СВО участникӗсен ҫемйисене тивӗҫекен ҫӑмӑллӑхсем, сӗт хакӗ - ҫак тата ытти чылай ыйтӑва хускатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 36 ыйтӑва хуравларӗ // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/51945-ch-v ... -khuravlar

Ҫапла, вун тӑватӑ-вун пилӗк ҫулхи ачасемшӗн юрату «акине тухма ҫӗр пиҫсех ҫитеймен», хӗвелӗ те тухӑҫран ялтӑртатса ҫӗкленмех ӗлкӗреймен, анчах ку кӑнтӑрланакан ҫулсенче чи сисӗмлӗ, «чечеклӗ», пурнӑҫ ҫуначӗсене сармалли, ҫутӑ ӗмӗчӗсем вӗҫеве хускалнӑ, сенкерленнӗ ӳсӗмре арҫын е хӗр ачан пуҫсӑр, анчах тимӗрҫӗ лаҫҫинчи тин ҫеҫ пиҫнӗ шӗл кӑвар пек хӗрӳ, этем ури пусман сӗм вӑрман уҫланкинчи чечекӗн ачаш ҫеҫки пек таса пӗрремӗш юратӑвне мӗнле те пулин палӑртмаллах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Сӑра вӗретесси Чӑваш Еншӗн отрасль кӑна мар, халӑхӑн культурипе пурнӑҫӗн уйрӑлми пайӗ. Чӑваш Ен хӑйне евӗрлӗ производствӑна, кадрсемпе компетенцисене упраса хӑварма пултарнӑ, паян та хӑмла туса илессине ҫӗнӗрен чӗртесси пирки калама пулать. Пирӗн хӑмла ӳстерес енӗпе технологи циклӗ тулли. Технологисене анлӑлатма, лабораторипе фитосанитари пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме, ӗҫтешсене пулӑшма тата рынока наци продукчӗ тавра пӗрлештерме хатӗр», - тесе палӑртнӑ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла – Чӑваш Ен культурин наци пуянлӑхӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/13718-kh-mla ... -puyanl-kh

Ӗҫри лайӑх кӑтартусемшӗн Марина Аркадьевна Вӑрмар райповӗн Хисеп грамотине /2008, 2019 ҫҫ./, Вӑрмар район администрацийӗн Хисеп грамотине /2009, 2019 ҫҫ./, Чӑваш Республикинчи потребительсен Союзӗн Хисеп грамотине /2014, 2019 ҫҫ./, Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине /2015 ҫ./, Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствин Хисеп грамотине /2015 ҫ./, Чӑваш Республикин Суту-илӳпе промышленноҫ палатин Хисеп грамотине /2021 ҫ./ тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хӗрарӑм тата ӑнӑҫуллӑ руководитель // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12604-ileml- ... ukovoditel

Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн территорийӗнче халӑхӑн пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме тата пушарсене вӑхӑтра сӳнтерме пулӑшнӑшӑн Раҫҫей пушар надзорне йӗркеленӗренпе 375 ҫул ҫитнӗ май, Анат Чакӑ ялӗнчи ирӗклӗ пушар надзорӗн шоферӗ Амир Каюмович Низамов, «Фламинго» обществӑн ирӗклӗ пушар надзорӗн шоферӗ Фанис Фиркатович Яруллин Тутарстан Республикин граждан оборонин ӗҫӗсем тата чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Тав ҫырӑвне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫӗсене хисеплесе // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... 1715165051

Валерий Алексеевичах сӑмах парар-ха: «Ҫакӑнта вӑл хӑйне чи лайӑх енчен кӑна палӑртать. Ӗҫ авӑрне хӑвӑрт кӗрсе каять, хаҫат активӗпе — ялкорсемпе, рабкорсемпе туслашать, хӑй те нумай тата ӗҫе пӗлсе ҫырать. ВЛКСМ райкомӗпе ҫыхӑну тытсах тӑрать, вӑл пулӑшнипе эпир райхаҫатра ҫамрӑксен страницисем кӑлартӑмӑр, вӗсенче ВЛКСМ райкомӗн тата вырӑнти комсомол организацийӗсен ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗн ҫутатса пытӑмӑр. Хаҫат производствӑра ҫитӗнӳ тӑвакан ҫамрӑксем пирки нумай ҫырчӗ».

Куҫарса пулӑш

Вӑйне кура вӑй вылять // Владимир ТОЛМАТОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12856-v-jne- ... v-j-vylyat

Ҫивӗч кӗрешӳре тӗрлӗ виҫеллӗ снаряд йӑтса тата хӑйсен виҫисенче йӑлана кӗнӗ турнир ҫӗнтерӳҫисен ятне Елчӗк районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӗренекенсем В.Николаева, Д.Соловьев, А.Федоров, В.Семенов, А.Павлов, Хӗрлӗ Чутайӗнчи Д.Козлов, Муркаш районӗнчи А.Морозов, Етӗрне районӗнчи К.Петрова, Шупашкар районӗнчи Е.Градовпа А.Волкова, Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем И.Кривовпа О.Николаев тата ӗҫпе спорт ветеранӗ, тӗнче чемпионӗ пулнӑ А.Павлов тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

«Форума хутшӑнакансемпе хӑнисем пирӗн культурӑпа, йӑла-йӗркепе паллашма, тутар халӑхӗн Сабантуй уявне хутшӑнма пултарнишӗн те савӑнатпӑр, вӑл паянхи кун халӑхсем тата нацисем хушшинчи пӗлтерӗше йышӑнать, ӑна тӗнчен 14 ҫӗршывӗнче уявлаҫҫӗ, ЮНЕСКОн материаллӑ мар эткерлӗхӗн шедеврӗсен списокне кӗртме палӑртнӑ, – пӗтӗмлетсе каларӗ Тутарстан Президенчӗ. – Сирӗн ӗҫӗр этемлӗхӗн пуян историйӗпе культура эткерлӗхне упраса аталантарассинче пысӑк витӗм парасса шанатӑп».

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Республика Пуҫлӑхӗн 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 181-мӗш указӗпе республика Пуҫлӑхӗн 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 65-мӗш «Чӑваш Республикинчи муниципалитет йӗркеленӗвӗсенчи граждансен коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗсен чи пысӑк индексӗсем ҫинчен» указне улшӑну кӗртнӗ — республикӑри муниципалитет йӗркеленӗвӗсенчи граждансен коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗсен 2016-2018 ҫулсенчи индексӗсен чи пысӑк виҫине тата 2016 ҫул валли палӑртнӑ чи пысӑк индекссене ӑнлантарса панине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Килӗшет ҫамрӑк хӗрарӑма шӳтлӗ калаҫу; вӑл участокри парторга Курмышова юратнине, пӗр вӑхӑтра унпа пӗрлешсех пурӑнма ӗмӗтленнине участокра хӑшӗсем пӗлеҫҫӗ; кайран, унӑн ку ӗмӗте пӑрахма тивсен, вӑхӑтлӑха пусӑрӑннӑ Лукарие шеллекенсем те тупӑнчӗҫ; тӗрӗссипе ӗнтӗ ӑна ҫеҫ мар, строительсем Курмышова та хӗрхенчӗҫ; арӑмӗпе уйрӑлнӑ пулсан та (ку хыпар та ҫитрӗ участока), чипер, ҫамрӑк хӗрарӑмпах ҫемьеленсе пурӑнаймасть, темӗн чараканни пур ӗнтӗ, е, тен, юратӑвӗ урӑх ҫӗрте-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Часах Матвисен килне Кӗсен Петти ывӑлӗ Мишша, ҫатӑлти ашшӗ пек мар чӗмсӗр те лӑпкӑ ҫамрӑк (Телегин унчченрех вӑл Тарьене кӑмӑлланине сиснӗччӗ-ха), каярах Кӗсен Петти хӑй те (тахҫан вӑл Кашкӑр Микули ҫумӗнчен хӑпма пӗлместчӗ, лешне тытса кайсан, ӑна-кӑна тавҫӑрса илчӗ курӑнать те, мул хуҫисемпе халлӗхе ҫыхланмасть-ха), Кӑртти Йӑванӗ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче арҫынсӑр юлнӑ кил хуҫи хӗрарӑмсем тата ялти активист, вулӗҫтӑвком членӗ Шикки Ваҫҫи килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Паллах, педагогика хутлӑхӗнче, преподаватель хутлӑхӗнче талантлӑ ҫынсем питӗ нумай. Анчах тахҫан эсир хӑвӑршӑн учитель, педагог, наставник пулма ҫакӑн пек йышӑну йышӑннӑ, ку вӑл ырӑ та пархатарлӑ суйлав, ҫӗршывшӑн, обществӑшӑн питӗ кирлӗ. Питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ-хӗле сӳрӗк кӑмӑллӑ ҫынсем килмеҫҫӗ, вӗсем хӑйсен тивӗҫне суйласа илеҫҫӗ. Вӑт ку питӗ паха япала», - тенӗ Путин Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк учителӗ» конкурсӑн лауреачӗсемпе тата финалисчӗсемпе тӗл пулсан.

Куҫарса пулӑш

Путин учитель профессине ҫӗршывшӑн пархатарлӑ та пӗлтерӗшлӗ тесе каланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... an-3956209

Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Вӗсен хушшинче «Цильна» обществӑран Рафик Шайдуллов («Класс-Тукано-430»), «Агро Вест» обществӑран Раиль Ахметзянов («Полесье-1218»), «Ҫӗпрел Рассвет Агро» обществӑран Айрат Зялалов («Торум-750»), «Бикчуров Р. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчен Зульфат Юсупов («Класс-Тукано-570»), «АгроТрансПорт» обществӑран Ильмас Низамов («Класс-Тукано-450), «Низамов А.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчен Марат Низамов («Полесье-1218»), «Махмутов И.Ф.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчен Ильмас Фаизов та пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тыр ҫи ӗҫӗнче малта пыракансене парнесем // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... e-parnesem

Ноябрӗн 20-мӗшӗнче республикӑра, ҫавӑн пекех Патӑрьел муниципалитет округӗнче те иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗн темисем паянхи ҫивӗч ыйтусемпе ҫыхӑнчӗҫ: пуҫару бюджечӗн проекчӗсене пурнӑҫа кӗртни, Чӑваш Республикинчи пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене патшалӑх паракан пулӑшу, Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спортӑн ГТО нормативӗсене Чӑваш Республикинче еплерех пурнӑҫласа пыни, ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленсе ҫурт умӗсемпе урамсене капӑрлатасси.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗхре - пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51798-timl ... -yjtusem-3

Уява хаклӑ хӑнасем — Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Н.Н. Раськин, Тутарстан Республикин ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Ф.А. Аглиуллин, Хайпӑҫ муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ А.И. Рахматуллин, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ А.В. Степанов, ЧР проект ӗҫӗпе патшалӑх программисен управленийӗн начальникӗ Д.В. Бельцов, ЧР экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ С.П. Федоров, Комсомольски округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н. Грачева хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/

Унчченхи «ҫылӑхӗсене» те аса илнӗ: «кулак ҫемьинчен тухнӑ, ашшӗне Емельян Мнейкина 1930 ҫулта ҫӗр арендаторӗ тесе айӑпланӑ (раскулачен). 1937 ҫулта ҫуралнӑ Вениамин шӑллӗ тарса ҫӳрет, ӑна контрреволюциллӗ ӗҫ-хӗлпе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Мнейкина Анна 1943-1944 ҫулсенчен районти финанс пайӗнче финагентра ӗҫленӗ чухне единоличниксен тупӑшӗсене пытарса кӑтартнӑшӑн ӗҫрен хӑтарнӑ. 1946 ҫулта вара спекуляци тунӑшӑн ултӑ уйӑха ӗҫлесе юсанмалла тунӑ. Халӗте спекуляципе тупӑш тӑвать».

Куҫарса пулӑш

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех