Кӗскисем
Владимир Николаевич ПЕТРОВ, Елчӗк муниципалитет округ администрацийӗн территорисене аталантарассипе, хӑтлӑх кӳрессипе ӗҫлекен управленин строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ;
Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ят-сума тивӗҫнӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%82a%d1% ... ec%d0%bde/
Ҫавӑн пекех вӗсем шыравҫӑсем тупнӑ экспонатсене мӗнле реставрацилемелли, шырав вӑхӑтӗнче документсемпе мӗнле ӗҫлемелли, ҫапӑҫура пӗрремӗш пулӑшу мӗнле памалли ҫинчен пӗлнӗ, лазертаг вӑййи вылянӑ, «Свеча памяти» акцие тата ытти интереслӗ мероприятие хутшӑннӑ.
Ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/
Ваттисен йӑлисене пӑсса авланнӑран тата вӑрҫа тухса кайнӑ май ҫамрӑк арӑма кунта туйсӑр-мӗнсӗрех пӑрахса хӑварнӑран Ахтупай Эрнепие килтех тӗл пулассине шанман та, ӑна Урасмет каялла илсе кайнӑ-и е вӑл упӑшкине кӗтсе илеймесӗр хӑй уйрӑлса тухнӑ тесе тӗшмӗртнӗ.
12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Наукӑпа техникӑри, производствӑри е обществӑпа политика пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ ӑнлавсене ят пама тивӗҫлӗ форма (сӑмах е сӑмах майлашӑвӗ) суйласа илсе чӗлхере ҫирӗплетесси, ҫавна системӑллӑн, пӗр йӗркеле туса пырасси — терминологи ӗҫӗн питех те кирлӗ пуҫламӑш тапхӑрӗ.
Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.
Анлӑ ларура ҫавӑн пекех Патӑрьелӗнче Ҫӗнӗ ҫула организаци-предприяти коллективӗсем, уйрӑм предпринимательсем, магазинсен хуҫисем тата ыттисем те уяв сӗмне пуянлатас тӗллевпе мӗнле хатӗрленнипе Патӑрьел территори пайӗн начальникӗ Николай Андреев паллаштарчӗ.
Аталану ҫулӗпе - ҫирӗп утӑмпа // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52165-atal ... p-ut-mpa-4
Муркашсем ҫапла тума тӑрӑшаҫҫӗ те. Сӑмахран, «2010 ҫулхи инвестици тӗлӗшӗнчен чи лайӑх проект» республика конкурсне хутшӑнса «Муниципалитетӑн чи лайӑх прокчӗ» номинацире «Муркаш районӗнче ял туризмӗн инфратытӑмне аталантарасси» проектпа пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Петӗр вӗсене нихҫан та усал сӑмах каласа кӳрентермен, май килнӗ чухне мӗн те пулин шӳтлесе илме ҫеҫ юратать, апла пулин те, хӗрарӑмсем пӗрех унпа куҫа-куҫӑн курӑнма вӑтанаҫҫӗ, вӑл урампа иртнӗ чух, ун ҫине хӑма ҫурӑкӗсемпе чӳречесенчен ҫеҫ вӑрттӑн ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пирӗнтен кашниех Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине ҫирӗппӗн шанать, мӗншӗн тесен ҫав шанӑҫ пирӗн хамӑрӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑла-йӗркене тӗпе хурса, мӑн асаттесене сума суса пурӑнас килни, пуласлӑха хамӑр тӗллевсемпе килӗшӳллӗн йӗркелени ҫинче никӗсленсе тӑрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/12828-ch-vas ... rupa-tukhr
Пурне те хумхантаракан ҫивӗч ыйтусене ҫутатма тата сӳтсе явма майсем туса парса влаҫпа граждансем хушшинчи хутшӑнусене йӗркелес, демократие аталантарас тата гражданла обществӑн институчӗсене ҫирӗплетес тӗлӗшпе тӑвакан сирӗн ӗҫӗр пӗлтерӗшне хак пама та йывӑр.
Чӑваш Республикинчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем! // Олег Николаев,. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... -syhlanar/
Кӗҫӗн Чементи Василийпе Мария Моисеевсем, Тутар Сӑкӑтӗнчи Миназимпа Рушания Салаховсем, Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи Леонтийпе Анисия Александровсем, Шӑнкӑртамри Реиспа Гельшат Сыраевсем, Тутар Сӑкӑтӗнчи Рифкатпа Равза Козловсем ҫак уйӑхра изумруд туйне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Раштавра пуҫтарӑнӗҫ тӑванӗсем кӗреке тавра // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51941-rash ... reke-tavra
Фельдшер кӗтесри «тӗклӗ» лӗкӗ пуснӑ пуставран ватка татӑкӗ, марганцовка, спирт тата йод флаконӗсем илчӗ, ваткине йодпа сӑхтарчӗ те унпа пациент ӳчӗ ҫинчи юнӑхса тӑракан касӑк сурансене, хӗрхӗлтӗм шӑйӑрӑлчӑксене, кӑвакарнӑ тӗлсене тӗкӗнкелесе-сӑтӑркаласа тухрӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Вӗсенчен хӑшпӗрисем пирки А. Е. Горшков ҫапла ҫырать: «Тӑван чӗлхемӗре тахҫанах кӗрсе ҫирӗпленнӗ вырӑс сӑмахӗсем вырӑнне пуҫран шутласа кӑларнӑ «ҫӗнӗ» сӑмахсем курӑнкала пуҫларӗҫ, тӗслӗхрен, хӑйвӗҫевҫӗ (самолет), ҫыравҫӑ (писатель), хайлав (произведени) т. ыт. те…
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
«Инвестици ӳсӗмлӗхӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейи ТОП-10 регионсен йышӗнче. Инвестици хывассипе ытларах пысӑк предприятисенче пулни сисӗнет», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Надежда Столярова.
Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to
Геннадий Леонидовичпа Вера Энгельсовна — пирӗн ял илемӗ, чысӗ, — терӗ пире вӗсем патне ҫул кӑтартса янӑ май ялти шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Марина Васильева, Янӑша Патӑрьел районӗнчен качча килнӗскер. — Пирӗн туйра хӑйматлӑх ашшӗ-амӑшӗ пулнӑччӗ вӗсем.
Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Паллӑ пулӑма ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем, вӑй тытӑмӗсемпе ведомствӑсен представителӗсем, Правительство членӗсемпе Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем тата ыттисем те пулнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫар служащийӗсене – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене – патшалӑх наградисемпе чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/21/111
Хула икҫӗр-виҫҫӗр утӑмра ҫеҫ пулин те, унтан темшӗн пӗр сас-чӗв те килмест, таврара кас-кас ытла та шӑп пулса каять, ҫав шӑплӑх, ҫывӑрттаракан эмел ӗҫнӗ хыҫҫӑнхи пекех, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пуҫа ҫавӑрса ярать, вара чипер ларнӑ ҫӗртех хӑвна таҫталла юхса кайнӑ пек туятӑн.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Паҫӑртанпах хама хамӑн тытма пӗлмелле, тӑван ялта тем курсан-илтсен те лӑпкӑ пулмалла тесе пычӗ пулин те, ял вырӑнӗнче талккӑшпех ишӗлчӗксем, унта та кунта темле майпа сыхланса юлнӑ хӑрахшар стенасене е ҫара кӑмакасене курсан, куҫне аллипе картламасӑр тӳсеймерӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ман ҫывӑхри шукӑль тумланнӑ, хӗрлӗ-сарӑ ҫӳҫне кӗске кастарнӑ хӗрпе ҫӳҫлемес, хура ҫӗрле ҫуралнӑ каччӑ та, лӳ те тумасӑр евӗклӗн ыталаннӑскерсем, вӑхӑтлӑха хӑйсен ҫамрӑк юратӑвӗн чӗрӗ, пал-пал та йӑлтӑр-йӑлтӑр кӑвайтне пыл-ҫуран та тутлин шерпечӗпе сапса сӳнтернӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Кӗтери, ним чӗнме аптраса, ун-кун пӑхкаларӗ; Анук вара, ҫӑмӑллӑн сывласа ярса, Элис аппа сӑн-питӗнче халиччен курсах кайманнине асӑрхама тӑрӑшрӗ, халӗ ӗнтӗ, пӗлсех тӑрать вӑл, ҫак ырӑ чунлӑ икӗ хӗрарӑм чиперех ҫураҫӗҫ, ара, иккӗшне икӗ енне уйӑраканни ним те ҫук-мӗн.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Район администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ _ район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата вырӑнти самоуправлени органӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Марат Айзатуллов иртнӗ ҫулхи марафон ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май хальхи вӑхӑтра районта мӗнле пынипе те паллаштарчӗ.
Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11


