Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Чӑнах, ку ыратӑва чӑтасси, вӑл кирек хӑш ӳсӗмре пулсан та, тутлӑланса ҫитнӗ, ӑшши панӑ мунчара лапка ҫинче вӗри шывпа пӑшӑхланӑ милӗкпе лап-лап-лап е ҫӑтти-ҫатти, ҫӑтти-ҫатти, ҫӑтти-ҫатти хӗмлентерсе, эхлете-эхлете, пехлете-пехлете киленесси-рехетленесси мар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Анчах ҫак самантра гитлеровецсен тепӗр ушкӑнӗ хӗвеланӑҫ енчен сӑртлам ҫине ҫӗкленет, юрать, вӗсене Янеев асӑрханӑ-мӗн: хӑйӗн пулемет гашетки ҫине пусать те ҫавӑнтах фашистсене ҫулса пӑрахать, чӗрӗ юлнисем, каялла, кутӑн-пуҫӑн сирпӗнсе, сӑртран вирхӗнсе анаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Акӑ, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильевич Васильев тата унӑн заместителӗ — райадминистрацин ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн начальникӗ Николай Михайлович Николаев эрнипех тӗрлӗ хуҫалӑхсене тухса ҫӳрерӗҫ, вӗсенчи лару-тӑрупа вырӑнта паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Ташши куккук хӑйӗн ҫӑмартине пӑрчкан пусса кӑларнине, янттине ҫеҫ юратакан куккук, нимӗнле чӑрмава пӗлмесӗр, йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ярӑнса вӗҫсе ҫӳренине, юлашкинчен хӑйӗн чӗпписене ют йӑваран вӑрлама тӑнине, ӑна ҫивӗч пӑрчкан хӑваласа янине кӑтартатчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вара каллех ман ҫумма кулкаласа пырса ларчӗ те: — Савӑнтартӑр-ҫке паян эсир пире. Ах, ытла та ырӑ ӗҫпе, ырӑ хыпарпа килнӗ эсир! Эх, мӗншӗн эпӗ пӗр ҫирӗм-ҫирӗм пилӗк ҫул каярах ҫуралман-ши?! Халӗ Мускава лекнӗ пулӑттӑм! — терӗ, Мишша кукаҫӑн кӑмӑлӗ татах уҫӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

ӑ) паллӑ ячӗпе япала ячӗн майлашӑвӗпе: башньӑллӑ кран, гусеницӑллӑ кран (урӑхла каласан ҫак кран гусеница ҫинче куҫать), гусеницӑллӑ трактор, фигурӑллӑ кирпӗч, сериллӗ производство, батарейӑллӑ радиоприемник, детекторлӑ радиоприемник, портативлӑ радиоприемник;

Куҫарса пулӑш

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Санӑн лапсака туратлӑ йӑмрусем, кӑтра пуҫлӑ хурӑнусен сулхӑнӗнче, ҫу вӑхӑтӗнче кавир пек ҫемҫе сарӑлса выртакан курӑк ҫинче ҫара уран ҫӳресе, хӗл кунӗсенче пӗчӗк ҫунашкапа е конькипе ҫил-тӑман кӑларса сӑртран ҫырма хӗрнелле вӗҫсе ӳснӗ этемшӗн ытла та хаклӑ эсӗ!

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫарулӑх бюджечӗ тени вӑл халӑх хутшӑнмасӑр пурнӑҫланакан япала мар, ҫавӑнпа та Олег Степанович клуб тунӑ ҫӗре хастар хутшӑннисене тав сӑмахӗ каларӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ю.Зорин чи малтан тӗслӗх кӑтартнине те палӑртмасӑр хӑвараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клубӑн алӑкӗ уҫӑлчӗ // А.Николаева. «Хӗрлӗ ялав», 2021.09.03, http://gazeta1931.ru/gazeta/8072-khal-khran-ta-numaj-kilet-34

Хальхи вӑхӑтра ултӑ юнкор ӗҫлет кунта: 11 класри Нина Романова, 10 класри Юлия Иванова, София Михайлова тата Дарья Арефьева, 7 класри Александра Николаева тата Юлия Михайлова (сӑнӳкерчӗк ҫинче хаҫат руководителӗпе А.Григорьевӑпа) — пурте питӗ пултаруллӑ хӗрачасем.

Куҫарса пулӑш

Шкул хаҫачӗ пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ старт парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Ачасем тесен, вӗсем те питӗ ӗҫлӗ тапӑр вӑхӑтӗнче: иртен пуҫласа каҫчен ут ҫӳретеҫҫӗ (хӑйсен килӗнчи пек хулӑпа ҫаптарсан та утманнине мар, чӗлпӗре карт! туртмасӑрах ташласа пыраканнине!), ҫӑл шывӗ сутаҫҫӗ, тӑкӑннӑ утӑ-улӑма пуҫтараҫҫӗ, тӑм шӑхлич каласа киленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

М. Акимов (Аруйӑн) «Вӑхӑтсӑр вилӗм» ятлӑ пьеси, Ф. Павловӑн «Сутра» комедийӗ, Н. Ефремов, Тал-Мӑрса пьесисем ҫырӑннӑ вӑхӑтрах П. Осипов та пьесӑсем ӑсталама тытӑнать: 1918 ҫулта «Мыскара» ятлӑ пӗчӗк комеди, унтан умлӑ-хыҫлах «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» тата «Кушар» ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Журнал ертӳҫисем, ӑна кун ҫути кӑтартакансем Чӑваш Республикинчи, Раҫҫей Федерацийӗн чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнӗсенчи писательсен союзӗсене, ытти пӗрлӗхӗсене, тӗрлӗ юхӑмӗсене пӗр чӑмӑра пӗрлештерме тӑрӑшаҫҫӗ, чӑвашлӑха аталантарас ҫулпа ҫирӗппӗн утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Октябрь уйӑхӗн кунӗсенчен пӗринче шутлав участокне кӗрекен кашни ҫурта ҫыравҫӑ ҫитӗ, ҫынсем каланине тӗпе хурса хурава электронлӑ листа кӗртӗ, унта уйрӑм ҫыннӑн ячӗ-шывне, адресне кӑтартмаҫҫӗ, респондент сӑмах вӗҫҫӗн пӗлтернине документпа ҫирӗплетме сӗнмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Мас-рестлинг спортӗнче малти виҫӗ вырӑна 80 килограмм таранчченхи виҫере Станислав Зайцев, Антон Павлов, Егор Шумилкин, 80 килограмран ытларах виҫере Павел Шуряшкин, Андрей Кураков, Денис Шуряшкин, хӗрарӑмсем хушшинче Мария Сорокина, Софья Терентьева ҫӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Вӑл шкултан килсенех стройдвора — стройкӑра кирлӗ хатӗр-хӗтӗре тӑвакан пысӑк мастерскоя ҫапла калаҫҫӗ ҫӳрессине, унта ӑна столяра вӗрентессине пӗлтерчӗ, пӑртак майне кӳрсенех чи пӗчӗк разрядпа укҫа та тӳлӗҫ, майне кӳресси пирки пач та иккӗленмест иккен Сантӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ак мӗн тума хушрӗ мана Ҫтаппан: Елюк кӗрсенех вӑл хайхи укҫа ҫинчен сӑмах тапратать, вара манӑн, калаҫӑва хутшӑнса, «укҫа-тенкӗ кил хуҫи аллинче пулмалла, арлӑ-арӑмлӑ ҫынсемшӗн пур — пӗрле, ҫук — ҫурмалла пулни лайӑх, кун пирки вӑрах ан калаҫтар упӑшкуна» темелле.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ку тӗслӗхре те груза кукӑр лини тӑрӑх хӑпартма кирлӗ ӗҫ пысӑкӑшӗ ҫак грузах тӳремҫисем хушшинчи вертикаль тӑрах хӑпартма кирлӗ ӗҫ пысӑкӑшӗпе пӗртан пулать, мӗншӗн тесен кукӑр линие ӑна питӗ нумай тата питӗ вак сыпӑллӑ хуҫкаланчӑк лини вырӑнне илсе пӑхма пулать.

Куҫарса пулӑш

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Малти 10 вырӑна Патӑрьелсен 3, Тӑвайсен 2 представителӗ кӗнӗ пулсан, Елчӗксем рейтинг тӑрӑх ҫапларах вырнаҫнӑ: Александр Бикулов — 37-мӗш, Валерий Смирнов — 42-мӗш, Надежда Зайцева — 58-мӗш, Алевтина Пузырева — 78-мӗш, Марина Гладкова — 92-мӗш, Николай Тихомиров — 95-мӗш.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d0%be%d0%b ... %bdace-11/

Паянхи кун культура ҫурчӗ ялти культура центрӗ шутланать, унта ача-пӑча, ҫитӗнсе ҫитмен ачасемшӗн тата пысӑккисемшӗн уяв мероприятийӗсемсӗр пуҫне куллен пултарулӑх кружокӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ял ҫыннисем пурте ҫӗнетнӗ Культура ҫуртне уҫасса чӑтӑмсӑр кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-4004336

Вӑл малти пӳлӗмрен васкаса иртрӗ, унта урай тулли хаҫатсемпе журналсем выртаҫҫӗ-мӗн, — вӑл килте пулман икӗ эрне хушшинче почтальон хӑй ӗҫне тӗп-тӗрӗс туса пынӑ, — унтан Завьялов каялла таврӑнчӗ, хаҫатсене пӗр ҫӗре пухрӗ те сапаланакан купана сӗтел ҫине пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех