Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Хӑр-пӗччен тӑрса юлнӑ Ҫтаппан, «хама пулӑшакан пӗр чун пултӑр хӑть» тесе, иккӗмӗш хут авланать, анчах ку хӗрарӑмпа та «пурнӑҫ ҫыпҫӑнса пӗтмест» унӑн: хӗрарӑмӗн «тавҫӑрулӑхӗ пачах ҫук» иккен, «пӗр ӗҫе те хӑй тӗллӗн пуҫӑнма пӗлмест, кӑшт каласанах кӳренме пӑхать».

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Юратура ӑнсах пымасть иккен Гаврилӑн: ялти хӗрӗ патне пыма та ҫук иккен, «турӑ»; кунта вӑл Риммӑна килӗштерет, анчах ун ҫине вӑл, нимӗн те тума ҫук куҫран та пӑхаймасть, ҫитменнине, каяннӑй хӗрӗ Валерий Красиновшӑн, «пӗрремӗш класшӑн», «ораторшӑн:», каҫсах каять…

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ҫавна май кашни автор, кашни хаҫат хӑйне майлӑ ҫырать: вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен калакан аттестат — вӑтам пӗлӳ илнине кӑтартакан аттестат — вӑтам пӗлӳ илнине пӗлтерекен аттестат — вӑтам пӗлӳ илнине ӗнентерекен аттестат — вӑтам пӗлӳ илнине ҫирӗплетекен аттестат.

Куҫарса пулӑш

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Археологсем тӗпчев ӗҫӗсем ирттернӗ чухне ҫӳп-ҫап шӑтӑкӗсене чи ӑнӑҫлӑ вырӑнсем тесе шутлаҫҫӗ, унта наукӑшӑн чи кӑсӑк япаласене асӑрхаҫҫӗ; саманасен тапхӑрне палӑртакан, ҫынсен кулленхи пурнӑҫ йӑли-йӗркине, пурлӑх шайне ҫирӗплетсе паракан артефактсем тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Анчах та, хӑвӑртлӑх нормальнӑй хӑвӑртлӑхран питех пысӑк пулсан, рельс тапӑмне пула пулакан варринелле туртакан вӑй тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движенирен кукӑр лини тӑрӑх пулакан движени туса яма ҫителӗксӗр, вара инерципе поезд рельс ҫинчен тухса кайма пултарать.

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Хальхи вӑхӑтра право хуралӗн органӗсем интернет-ултавҫӑсем пирки халӑх хушшинче, СМИ хатӗрӗсенче тӑтӑшах профилактика мероприятийӗсем йӗркелеҫҫӗ пулин те ҫын ӗнси ҫинче хӑйсен пайтишӗн укҫа тӑвакан ҫӑткӑнсем (ҫаплах калас килет) питӗ хӑвӑрт вӑй илсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ултавӑн ури саккӑр // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51653-ulta ... uri-sakk-r

«Совет литературипе искусствинче оптимизм, ҫӗнӗ пурнӑҫ тума хавхалантаракан коммунизмлӑ идейӑсем витӗр палӑрса тӑраҫҫӗ, литературӑпа искусствӑн идейӑллӑ воспитани парас ӗҫри ролӗ пысӑк, вӗсем совет ҫыннин ҫӗнӗ пурнӑҫ тӑвас пахалӑхӗсене аталантарса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Кӗленче те кӗпер ҫийӗнче шурӑ урхамах йӗрри пур, шурӑ урхамах ҫийӗнче ылтӑнпа кӗмӗл йӗнер пур, ылтӑнпала кӗмӗл йӗнер ҫинче Турӑпалан патша ывӑль пур, Турӑпала патша ывӑль аллинче симӗсех те кӑвак хутсем пур, симӗсех те кӑвак хутсем ҫинче эпир курас кунсем пур…»

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эпӗ хамӑн симфонире вӑрман шавланине, вӑл тӗлӗрнине, унта шӑпчӑксем юрланине кӑна та мар, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн тулаш илемне ҫеҫ мар, унӑн шалти илемне те кӑтартма тӑрӑшрӑм, ҫав вӑрман витӗр истори тӑршшӗпе этем епле утса тухнин паттӑрлӑхӗ те курӑнтӑр, терӗм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл ӗнтӗ ҫак пӗчӗкрех пӳ-силлӗ хитре хӗрарӑм ҫу каҫипех кунта ҫӳренине хӑнӑхнӑ пулас та е кунӗпе пӗчченҫи йӑлӑхса-кичемленсе те ҫитет-тӗр, — хӗрарӑм ҫӑмӑллӑн утса кайнине шухӑшлӑн пӑхса юлчӗ: «Ниушлӗ юрату тени ҫавӑн пекех хӑватлӑ пулать-ши?» — терӗ хӑй ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Унта хутшӑннӑ ҫынсене кадрсен центрӗсем урлӑ ӗҫе вырнаҫнӑ чухне тивӗҫекен патшалӑх пулӑшӑвӗсен программисем ҫинчен ӑнлантарнӑ, вӗсем «Раҫҫейри ӗҫ» порталта ӗҫ шырама, резюме ҫырса вырнаҫтарма, «Демографи» наци проекчӗ шайӗнче вӗренме заявкӑсем пама хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет_44 (11031) // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12573-khal-k ... t-44-11031

Район администрацийӗн ятарлӑ программӑсен пай начальникӗ Г. Каллин шыва кӗмелли сезонта йӗркене ҫирӗп пӑхӑнмалли, ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗме юрани пирки ҫирӗп асӑрхаттарчӗ, юлашки виҫӗ ҫулта ҫак сӑлтавпа пулнӑ синкерле тӗслӗхсем пирки те асӑнса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтӑвӗсем тӗрлӗрен, тӗллевӗ — пӗрре // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.04

Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата тренерӗ ятсене тивӗҫнӗ Анатолий Николаева, Валерий Афанасьева, Алексей Краснова, Абдулла Камалетдинова, Мевлет Зейнетдинова, Валерий Платонова, Ферид Чабатова та асӑнмасӑр иртме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Спорт шкулне - ҫур ӗмӗр // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51874-spor ... ne-cur-m-r

Унтан хӑйӗн пурнӑҫне мӗн пенсие тухичченхи кунчченех пичет ӗҫӗпе ҫыхӑнтарать: Ҫӗрпӳ район хаҫатӗнче пай пуҫлӑхӗ, нумай тиражлӑ «Рабочая жизнь», «Трикотажница», «Машиностроитель» хаҫатсен редактор ҫумӗ, редакторӗ, «Хыпар» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗн ҫумӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

— Эп ӑнланатӑп, — парӑннӑ пекрех, йӳҫҫӗн кулса илчӗ Виктор, — эсир халь мана ҫав тери хӑраса итлетӗр, сирӗн пӗр иккӗленӳ тепринпе ылмашӑнса пырать, эсир манӑн чӑнах политикӑллӑ программа, эсир питлесе тӑрӑ шыв ҫине кӑларма тивӗҫлӗ программа ҫук-ши, тесе хӑратӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах та, коллектив кӑмӑлне кура, ҫакна тума ҫӑмӑлах маррине чухлать, ҫавӑнпа Шупашкарти трест пуҫлӑхӗсем ӑна чӗнсе илессе кӗтет, тем тесен те, кун пирки вӑл ятарласах ҫырса янӑ, Курмышов Пятина ним вырӑнне те хуманнине, халӑх умӗнчех тиркенине те асӑннӑ пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Раҫҫей Федерацийӗн Ҫул-йӗр правилисен 2.1.2 пункчӗпе килӗшӳллӗн, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе оборудованиленӗ транспорт хатӗрне ҫӳретнӗ чухне водитель хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе хӑйӗн те ҫыхӑнмалла тата пиҫиххипе ҫыхӑнман пассажирсене лартса ҫӳретме тивӗҫлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Автоинспекторсем рейд ирттернӗ // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... id-irttern

Ҫапах та вӑл Мукин таврӑнас шухӑша-ӗмӗте пӑрахман, паян-и, ыран-и наборлакан цех алӑкӗ умне килсе тӑратех, е хывӑнса-тӑхӑнмалли пӳлӗмре пытаннӑ вырӑнтан тухать те хулпуҫҫинчен ярса тытать, е хыҫран пырса юр хырмалли кӗреҫе пек пысӑк аллипе хӗрарӑм куҫне хуплать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Юля урӑх шарламарӗ, маҫтӑр помощникӗ тумалли ӗҫре кирлӗ пулнӑ уҫҫине, отверкине, темиҫе тӗрлӗ гайка-болтсене пир станӗ ҫумӗнче ларакан лутра ещӗке хучӗ те машинӑна хута ячӗ, вара пӗр кана пир станӗ мӗнле ӗҫленине сӑнаса тӑчӗ, ассӑн сывласа илсе, сехет ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Планетӑ ҫинче мир — ачасем телейлӗ» экстремизмпа терроризм профилактики енӗпе ҫамрӑксен хушшинче ӗҫлекен программа шайӗнче, Калинин ял совечӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалисчӗ А.Д. Зиганшина «Эпир миршӗн, терроризма хирӗҫ!» ачасемпе пӗрле ӳкерчӗксем ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлешсен ҫеҫ эпир пурте терроризма хирӗҫ тӑма пултаратпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... -r-3813220

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех