Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Пӗрре пӑхса илсех Ятман ҫакна асӑрхарӗ: Гариф ҫак ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче сӑнран ытла ватӑлса кайнӑ пек, унӑн мӑнтӑр пичӗ лапкӑшпех пӗркеленнӗ, ҫурӑмӗ унчченхинчен ытларах пӗкӗрӗлсе тухнӑ, аллисене хыҫалалла тытса утнӑран ун курпунӗ пушшех те пысӑк пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакна кура ашшӗпе ывӑлӗ иккӗшӗ те пӗр харӑсах аллисене ҫӗклерӗҫ, анчах грузовик чарӑнса тӑмарӗ — ҫул айккинче мӗскӗннӗн тӑрса юлнӑ икӗ ҫынран тӑрӑхланӑ пек, виҫӗ хутчен янравлӑн пиклеттерчӗ те каялла сивӗ хытӑ юр пӗрчисем сирпӗнтерсе малалла ҫивӗччӗн талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

1999 ҫултан - Санкт-Петербургри техника университечӗн Шупашкарти институчӗн вӗрентӳпе техника пайӗн директорӗн ҫумӗ, Мускаври гуманитари институчӗн кафедра заведующийӗ, Мускав патшалӑх социаллӑ университечӗн профессорӗ, Мускаври ҫул-йӗр институчӗн профессорӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ентешсем // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/52939-pir- ... teshsem-34

Ҫирӗплетнӗ Килӗшӳ географипе ҫыхӑннӑ наукӑсене тӗпчеме тата ӑна анлӑрах сарма, культура эткерлӗхне тытса пыма, пӗрлехи экспедицисем, фестивальсем, наука проекчӗсем, тавралӑха сыхлама, ҫут ҫанталӑк вӑй-хӑватне упрама, ҫавӑн пекех туризма аталантарма витӗм кӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вырӑс географи обществин» регионти уйрӑмӗн Попечительсен канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пырӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/09/virs ... -popechite

Кун каҫине лӑш курмасӑр утса йӗнченӗскер, лачкам шыва ӳкнӗскер, вӑл, каллех пӗрер чӗрӗм канса илес тесе, тӑрмаша-тӑрмаша рюкзакне хыврӗ те ҫӗр ҫине лартрӗ, вара ҫумӑр шывӗпе шӳнӗ ҫулҫӑсемпе хупланнӑ нӳрӗ ҫӗр ҫине ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ пек лӑчӑрӑнса-тӑшӑрӑлса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хазрат Кучак, эс мана хам тума пултарайман ӗҫ хушатӑн, эпир аттепе тахҫанах ҫыхӑну тытма пӑрахнӑ, эпӗ ӗнтӗ ӑна каласа ӳкӗте кӗртес ҫук, чӑн-чӑн тӑшмансем пек пурӑнатпӑр унпала тенӗ пулсан хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхӗ ӑна чӑваш ҫӗр-шывне ирӗксӗр хӑваласа ямастчӗ те пуль.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Дебаркадер ҫумне юнашнӑ пӑрахутӑн пассажирсене йышӑнмалли площадкине, унтан билетра (ӑна икӗ кун маларах илсе хунӑччӗ) кӑтартнӑ иккӗмӗш хутри каютӑна кӗтӗм, хама лӑштӑрах ярса, плаща йӑрхахран ҫакса, чӑматана ҫӳлӗк ҫине вырнаҫтарса, ларкӑч ҫине майлашса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Атте килӗнчи хӗрле пурнӑҫран лайӑхрах пурнӑҫ ниҫта та пулас ҫук, ҫавӑнпа качча кайма васкамастӑп-ха. Каяс вӑхӑт ҫитсен, хамӑр пек чухӑн ачине суйласа илӗттӗм. Эпӗ пуян пурнӑҫра пулса курман вӗт. «Пуян ҫын килӗнче ҫухалса кайма пултаратӑп», — текелесе ларчӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пыратчӗ-ха вӑл ҫын тапсах тӑракан Хӗрлӗ площадӗн сылтӑм, лавккасем, тӗрлӗ учрежденисем вырнаҫнӑ енӗпе ун-кун куҫ ывӑткаласа, хула иленкипе киленсе, чун кӗлемелле ӗҫ шавне тӑнласа, сасартӑк хӑй патнелле таппа-хирӗҫех палланӑ ҫамрӑк ӑшталанса ҫывхарнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑваш Ен ,ҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗн Шурутри стационарлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче вӑй хуракан Алина Голубевӑна та ватӑсем хӑйсен хӗрӗ, мӑнукӗ вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Ҫапах арӑмӗн кӑмӑлне татасшӑн пулмарӗ, ҫурри-ҫурмалла килӗшсе: — Мӗн пулсан та, ӑраскал пӳрнинчен иртес ҫук, Татьяна. Ырӑ тӗлӗк мар тесе, ҫитмен-килмен инкекшӗнех пуҫа ватса выртас мар. Ав, автансем те авӑтма тытӑнчӗҫ. Тӑрас пулать, — терӗ те шӑналӑк ӑшӗнчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Савӑлпа тата япаласене хӗстермелли савӑллӑ прессенче, япалана ваклама е, пӗтӗмлетсе каласан, ӑна япала тумалли материал ӑшне кӗртме (касакан, ҫуракан, чутлакан орудисем) тата япалан уйрӑм пайӗсене ҫирӗплетсе лартма (вӗсем хушшинче сӗртӗнӳ пур пирки) усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Опыт ҫакна кӑтартать: пирӗн тӗлӗшрен е мӗнле те пулсан ытти япала тӗлӗшӗнчен хускалмасӑр (тӑплӑхра) тӑракан нимӗнле япала та хӑй тӗллӗн хускалма тытӑнмасть, чулсем хӑйсен вырӑнӗнчех выртаҫҫӗ, вагонсем рельс ҫулӗсем ҫинче тӑраҫҫӗ, пульӑсем пӑшал ӑшӗнче выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Хор юрлама чарӑнсан, аслӑ та ҫӳллӗ чиркӳре ытарма ҫук таса, илемлӗ сасӑ, пӗччен ача сасси, янӑраса кайрӗ; ян сас кашни кӗтесе кӗрсе тухса, мӗн пур эреше, турӑша, стенасене, ҫӳллӗ маччана ҫапӑнса саланчӗ, кашни ҫын чӗринче чи ачаш, чи ҫепӗҫ туйӑмлӑ хӗлӗхсене хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Раҫҫей культура министрне Ольга Любимована Раҫҫей Банкӗ паллӑ тутар просветителӗ Каюм Насыри ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалласа тимӗр укҫа кӑларнине асилтерсе Раҫҫей регионӗсен культуришӗн пӗлтерӗшлӗ ҫавра тата юбилейлӑ датӑсене палӑртмашкӑн тӗрев ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура министерствин коллегине хӑнасем Раҫҫейӗн 81 регионӗнчен килсе ҫитнӗ // Ирина Трифонова. https://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/ku ... kilse-citn

Пӗрин хыҫҫӑн тепри вӑхӑтсӑр пӗтнӗ: Гавриил Алюнов — Хусан тӗрминче, Мӗтри Юман — Бурея станцийӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши — Украинӑра, Николай Шупуҫынни, Михаил Тинехпи, Аркадий Золотов — Ҫӗпӗрти ҫӗрсенче, Гурий Комиссаров (Вантер) — Вяткӑра, Кузьма Элле — Белоруссире…

Куҫарса пулӑш

Алексей Милли ҫыравҫӑ, кӗрешӳҫӗ // Виталий Станьял. В. П. Станьял. Алексей Милли шӑпи: Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗрленчӗкӗ. «Кӗрешӳ паттӑрӗсем» ярӑм. Чӑваш халӑх академийӗн кӑларӑмӗ. Шупашкар: «Новое время», 2004. — 24 с. — 3–14 с.

Сарлака та ҫӳллӗ корпуссене, ир-ирех ӗҫе пикеннӗ крансем пысӑк тимӗр-бетон плитисене тӳлеккӗн йӑтса илсе хӑпартнисене, хӑватлӑ самосвалсем кӗрлесе иртсе ҫӳренисене, таҫта ҫӳлте монтажниксем йӑлт-ялт ҫиҫӗм ҫиҫтерсе ӗҫленисене ытарайми пӑхса, хуллен утрӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кӑрлач чечекӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 91–110 с.

РФ Монополипе кӗрешекен службӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Котеев тупӑшу йӗркелессипе чи нумай ҫӑхав пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе, коммуналлӑ хуҫалӑхпа, ҫӗр ҫинчи транспортпа, пулӑшу ӗҫӗ тӑвассипе ҫыхӑннине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Строительство валли кирлӗ ҫӗр лаптӑкне Трактор тӑвакансен проспектӗнче уйӑрнӑ, станци самай пысӑк вырӑн йышӑнӗ, вӑл талӑкра 2,9 пине яхӑн кубла метр юра ирӗлтерӗ, ӑна ҫитес ҫулхи октябрь вӗҫӗччен ӗҫе кӗртме палӑртнӑ, 2026—2027 ҫулсенче тулли хӑватпа ӗҫлесе каймалла.

Куҫарса пулӑш

РЕСПУБЛИКӐРА, ОКРУГРА // Иван ГЛАДКОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... a-okrugra/

Унӑн пуҫӗнче хӑй киноактёрсен институтӗнче пӗр ҫулталӑк мӗнле вӗренни ҫаврӑнса тухрӗ, час-часах унта пусӑрӑнчӑклӑн ҫӳренисем, юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр чухне ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе вырӑн ҫинче шухӑша кайса выртнисем, занятисене те чылай чух хатӗрленсе пыманнисем аса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех