Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсме (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татьяна Ильина вӗрентекен ертсе пыракан 9 класри кадетсем кӗҫӗн йӑмӑкӗсемпе шӑллӗсене аслисем умӗнче хӑйсем пек ҫирӗп кӑмӑллӑ та пултаруллӑ ӳсме чӗнсе каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat

Ҫакна тума конкурентлӑха вӑйлатма пулӑшакан тата хаксене сӑлтавсӑр ӳсме ирӗк паман политикӑна йӗркеллӗ тытса пыни май панӑ.

Это стало возможным благодаря последовательной политике, направленной на усиление конкуренции и недопущение необоснованного роста цен.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Район администрацийӗн культура политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри вӑл – ҫынна пултарулӑх тӗлӗшӗнчен ӳсме, хӑйӗн ӑс-хакӑлне аталантарма условисемпе майсем туса парасси.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Мӗншӗн тесен вӑл ҫӗнӗрен ӳсме пуҫланӑ шыҫӑсене уйӑрать, метастаза каясран та шанчӑклӑ сыхлать.

Потому что он выделяет новообразованные опухоли и надежно защищает их от метастазирования.

Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ҫапла майпа улмуҫҫи ӳсме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ҫуркуннерен ӳсме пуҫлать.

Начнет расти с весны.

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ялан усӑ курсан ҫӳҫ пӗрчисем ҫӳхелеҫҫӗ, тӗссӗрленеҫҫӗ, унтан пачах ӳсме пӑрахаҫҫӗ.

При регулярном использовании волосы становятся тонкими, обесцвечиваются, за тем перестают совсем расти.

Виҫене пӑхӑнмалла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ҫемье ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн ҫичӗ ачи ҫут тӗнчене килнӗ, анчах кӗҫӗн хӗрне хӗвел ҫутипе киленсе ӳсме пӳрмен Турри, часах ҫӗре кӗнӗ вӑл, ун хыҫҫӑн Василий Архиповичӑн мӑшӑрӗ те ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Районта пурӑнакан ҫамрӑк гражданинсене паспорт панине ӑшшӑн йышӑннӑ пухӑннисем, вӗсене ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пулса ӳсме хавхалантарса алӑ ҫупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Калчана ӳсме памасть.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ылтӑн алӑллӑ Сергей Валерийӑна ӳсме хӑтлӑ пултӑр тесе пӳртрех туалетпа ваннӑй пӳлӗмне хута янӑ.

Чтоб Валерии было удобно, Сергей смастерил туалет и ванную в доме.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫамрӑк ӑрӑва ӗҫе юратса ӳсме пулӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн научнӑй критика, пур ҫитменлӗхсене те уҫса кӑтартса паракан, писательсене ӳсме пулӑшакан тӗплӗ критика ҫукпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

22. Ҫав хушӑра унӑн пуҫӗ ҫинче, каснӑ тӗлте, ҫӳҫӗ ӳсме тытӑннӑ.

22. Между тем волосы на голове его начали расти, где они были острижены.

Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑрӑк авӑрсен тымарӗ вырӑнне калчасем лартма гидробур, тӗп авӑра ӳсме чӑрмантаракан ытти ҫумавӑра иртме хатӗр, йӑранри тӑпрара нӳрӗк тытма сарлака агрегат меллештертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫамрӑк кадрсене предприятисенче ӗҫлеме юлма тата вӗсене професси енӗпе малалла ӳсме пулӑшакан тивӗҫлӗ фондсем йӗркеленеҫҫӗ, хальхи йышши тӗпчев оборудованийӗпе пуянлатнӑ вӗренӳ-ӑслӑлӑх-производство лабораторийӗсем ӗҫе кӗреҫҫӗ.

Для закрепления молодых кадров на предприятиях и содействия их дальнейшему профессиональному росту формируются соответствующие фонды поддержки, создаются новые учебно-научно-производственные лаборатории, оснащенные современным исследовательским оборудованием.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196

Ҫав тавлашу ҫинчен каярахпа Валерий Петровича хӑйне систертӗм те кӗскен ҫеҫ ҫапла хуравларӗ: «Шалта, амӑш варӗнче чӑмӑртаннӑ чӑн талант пулмасан никам та ӑста ҫыравҫӑ, чӑн-чӑн специалист е вӑйлӑ шухӑшлавҫӑ пулаймасть, - пусӑмлӑн палӑртрӗ вӑл. - Ҫав вӑхӑтрах тарӑн, пахалӑхлӑ пӗлӳ витӗмлӗхӗ кирек камшӑн та капашсӑр пысӑк. Вӑл - ҫыннӑн шухӑшлавне тата аталану анлӑшне вӗҫӗмсӗр ӳсме хускатакан тата тӗртсе пыракан чи хӑватлӑ вӑй».

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Халӑха ваккӑн сутакан ҫут ҫанталӑк газӗн хакӗ 2 процент ӳсме пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Шӑпах ҫак вӑхӑтран шкулта спорта юратакансен йышӗ хӑвӑрт ӳсме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

10 тӗп ҫӑка ярӑнса кӑна ӳсме пуҫланӑччӗ, пилешсем пекех авса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех