Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗсем (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек тӗслӗхсем ан пулччӑр тесен ҫынсен хушшинче профилактика ӗҫӗсем ирттермеллине, асӑрханулӑха ҫухатмалла маррине палӑртрӗ Альбина Егоровна.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Л.Егорова тӗп ыйтусемсӗр пуҫне хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫрӗ: «2016 ҫулхи июлӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх перепиҫӗ иртет. Ҫак тӗллевпе халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пурне те ҫак ҫыравра яваплӑ пулма, активлӑ хутшӑнма ыйтатӑп. 2002 ҫулта ирттернӗ ялхуҫалӑх перепиҫӗ пире нумай информаци пачӗ. Шӑпах ҫак ҫырав хыҫҫӑн патшалӑх ҫӗнӗ программӑсене вӑя кӗртрӗ».

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫӑмӑллатнӑ кредитпа выльӑх-чӗрлӗх тата ӑна усрама кирлӗ оборудовани, ялхуҫалӑх продукцине тирпейлемелли хатӗрсене туянма, выльӑх-чӗрлӗх тытмалли вите-сарай тума тата юсама, вӗсенче реконструкци ӗҫӗсем пурнӑҫлама усӑ курма юрать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Вӑл ял-йыш паллӑ ентешӗпе мухтаннине, унӑн вышкайсӑр ӗҫӗсем чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе тарӑн ҫыхӑннине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫавӑн пекех ҫурт-йӗре харпӑрлӑхра тытакансен укҫи-тенки шучӗпе 429 нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫуртра тӗп юсав ӗҫӗсем иртмелле.

С привлечением средств собственников жилья будет произведен капитальный ремонт 429 многоквартирных жилых домов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

«Наука енчен тарӑн пӑхма пӗлни, япалана тӗплӗн пӗлни, наукӑллӑ тӳрӗлӗх, художествӑллӑ ҫивӗчлӗх, наукӑпа художествӑллӑ произведенисем ҫине партилле пӑхни — ҫаксемпе палӑрса тӑраҫҫӗ те ӗнтӗ марксизм-ленинизм классикӗсен литературӑпа критикла ӗҫӗсем» («Правда»).

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Белинский, Чернышевский, Добролюбов, Писарев критиксен пархатарлӑ ӗҫӗсем пирӗн чӑваш критикӗсемшӗн мӗнле ӗҫлемеллин тӗслӗхӗсем пулса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Хальхи вӑхӑтра хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, класс ертӳҫисем, историпе технологи вӗрентекенӗсем тата ытти педагогсем ачасене сӑнӳкерчӗксем, матери-алсем хатӗрлеме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Хирсенче ҫураки ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ.

На полях продолжаются посевные работы.

Уй-хирте // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Республикӑра ака ӗҫӗсем хӗрсех пынӑ май асӑннӑ вӑхӑт тӗлне ку енӗпе лару-тӑру мӗнлереххи ҫинчен те калаҫрӗҫ ларура.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Экспозицире — Татьяна Васильевнӑн литературӑпа искусство енӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Е тата: «Унӑн ӗҫӗсем сӑнарлӑ, тарӑн шухӑшлӑ пулнипе палӑраҫҫӗ. Тӗррисенче — илем, ырӑлӑх, юрату. Хамӑр тымарсене, йӑла-йӗркене хисеплесен кӑна ҫакӑн пек ӗҫсем тума пулать. Мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑх, пултарулӑх кирлӗ вӗсене куракан патне ҫитерме! Автор хӑйӗн шалти тӗнчипе, ҫынсемпе килӗшӳре тата ҫураҫура пурӑнать, ҫулран-ҫул кӑсӑклӑрах ӗҫсем тӑвать».

Куҫарса пулӑш

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

«Унӑн ӗҫӗсем сӑнарлӑ тата тарӑн шухӑшлӑ пулнипе палӑраҫҫӗ. Вӑл аваллӑха нумай тӗпчет, ҫав вӑхӑтра хальччен упраннине ҫӗнӗ сӗм кӗртсе тата та аталантарать. Хӑйӗн чӗлхиллӗ, хӑйӗн туйӑмӗллӗ, вӗри те хӑватлӑ сӑрӑ ӑсти».

Куҫарса пулӑш

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Районсене тухса хаҫата килрен киле салатса ҫӳрени, пысӑк мероприятисем ирттерни, Акатуйсенче ентешсене кӑларӑма валеҫсе пани, ӑна ҫырӑнтарас тесе колхозсемпе совхозсенче агитаци ӗҫӗсем йӗркелени куҫ умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Ҫав кун ака ӗҫӗсем мӗнлерех иртнипе паллашма район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Эткер ялӗ ҫывӑхӗнчи хирсене ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

2015 ҫулта 31,976 млн. тенкӗлӗх ҫул-йӗр ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра уй-хир ӗҫӗсем мӗнле пыни тата ҫитес вӑхӑтри тӗллевсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

6. Иисус каланӑ вӗсене: Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, сирӗншӗн вара кирек мӗнле вӑхӑт та юрӑхлӑ; 7. сире тӗнче курайми пулас ҫук, Мана вара кураймасть, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине кӑтартса паратӑп; 8. эсир ҫак уява кайӑр, Эпӗ ку уява каймастӑп-ха: Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, тенӗ.

6. На это Иисус сказал им: Мое время еще не настало, а для вас всегда время. 7. Вас мир не может ненавидеть, а Меня ненавидит, потому что Я свидетельствую о нем, что дела его злы. 8. Вы пойдите на праздник сей; а Я еще не пойду на сей праздник, потому что Мое время еще не исполнилось.

Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ӗҫе тӗрӗс тӑвакан, хӑйӗн ӗҫӗсем курӑнччӑр тесе, ҫутӑ патне пырать, мӗншӗн тесессӗн вӗсене вӑл Турра юрӑхлӑ тунӑ, тенӗ.

21. а поступающий по правде идет к свету, дабы явны были дела его, потому что они в Боге соделаны.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Усал ӗҫ тӑвакан кирек кам та ҫутта юратмасть; хӑйӗн ӗҫӗсем ан курӑнччӑр тесе, вӑл ҫутӑ патне пымасть, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӗҫӗсем усал.

20. ибо всякий, делающий злое, ненавидит свет и не идет к свету, чтобы не обличились дела его, потому что они злы,

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех