Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫрен (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паша пекех нимӗнле ӗҫрен те хӑрамастӑп, — ҫирӗплетет мал ӗмӗтлӗскер.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

«Пирӗн Паша ҫитӗнчӗ. Пӗр ӗҫрен те хӑрамасть», — теҫҫӗ.

Говорят: - "Вырос наш Паша. Не боится ни одной работы".

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Каҫхине ӗҫрен таврӑннӑ поселенецсем Эльза пӗҫернӗ апата мухтаса ҫирӗҫ.

Вечером вернувшиеся с работы поселенцы похвалили еду, приготовленную Эльзой.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Кил хуҫи пӗр ӗҫрен те ӳркенменскер, вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ, халӗ тырӑ склачӗн хуралҫинче вӑй хурать, мӑшӑрӗ Татьяна вара 20 ҫул ӗнтӗ доярка.

Хозяин, который не чурается никакой работы, в свое время работал в различных местах, нынче трудится сторожем на складе зерна, а супруга Татьяна уже 20 лет работает дояркой.

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫӗнӗ хваттер уҫҫине кӗтсе илнӗ 84 ҫулти Александра Степанова, тӑватӑ ҫул каялла кӑна ӗҫрен кайнӑскер, ҫакӑн пек ырлӑх хӑйӗн тӗлне йӑтӑнса аннине ниепле те ӗненеймест.

Дождавшаяся ключи от новой квартиры 84 летняя Александра Степанова, которая только четыре года тому назад ушла с работы, не верит навалившемуся на ее долю счастью.

Уяври чи хаклӑ парне // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Мӑшӑрӗ Марина Дмитриевна та ӗҫрен ӳркенмен упӑшкипе савӑнса пурӑнать.

И супруга Марина Дмитриевна радуется трудолюбивым мужем.

Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Юрий Анатольевич хушнӑ ӗҫрен нихӑҫан та пӑрӑнмасть, наччасрах пурнӑҫлама васкать.

Юрий Анатольевич никогда не уклоняется от назначенной работы, сразу торопиться выполнить.

Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Анчах халӗ тин ӗҫрен хам ирӗкпе кайма ыйту ҫырмӑп.

Теперь-то уж не буду писать заявление об уходе по собственному желанию.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Телерадиокомпанире 19 ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн тытрӑм та ӗҫрен хам ирӗкпе кайма ыйту ҫыртӑм.

После 19 лет работы в телерадиокомпании взял и написал заявление об увольнении по собственному желанию.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Арҫын «пуҫне ҫухатасран» хӑраса арӑмӗ ӗҫрен кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Ӳркенмесен шӑварах, ытлашши пулмӗ, — хӗр пӗрчи ӗҫрен ютшӑнманнишӗн хӗпӗртесе калать амӑшӗ.

— Поливай, если хочешь, лишнего не будет, — говорит мать, радуясь, что девочка не сторонится от работы.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Ентешсем. Питӗр хули» телекӑларӑма ӳкерме кайсан Питӗрти чӑваш культура автономийӗн ертӳҫи Владимир Живов хӑй те ҫакӑн йышши телевизор туяннине, ӗҫрен таврӑнмассерен ЮТВ янине пӗлтерчӗ.

Когда мы ездили снимать телепередачу "Земляки. Город Петербург", руководитель Питерской чувашской культурной автономии Владимир Живов сообщил нам, что он тоже купил такой телевизор, после работы включает ЮТВ.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Механизатор, комбайнер… - пӗр ӗҫрен те пӑрӑнмаҫҫӗ.

Механизатор, комбайнер... - ни от одной работы не уклоняются.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Валерианпа пурӑнма тытӑниччен пӗр ӗҫрен теприне чупаттӑм, икӗ-виҫӗ ҫӗрлӗ вӑй хураттӑм.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ӗҫе япӑх йӗркеленӗ тесе Алексей Иванова та выговор парса ӗҫрен кӑларнӑ, районти шкулсен алӑкӗ уншӑн хупӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

90-мӗш ҫулсенче 340 ӗҫрен тулли курав /ӑна Элли пӗтӗмпех чӑваш халӑхне панӑччӗ/ йӗркелесе Майя Андреевна 2 уйӑха яхӑн художник мастерскойне ҫӳрерӗ, ӗҫсене енсем, жанрсем тӑрӑх пайларӗ, каталог турӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унӑн ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, таврапӗлӳҫӗсем ҫак пархатарлӑ ӗҫрен нихӑҫан та пӑрӑнса юлман, вӗсем те историшӗн паха япаласем парнелеме хатӗррине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Аграри комплексӗсене ҫӗнетни хӑшпӗр ӗҫченсене ирӗксӗрех ӗҫрен хӑтарма хистет.

Модернизация аграрных комплексов неизбежно приводит к частичному высвобождению работников.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче кӑна хӑйсен ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑшӑн 40 судьяна ӗҫрен хӑтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

1992 ҫулта йывӑр чире пула Владимир Сурковӑн юратнӑ ӗҫрен уйрӑлма тивнӗ.

В 1992 году Владимиру Суркову пришлось растаться с любимой работой из-за тяжелой болезни.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех