Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлер (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Атя пӗрле ӗҫлер.

— Давай на пару…

XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Ӑмӑртса ӗҫлер!

— Соревноваться давай!

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗр кунта халлӗхе пӗчӗккӗн ӗҫлер.

А мы понемногу тут будем орудовать.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Айтӑр, ҫутӑличченех пӗр канмасӑр ӗҫлер!

Давайте до рассвета без отдыху, а?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Эппин атя, эпир те кайса ӗҫлер! — терӗ мана Оська.

Оська сказал мне: — Ну что ж, пойдем и мы работать!

IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— Акӑ мӗн, хӗрарӑмсем: айтӑр пикенерех ӗҫлер!

— Вот что, бабы: давайте поработаем!

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ну, калаҫма пӑрахӑр, атьӑр, ӗҫлер.

Ну, оставим разговор, давайте работать.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Атьӑр малашне пӗрле ӗҫлер.

Давайте работать вместе.

Вунвиҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Атя ӗҫлер! — савӑнӑҫлӑ хатӗрлӗхпе килӗшрӗ Игорек.

Давай действовать! — с восторженной готовностью согласился Игорек.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кашни ҫын чун-чӗринчех ҫутӑ тӗттӗме ҫӗнтерме, ырӑ вара усала парӑнтарма пултартӑр тесен, Тӑван ҫӗр-шыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлер, саккуна пӑхӑнса, таса чунпа пурӑнар.

Чтобы в душе каждого человека свет победил тьму, а добро победило зло, нужно трудиться на благо Родины, жить по закону и по совести.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Тӑван ен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлер, саккуна пӑхӑнса, таса чунпа пурӑнар.

Давайте хорошо поработаем ради благосостояния родной стороны и будем жить согласно законам и с чистой душой.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

- 2015 ҫулта «Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗ республика Пуҫлӑхӗн кандидачӗ пулма Михаил Игнатьева «Пӗрле пурӑнар - пӗрле ӗҫлер» халӑх программипе шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Лайӑх ӗҫлекен колхозсем ҫине пӑхса ӗҫлер.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Тӑван тӑрӑх ырлӑхӗшӗн пӗрле вӗренер, пӗрле ӗҫлер, Чӑваш Енре пӗр ҫемьери пек туслӑ пурӑнар!» — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Макӑрса ларар мар! Ҫанӑ тавӑрса ӗҫлер! Чи малтан хамӑр чӑвашла калаҫар, ачасемпе мӑнуксене тӑван чӗлхене хисеплеме хӑнӑхтарар, ыттисене ырӑ тӗслӗх кӑтартар!» — пӗтӗмлетрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Сывлӑх сыхлавӗпе шкул вӗренӗвӗн тытӑмӗсене ҫӗнетсе улӑштармалли, агропромышленноҫ комплексне аталантармалли социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тӗп тӗллевсене «Пӗрле пурӑнар - пӗрле ӗҫлер» халӑх программине кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех