Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫекен (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫкӗ ӗҫекен, ниҫтиҫук ҫын пулас килмест ман, пултараймастӑп…

Пьяницей, подлецом я не хочу быть, не могу…

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

«Мужское/Женское» кӑларӑмра Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт салинчи ӗҫекен хӗрарӑма тата унпа нушаланса пурӑнакан 17-ри хӗре кӑтартнӑччӗ.

В выпуске «Мужское/Женское» была показана пьющая женщина из села Три избы Цивильского района и ее 17-летняя дочь.

Куславккари йӗкӗрешсем «Лучше всех» кӑларӑмра пулнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/24733.html

— Ватӑла-киле чарӑнайми ӗҫекен пулатӑр, — кичеммӗн ӑнлантарчӗ Брянцев ӗнентерсе.

— К старости начнете пить запоем, — объяснил Брянцев мрачновато и убежденно.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах вӑл хӑй мӗн каланӑ пирки пӗр минут та ӳкӗнмесӗрех килне кайрӗ, хӑй патӗнче ӗҫекен стариксем ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, выртрӗ те тахҫантанпах ҫывӑрса курман ҫирӗп ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ.

Но, ни минуты не раскаиваясь в том, что он сказал, он пошел домой и, не взглянув на пивших у него стариков, лег и заснул таким крепким сном, каким давно не спал.

XXXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Сӑмах май каласан, эскимоссем Америкӑра пурӑнаҫҫӗ, пӑлан юнне ӗҫекен пирӗн тискер ҫынсене вара — самоедсем теҫҫӗ.

Кстати, эскимосы живут в Америке, а наши дикари, которые пьют оленью кровь, называются самоеды.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ольга лампа айӗнче, чей ӗҫекен сӗтелтен аяккарах, кресла ҫине таянса ларнӑ та, таврара мӗн пулнипе сахал интересленет.

которая сидела одна, под лампой, поодаль от чайного стола, опершись спиной на кресло, и мало занималась тем, что вокруг нее происходило.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Е хӑйӗн улпучӗ ҫав тери картла вылякан, кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫекен ҫын пулни ҫинчен пӗлтерет, ун пекки ку тарана ҫитсе те тӗнчере ҫуралман-ха, тет: вӑл ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе картла вылять тата йӳҫҫине ӗҫет, тет.

Или объявит, что барин его такой картежник и пьяница, какого свет не производил; что все ночи напролет до утра бьется в карты и пьет горькую.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Гаврик пуянсем ҫеҫ ӗҫекен шыва ӗҫет, хӑй савӑнӑҫне пӗтӗм тӗнче курать пулӗ тесе шутлать: хӗвел, пӗлӗтсем, тинӗс, ҫынсем, йытӑсем, велосипедпа ҫӳрекен ҫынсем, каруселӗн йывӑҫ лашисем, хула купальнин кассирши…

Гаврик глотал этот волшебный напиток богачей, и ему казалось, что на его триумф смотрит весь мир: солнце, облака, море, люди, собаки, велосипедисты, деревянные лошадки карусели, кассирша городской купальни…

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ӗҫекен ҫын ниме юрӑхсӑр вӑл…

Человек пьющий ни на что не годен…

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ӗҫекен ҫын хальхи саманара конкурентлӑ пулма пултараймасть, эрех-сӑра вара питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ «сывлӑх», «ӑнӑҫлӑ карьера», «ҫемье телейӗ», «ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫ», «пултарулӑха тӳрре кӑларни» йышши ӑнлавсемпе пачах та килӗшсе тӑмасть.

Пьющий человек неконкурентоспособен в современном мире, а алкоголь несовместим с такими важнейшими жизненными аспектами, как «здоровье», «успешная карьера», «семейное счастье», «материальное благополучие», «самореализация».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Преступленисене ытларах ниҫта та ӗҫлемен, малтан айӑпланнӑ, эрех ӗҫекен ҫынсем тӑваҫҫӗ.

Преступления в основном совершают люди, которые нигде не работают, ранее судимые, употребляющие алкоголь.

Эрех ӗҫекенсем йӗркене ытларах пӑсаҫҫӗ // Александр МИХОПАРКИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Витали ураран ӳкичченех эрех ӗҫекен марччӗ.

Виталий обычно не пил до упаду водку.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Витали ураран ӳкичченех эрех ӗҫекен марччӗ.

Виталий обычно не напивался до обессиления .

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

55. Манӑн Ӳтӗм — чӑн ҫимӗҫ, Манӑн Юнӑм — чӑн ӗҫмелли; 56. Ман Ӳтӗме ҫиекен, Ман Юнӑма ӗҫекен Ман ӑшӑмра пулать, Эпӗ те ун ӑшӗнче пулатӑп; 57. Мана чӗрӗлӗхлӗ Аттем ячӗ, Аттем урлӑ Эпӗ те чӗрӗлӗхлӗ, ҫавнашкал Ман Ӳтӗме ҫиекен те ҫапла Ман урлӑ чӗрӗ пулӗ.

55. Ибо Плоть Моя истинно есть пища, и Кровь Моя истинно есть питие. 56. Ядущий Мою Плоть и пиющий Мою Кровь пребывает во Мне, и Я в нем. 57. Как послал Меня живый Отец, и Я живу Отцем, так и ядущий Меня жить будет Мною.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

54. Ман Ӳтӗме ҫиекен, Ман Юнӑма ӗҫекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать, юлашки кун Эпӗ ӑна чӗртсе тӑратӑп.

54. Ядущий Мою Плоть и пиющий Мою Кровь имеет жизнь вечную, и Я воскрешу его в последний день.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ҫӳлхуҫа Ӳчӗ ҫинчен шухӑшламан пирки тивӗҫсӗр ҫиекен, тивӗҫсӗр ӗҫекен хӑйне айӑпа кӗртме ӗҫсе ҫиет.

29. Ибо, кто ест и пьет недостойно, тот ест и пьет осуждение себе, не рассуждая о Теле Господнем.

1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫав ҫӑкӑра тивӗҫсӗр ҫиекен, Ҫӳлхуҫа куркине тивӗҫсӗр ӗҫекен Ҫӳлхуҫа Ӳчӗпе Унӑн Юнӗ умӗнче айӑпа кӗрет.

27. Посему, кто будет есть хлеб сей или пить чашу Господню недостойно, виновен будет против Тела и Крови Господней.

1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус вара каланӑ вӗсене: Эпӗ ӗҫекен куркана ӗҫессе ӗҫӗр, Эпӗ куракан асапа та тӳсӗр, 40. анчах Хамӑн сылтӑм енӗмпе сулахай енӗме лартасси Манран килмест, кам валли хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑ ларӗ унта, тенӗ.

Иисус же сказал им: чашу, которую Я пью, будете пить, и крещением, которым Я крещусь, будете креститься; 40. а дать сесть у Меня по правую сторону и по левую - не от Меня зависит, но кому уготовано.

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ ӗҫекен куркана ӗҫме, Эпӗ куракан асапа тӳсме пултарайӑр-и? тенӗ.

Можете ли пить чашу, которую Я пью, и креститься крещением, которым Я крещусь?

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Даниил вара патша сӗтелӗ ҫинчи ҫимӗҫе тата патша ӗҫекен эрехе астивсе ирсӗрленес темен, ҫавӑнпа хайрансен пуҫлӑхӗнчен хӑйне ирсӗрлесрен хӑтарма ыйтнӑ.

8. Даниил положил в сердце своем не оскверняться яствами со стола царского и вином, какое пьет царь, и потому просил начальника евнухов о том, чтобы не оскверняться ему.

Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех