Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Куславккари йӗкӗрешсем «Лучше всех» кӑларӑмра пулнӑ

Автор: Таисия Ташней

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/news/24733.html

Хушнӑ: 2020.03.24 11:03

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 104

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Культура

Вырсарникун каҫхине Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Лучше всех» телекӑларӑмра Чӑваш Енри маттур та ӑслӑ йӗкӗрешсемпе паллаштарчӗҫ. 11 ҫулти Адель тата Радель Фаизовсем — Куславккаран. Вӗсем тем те пӗлеҫҫӗ: куҫ мӗншӗн шӑннине те, вулкан сирпӗннин сӑлтавне те. Пӗртӑвансем хӑйсен ӑс-тӑнне тупӑшса тенӗ пек кӑтартрӗҫ.

Пӗрремӗш каналпа Чӑваш Енри ҫемьесем пирки ҫак кунсенче ҫине-ҫинех илтме тивнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Шел те, ыррипе мар. «Мужское/Женское» кӑларӑмра Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт салинчи ӗҫекен хӗрарӑма тата унпа нушаланса пурӑнакан 17-ри хӗре кӑтартнӑччӗ. Ӗнер вара — Етӗрне районӗнчи Тури Ирҫери тепӗр ҫемьене. Унта хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ, икӗ ывӑлӗпе пӗр хӗрне ашшӗпе пӑрахса хӑварнӑ терӗҫ. Ик тӗслӗхӗнче те опекӑпа асӑрхав органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни сисӗнчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех