Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем хывӑнса, кӗпи-йӗмӗсене йытҫырли тӗми айне хума ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, ҫав вӑхӑтра инҫетре, икӗ ҫыран хушшине ӳкнӗ хӗвел пайӑрки йӑлтӑрккийӗ леш енче темле шӗвӗр тӑрӑллӑ ҫӑм шӗлепке евӗр хура япала курӑнса кайрӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Андрей, ҫӗр каҫиччен, кӳршисенчен хӑш-пӗрне курма та ӗлкӗрнӗччӗ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унта халӑх самай йышлӑн пуҫтарӑнма ӗлкӗрнӗччӗ; клеенка витнӗ вӑрӑм сӗтел хушшинчи вырӑнсене пӗтӗмпе тенӗ пекех йышӑнса пӗтернӗччӗ.Там уже набралось много народа; почти все места за длинным, покрытым клеенкой столом были заняты.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пилӗк-ултӑ хусах офицер кану каҫне ҫитсе тӑма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, анчах дамӑсем килейменччӗ-ха.Пять-шесть холостых офицеров уже сошлись на вечер, но дамы еще не съезжались.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Хальхинче вӑл сире тӗрӗссинех каланӑ, — терӗ вара Огнянов, комитет членӗсене паян вӑл хӑй мӗн курни-пӗлнине каласа пама ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, Карнарти трактирте пулса иртнӗ пӗчӗк ӗҫ ҫинчен ҫеҫ асӑнма манса кайнӑччӗ.
X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл ашшӗне ӑсатма тесе картишне тухрӗ, ашшӗ хапхаран тухса кайма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, вӑл ытла ҫилленсе ҫитнӗччӗ, тарӑхни пек килнелле кайрӗ.Она вышла во двор, так как ее отец, сердитый и расстроенный, был уже за воротами.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл, лутра хӑях витӗр, урисене ҫӳле ҫӗкле-ҫӗкле, шыв варринчи таса вырӑн патнелле икӗ-виҫӗ утӑм тума ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, ҫав самантра сасартӑк сылтӑм ура тупанӗпе хӑй темле йӑшӑлкка та япӑлкка, сивӗ япала ҫине пуснине, пакӑлчакран ҫӳлерех темскер сӑхса илнине туйрӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ ӑна чӑпӑрккапа хӑваласа ярса, ҫӗнӗрен вырнаҫса ларма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, вӑл каллех кӗтесрен ҫаврӑнса тухать…Прогнал я его кнутом и только что сызнова пристроился, а он опять выворачивается из-за угла…
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑлта ҫиппине хуллен хыпашласа тупма тата унӑн вӗҫне ҫӑвара хыпма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ эпӗ, мучи вӑлтине ҫӳлелле ка-а-арт! туртрӗ.Только что потихонечку нашшупал леску и рот к ней приложил, а дед ка-ак смыканет удилищу вверх!
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Яков Лукич кинӗ ун патӗнчен пушӑ чашӑк илсе тухма ӗлкӗрнӗччӗ кӑна, тулта кӗҫӗн алӑк чӗриклетни илтӗнсе кайрӗ.Едва лишь сноха вынесла от него пустую миску, как на базу скрипнула калитка.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Разметнов, кӗҫех Лапшинова ҫӗклесе тӑратса, килхушшинчен тӗртсе кӑларса ярасшӑнччӗ, вӑл: «Эсӗ агитацилесе ан тӑнӑ пултӑр, унсӑрӑн…» тесе кӑшкӑрма та ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, ҫав самантрах крыльца ҫинче, Демка карлӑк ҫумне сӗвенсе тӑнӑ ҫӗрте, сасартӑках шӑв-шав, тӗркешӳ тапранчӗ…
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вара кунтах ҫӗр каҫмалла пулать иккен тенӗ, шухӑшӗпе татӑклӑн килӗшме ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ землемер, — вӑрман ӑшӗнчен, ҫиле май, такам нӑйкӑшнӑ сасӑ илтӗннӗ.и помирился с мыслью о ночевке в лесу, слабый ветерок донес до него чей-то стон.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Чылай ҫӗрлеччӗ ӗнтӗ, эпир, сывпуллашса, пӗр-пӗринчен самай аякка уйрӑлса кайма ӗлкӗрнӗччӗ, эпӗ сасартӑк хам хыҫра Олеся сассине илтрӗм:
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ку вӑхӑт тӗлне эпӗ (калас-тӑк, пӗтӗмпех калас) пӗр пӗчӗк хаҫатра икӗ вӗлерӳпе те пӗри хӑйне хӑй вӗлернипе ҫыхӑннӑ калав ҫаптарса кӑларма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, унтан ҫыравҫӑшӑн йӑла-йӗркене сӑнани усӑллӑ пулнине теори тӗлӗшпе пӗлкеленӗ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл сӑрӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑччӗ, эпӗ шкула кайса киличчен, ҫамки ҫинчи ҫӳҫ пайӑркисем пасарма та ӗлкӗрнӗччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл хӑйӗн лашине ҫапрӗ те ансӑр та хӑрушӑ ҫул тӑрӑх ут-вӗттин чуптарса кайрӗ; ҫав тери хӑвӑрт кайнипе эпӗ ӑна аран-аран хӑваласа ҫитрӗм, вӑл ыттисемпе пӗрлешме ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кӑшт ҫеҫ хӑпарма ӗлкӗрнӗччӗ, каллех халтан кайса аялалла шуса анчӗ.Он сделал только несколько движений и соскользнул, обессиленный и немощный.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпӗ старике аран-аран туртса кӑлартӑм, шыв вара пушмак пӑрӑва аякках юхтарса кайма ӗлкӗрнӗччӗ.Я кой старика-то вытаскивал, телка нашего на дресву оттащило.
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.
Августӑн 1-мӗшӗ тӗлне ҫак шутран 103 гектарне ҫапса илме те ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ.
Урпа анинче ӗҫ вӗрет // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02
Давид сикме хатӗрленнӗ тӗлелле юхакан пӑр катӑкӗ ҫырантан ҫур хӑлаҫ пек шалалла кайма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№