Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тен, Илюша, хӑй умӗнче мӗн калаҫнине, мӗн тунине тахҫантанпах асӑрхать, ӑнланать пулӗ: унӑн ашшӗ плис шӑлавар, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ хӑмӑр пустав курткӑ тӑхӑннӑскер, аллисене ҫурӑм хыҫне тытать те, кӗтесрен кӗтесе кӑна уткаласа ҫӳрет, табак шӑршлать тата сӑмса шӑнкарать, урӑх нимӗн те тумасть; амӑшӗ вара кофе хыҫҫӑн чей ӗҫет, чей хыҫҫӑн апат ҫиет; ашшӗ ҫынсем утӑ ҫулса е тырӑ вырса миҫе капан тунине тӗрӗслеме те шутламасть, ӗҫри ҫитменлӗхсене курсан нихҫан та вӑрҫмасть, анчах ӑна сӑмса тутри хӑвӑрт пырса ан пар ҫеҫ — вӑл йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен кӑшкӑрма тытӑнать, кил-ҫурта кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хирте утӑ капанӗ утса ҫӳрет тесе калаччӑр вӗсене — вӗсем ним шухӑшласа тӑмасӑрах ҫакна ӗненеҫҫӗ; кам та пулсан: акӑ ҫак сурӑх мар, мӗнле те пулин Марфа е Степанида тухатмӑш, тесе сӑмах кӑларса ярсан — вӗсем сурӑхран та, Марфаран та хӑракан пулаҫҫӗ: мӗншӗн сурӑх сурӑхах пулманни ҫинчен, мӗншӗн Марфа тухатмӑш пулса тӑни ҫинчен ыйтса пӗлес шухӑш вӗсен пуҫне пырса та кӗмест, ҫитменнине тата ҫакна ӗненмесӗр иккӗленекенсем ҫине сиксех ӳкеҫҫӗ, — ҫав тери вӑйлӑ ӗненеҫҫӗ Обломовкӑра тӗлӗнмелле хӑвата!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫынпа хӑйӗнпе те тем чухлех ӑнланмалла мар япаласем пулса иртеҫҫӗ: чылайччен аванах пурӑнать ҫын — ним те ҫук, унтан сасартӑк ӑнланса илмелле мар палкама пуҫлать е ют ҫын сассипе кӑшкӑрма тытӑнать, е каҫсерен ыйхӑ тӗлӗшпе аташса ҫӳрет; тепри кӗтмен ҫӗртенех кукӑрӑлса ӳкет те, ҫӗр ҫинче тапкалашма тапратать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Е тата сасартӑк ҫӳлтен янӑ асапсем, ҫулӑм юпасемпе ҫӑмхасем килсе тухаҫҫӗ; лере вара, тин виле пытарнӑ шӑтӑк ҫинче, ҫутӑ курӑнса каять, е вӑрманта такам уткаласа ҫӳрет; вӑл, аллине хунар тытнӑ пекех, ҫитменнине тата хӑрушшӑн ахӑлтатать, тӗттӗмре куҫӗсене йӑлтӑртаттарать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ уҫӑлса ҫӳремелле-и, — хирӗҫ чӗнет амӑшӗ, — нӳрӗ, уруна шӑнтатӑн; тата хӑрушӑ та: халӗ вӑрманта арҫури ҫӳрет, вӑл пӗчӗк ачасене йӑтса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн кашниех мӗн те пулин тӑвать: пӗри ҫырма хӗррине кайса ҫыран тӑрӑх хуллен уткаласа ҫӳрет, ури вӗҫӗпе вӗтӗ чулсене шыва тӗрте-тӗрте антарать; тепри чӳрече умне ларать те куҫа курӑнакан кашни япаланах асӑрхаса юлать: картишӗнче кушак чупса иртет-и, чавка вӗҫсе каять-и, сӑнаса ларакан ҫын, пуҫне сылтӑмалла е сулахаялла пӑркаласа, ӑна та, кӑна та, куҫӗпе тата сӑмси вӗҫӗпе ӑсатса ярать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нуша ӑна кӗтесрен кӗтесе хӑвалать, вара вӑл кунӗ-кунӗпе чупса ҫӳрет.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗлӗкхи Калеб, питӗ лайӑх вӗрентнӗ сунарҫӑ йытти пек, сыхлама панӑ апат-ҫимӗҫе тӗкӗниччен вилсе каять; ку вара хӑйне шанса паманнине те мӗн те пулин ҫисе е ӗҫсе ярасшӑн ҫеҫ пӑхкаласа ҫӳрет; лешӗ улпутсене ытларах ҫитересшӗн тӑрӑшнӑ, ҫимесен — хуйхӑрса ҫӳренӗ, ку акӑ турилкке ҫине мӗн хурса панине улпучӗ пӗтӗмпех ҫисе ярасран хуйхӑрать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗн туса ҫӳрет вӑл ют ҫӗрсенче?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ авӑ таҫта ҫапкаланса ҫӳрет, шуйттан пӗлет-и! — малалла каларӗ Тарантьев.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сасартӑк ашшӗ панӑ хӗрӗх пинрен виҫҫӗр пине ҫитернӗ, службӑра та надворнӑй советникрен иртнӗ, ученӑй тата… халӗ авӑ ҫул ҫӳрет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑйне майлӑ пуранас тесен, урӑхла каласан, чӗнмесӗр выртас, тӗлӗрес, е пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрес тесен, Алексеев пӳртре пулман пекех туйӑнать: вӑл та шарламасть, тӗлӗрет е кӗнеке тытса ларать, куҫҫулӗ тухичченех анаслакаласа, картинӑсемпе тӗрлӗ япаласене пӑхкаласа ҫӳрет.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ку уншӑн пурпӗрех пулас, вӑл хӑйӗн костюмӗшӗн именсех тӑмасть, тата ӑна темле намӑссӑр тивӗҫлӗхпе тӑхӑнса ҫӳрет.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Часах таврӑнатӑп, тесе ҫырать, хӑй вара, шуйттан пӗлет-и, таҫта ҫапкаланса ҫӳрет!
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ирӗклӗ те канлӗ пулма юратнӑран, Обломов килте яланах галстуксӑр, жилетсӑр ҫӳрет.Обломов всегда ходил дома без галстука и без жилета, потому что любил простор и приволье.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кронштадтра Алексей вырсарни шкула ҫӳрет, нумай вӗренет.И там, в Кронштадте, он смог посещать воскресную школу, много занимался.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кашни эрнере 3 хут Лондонран карапсем тӑвакан завода кайса ҫӳрет вӑл.Раз в три недели ему приходилось ездить из Лондона на судостроительные верфи.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ку броненосец тинӗсре ишсе ҫӳрет.
Ҫирӗммӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Унта «Виктория» карапӑн моделӗ ишсе ҫӳрет.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл унта служба тивӗҫӗсемпе е хӑйӗн ӗҫӗпе кайса ҫӳрет, Мускаври математика обществинче докладсем тӑвать.Он приезжал туда по служебным делам и по личным, делал доклады в Московском математическом обществе.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.