Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗтӗлсе (тĕпĕ: ҫӗтӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳхе хут ҫӗтӗлсе пӗтнӗ хыҫҫӑн та Аксинья пӗтӗм ҫырӑва юлашки йӗрки таранччен пӗр такӑнмасӑр каласа пачӗ.

И после, когда тонкая бумага уже превратилась в лохмотья, Аксинья без запинки рассказывала все письмо до последней строчки.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Иккӗмӗш курсра чухне ҫӑпати ҫӗтӗлсе тухнӑ та техникума икӗ эрне ҫара уран ҫӳреме тивнӗ унӑн.

Сказывали, на втором курсе истрепались лапти-то, и две недели пришлось ему босиком топать.

Пӗчӗк космонавт // Альбина Исемпи. Альбина Исемпи (Васильева А.П.) Пӗчӗк космонавт. — Шупашкар: 2008. — 16 с, илл.

Таньӑн ҫӗтӗлсе те кивелсе пӗтнӗ учебникӗсем.

Старые, потрепанные Танины учебники.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Темиҫе ҫӗрте саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ, шӑлавар вӗҫӗсене кунчисем ӑшне ҫавӑрса чикнӗ шурӑ чӑлхисем ҫӗтӗлсе пӗтнӗ; ҫавӑнпа куҫ илми ытараймасӑр пӑхать те казак тӑхӑнса ҫӗтейми хулӑн тӗпӗсемпе, йӑлтӑрти ҫутӑ тӗс пуклешкисемпе илӗртсе ӑмсантаракан акӑлчан ботинкисем ҫине.

Белые, многократно штопанные шерстяные чулки, с заправленными в них шароварами, были изорваны; потому-то казак и не сводил очарованного взгляда с английских ботинок, прельщавших его толщиною неизносных подошв, ярко блестевшими медными пистонами.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл час-часах вӗри хӑйӑр ҫине пичӗпе ӳкрӗ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ пӳс кӗпин таса мар лӑстӑкӗсене ҫил тӑрмаларӗ, ҫавӑн чух вара конвоирсене унӑн ӳчӗ карӑнса туртӑннӑ сарлака шӑмӑллӑ ҫурӑмӗпе чармакласа хунӑ урисен ҫуркаланса пӗтнӗ хура тупанӗсем курӑнчӗҫ.

Он часто падал лицом в раскаленный песок, ветер трепал грязные лохмотья бязевой рубашки, и тогда конвоирам были видны его туго обтянутая кожей костистая спина и черные потрепавшиеся подошвы раскинутых ног.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксинья Вешенскинче Григорипе тӗл пулкалани ҫинчен Степан те хутор казакӗсенчен пӗлнӗ, те чӗри сиснӗ, — сасартӑк тунсӑхла пуҫларӗ, ним мар ҫӗртен взвод командирӗпе ҫӗтӗлсе илчӗ, хурала кайма шат та пат хирӗҫ пулчӗ.

Узнал ли от хуторных казаков Степан или подсказало ему сердце, что Аксинья в Вешенской встречается с Григорием, но вдруг заскучал он, ни с того ни с сего поругался со взводным и наотрез отказался нести караульную службу.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫул ҫинче салтаксен тумтирӗсем ҫӗтӗлсе пӗтнӗ.

Оборвались в пути солдаты.

Ҫӗнӗ пушмаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пушмакӗсем вӗсен ҫӗтӗлсе пӗтнӗ.

Пообтрепались башмаки на дорогах.

Куҫни // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Лагутинӑн ҫӗтӗлсе тухнӑ аялти йӗмӗ витӗр сайра ҫӑмпа витӗннӗ сарӑ ӳтлӗ пӗҫҫи ҫаралса курӑнать.

У Лагутина порванные исподники оголили желтокожую голень, поросшую редким волосом.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗр каҫичченех ҫӗтӗлсе тухмӗ шӑлавару, шуҫӑмла йӗпе йӗмпе те ҫӳлти патшалӑха йышӑнаҫҫӗ…

За ночь шароваров не износишь, а на зорьке и в мокрых в царство небесное пустят…

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ахаль кӑна калатӑп та — хамӑн та ман арӑм алӑри ачапа юлать, пӗтӗмпех ҫӗтӗлсе кайнӑ, ҫӑнӑх та юлман… епле-ха вӑл — пуҫтарӑннӑ та тухса утнӑ пултӑр?

К слову сказать, и у меня баба с дитем, и обносились, и муки нету… как же так — сгребся да ушел?

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пурте хӑйсем этем пӑхмалла мар ҫӗтӗлсе, вараланса пӗтнӗ.

Все они были невероятно оборванны, грязны.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иртсе кайсан ҫакна асӑрхарӑм: сулахай енчерехре пуля шӑтарса тухнӑ тӗлте, ҫӗр ҫине юн самаях нумай юхса хытса ларнӑ, тата мундирӗ татӑк-татӑккӑн ҫӗтӗлсе тухнӑ.

Проезжая, заметил, что с левой стороны, там, где она вышла, — пятно и подтек крови на земле гораздо больше и мундир вырван хлопьями.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӑнахах та, ман кӗпе-йӗмӗмсем пӗтӗмпе ҫӗтӗлсе пӗтнӗ лӑстӑк-ластӑк.

Действительно, белье мое — изношенный кошмар.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Елизаветӑна юратни ҫинчен халӗ каласа памасан, тата ик уйӑхран кая юлать вара; брюкисем ҫӗтӗлсе кайӗҫ те, вара нимӗнле сӑмахпа та ҫавӑрайман ӑна.

Если не объясниться сейчас, то через два месяца будет уже поздно; брюки износятся и обопреют в таком месте, что никакое объяснение будет немыслимо.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗтӗлсе кайнӑ шӑлаварне ҫӗлесе ларакан взводнӑй урядник аллинчи йӗпне картуз аҫлӑкӗ ӑшне чиксе хучӗ.

Взводный урядник воткнул в подкладку фуражки иглу (он зашивал прохудившиеся шаровары).

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Горницӑра Гришака асатте ларать, ҫӗтӗлсе, ҫурта тумламӗсемпе вараланса пӗтнӗ, сӑран хуплашкаллӑ евангелие вулать.

В горенке сидел дед Гришака, читал затрепанное, закапанное воском, в кожаном переплете Евангелие.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӗтел ҫинче икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал йӗнни (чехолӗ) тата ҫӗтӗлсе пӗтнӗ симӗс пурҫӑн хӑюллӑ ягдташ выртаҫҫӗ.

На столе валялся чехол от двустволки и ягдташ с истрепанными зелеными шелковыми махрами.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Никитин ҫине куҫрӗҫ, унтан, раштав тӗлӗнче, Штокман пӗр ҫӗтӗлсе вараланса пӗтнӗ хуплашкасӑр тетраде вуласа тухма сӗнчӗ.

Перешли на Никитина, а около Рождества предложил Штокман почитать затрепанную, беспереплетную тетрадку.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ахаль ляхӗсем те вӗсенчен каях юлмаҫҫӗ: ҫӗтӗлсе пӗтнӗ сӑхман ҫаннисене каялла янӑ та, тем чаплӑ ӗҫ тунӑ пекех, каҫӑрӑлса утса ҫӳреҫҫӗ.

Ни в чем не уступает им и челядь: позакидали назад рукава оборванных жупанов своих и ходят козырем, как будто бы что путное.

VIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех