Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗршывсене (тĕпĕ: ҫӗршыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӗрлӗ Ҫар Европӑри ҫӗршывсене ирӗке кӑларса малалла кайнӑ.

Красная Армия начала свой великий освободительный поход по Европе.

Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Караппа ют ҫӗршывсене ҫӳрекенсем, хӑрушлӑха пӑхмасӑр, Герценпа Огаревӑн «Колоколне» те илсе килкеленӗ.

Те, кто отправлялся в плавание за границу, с риском для жизни провозили «Колокол» Герцена и Огарева.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӑл инҫетри ҫӗршывсене ҫул тытакан карапсене, унта команда янраса кайнине, ҫил парӑссене карӑнтарнине куҫӗ умне кӑларчӗ.

Он представлял, как корабли уходят в дальние страны, раздаются команды, ветер упруго надувает паруса.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Мӗн тери ҫӗршывсене нимӗҫ пӗр эрне хушшинче танксемпе таптаса тухрӗ!

Какие страны немец за недели танками затаптывал!

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тен, ӑна ют ҫӗршывсене ӑсатма тытса хупнӑ?

Ее наверняка отправят в заморские страны.

Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив

Вӑл, инҫете-инҫете, пӗлмен ҫӗршывсене тинӗссем урлӑ кайса, тӑван ҫӗршыва нихҫан, та таврӑнмасан, мӗн пулӗччӗ-ши?

Что, если б уехать — далеко-далеко, в неведомые заморские страны, и больше никогда не возвращаться!

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ӑшӑ ҫӗршывсене кайма хатӗрленнӗ май вӗсем инҫерен инҫе вӗҫсе-ҫаврӑнса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/

Вӗсем хӗвеланӑҫри ҫӗршывсене кайма палӑртнӑ.

Они намерены посетить западные страны.

Никита Тӗнче мӑшӑрӗпе тата пӗчӗк хӗрӗпе ҫула тухӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21836.html

Вӑл летчика вӗренсе тухса пысӑк самолетсемпе тӗрлӗ ҫӗршывсене вӗҫет.

Он выучился на летчика и летает на больших самолетах в разные страны.

Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ют ҫӗршывсене пулӑшма вӑй ҫитеретпӗр пулсан хамӑр халӑх пирки те пӑртак шухӑшламалла мар-им?

Если у нас хватает сил помочь чужим странам, нельзя ли немного думать о нашем народе?

Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Чӑваш Енӗн чӑннипех пысӑк туризм вӑй-хӑвачӗ пур: сайра тӗл пулакан ҫутҫанталӑк, хӑйнеевӗрлӗ культура тата йӑла-йӗрке, эпир вӗсемпе пӗтӗм Раҫҫее тата ют ҫӗршывсене те паллаштарма хатӗр.

У Чувашии есть огромный туристский потенциал: уникальная природа, самобытные культура и традиции, которыми мы готовы делиться со всей Россией и зарубежными странами.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

«Пирӗн продукцие ют ҫӗршывсене сутас енӗпе хастартарах ӗҫлемелле», - терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

15. Эпир, виҫерен тухса, ҫын тунипе мухтанмастпӑр, эсир ҫирӗпрех ӗненнӗҫемӗн ҫак ҫӗртех сирӗн хушшӑрта тата тухӑҫлӑрах ӗҫлеме ӗмӗтленетпӗр, 16. кайран вара Ырӑ Хыпара пӗлтермешкӗн урӑх ҫӗршывсене те кайӑпӑр, унта ыттисем тунӑ ӗҫпе мухтанмӑпӑр.

15. Мы не без меры хвалимся, не чужими трудами, но надеемся, с возрастанием веры вашей, с избытком увеличить в вас удел наш, 16. так чтобы и далее вас проповедывать Евангелие, а не хвалиться готовым в чужом уделе.

2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Патша вара ҫарӑн тепӗр ҫуррине хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӗр хӗрӗх ҫиччӗмӗш ҫулхине Антиохи хулинчен, патша хулинчен, тухса кайнӑ, Евфрат шывӗ урлӑ каҫса тури ҫӗршывсене ҫитнӗ.

37. Царь же взял остальную половину войска и отправился из Антиохии, престольного города своего, в сто сорок седьмом году, и, перейдя реку Евфрат, прошел верхние страны.

1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Лӑпкӑ пурӑнӑҫлӑ та тулӑх ҫимӗҫлӗ ҫӗршывсене пырса кӗрӗ, унта вӑл хӑйӗн ашшӗсемпе ашшӗсенӗн ашшӗсем туманнине тӑвӗ; туртса илнине, ҫаратса тултарнӑ пурлӑха тата пуянлӑха хӑйсеннисемпе пӗрле салатса пӗтерӗ, ӗнтӗ керемсене ярса илме те шухӑш тытӗ, анчах та ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулӗ.

24. Он войдет в мирные и плодоносные страны, и совершит то, чего не делали отцы его и отцы отцов его; добычу, награбленное имущество и богатство будет расточать своим и на крепости будет иметь замыслы свои, но только до времени.

Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — тӳрӗ, эпир вара халӗ намӑс айне пултӑмӑр — Иудейӑра, Иерусалимра пурӑнакан пур халӑх та, пӗтӗм Израиль те: ҫывӑхра пурӑнаканнисем те, аякра пурӑнаканнисем те, Эсӗ хӑвӑнтан пӑрӑннӑшӑн ытти ҫӗршывсене хӑваласа янисем те.

7. У Тебя, Господи, правда, а у нас на лицах стыд, как день сей, у каждого Иудея, у жителей Иерусалима и у всего Израиля, у ближних и дальних, во всех странах, куда Ты изгнал их за отступление их, с каким они отступили от Тебя.

Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, чӑнах ҫапла — Ассири патшисем ҫӗршывсене, вӗсен ҫӗрӗсене ҫаратса тухрӗҫ, 19. вӗсен туррисене вут-ҫулӑма ывӑтрӗҫ; анчах та вӗсем турӑсем мар, этем алли ӑсталанӑ йӗрӗхсем — йывӑҫ та чул, ҫавӑнпа тӗп тунӑ та ӗнтӗ вӗсене.

18. Правда, о, Господи! цари Ассирийские опустошили все страны и земли их 19. и побросали богов их в огонь; но это были не боги, а изделие рук человеческих, дерево и камень, потому и истребили их.

Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех