Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑл сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑмӑл (тĕпĕ: ҫӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта сортсене уйӑрма ҫӑмӑл пултӑр тесе ячӗсене ҫырса ҫакнӑ: «Вернисаж», «Гибрия», «Кураж» тата ытти те.

Чтобы легко ориентироваться в сортах, здесь везде висят таблички: «Вернисаж», «Гибрия», «Кураж» и так далее.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Пахча ҫимӗҫ ӳстерме, ӑна вырнаҫтарма ҫӑмӑл мар, ир пуҫласа мӗн каҫчен тар тӑкма тивет.

Не легко выращивать овощи, поставлять все это на рынок, приходится с утра до вечера работать без устали.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Выльӑх-чӗр-лӗх тытма ҫӑмӑл мар, паллах.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Парти пирки калама кӑна ҫӑмӑл: ҫав вӑхӑтри лару-тӑру условийӗсенче юриспруденци, экономика, культура тытӑмӗсем мӗнле пулмаллине те шута илмелле, «таса партилӗх тата таса политика» ҫук.

О партии только говорить легко: надо еще учесть какими должны быть структуры юриспруденции, экономики, культуры в условиях ситуаций данного времени, "ясной партийности и чистой политики" нет.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Ҫак кунсенче ҫӑмӑл атлетика командисене Сочи ҫӗршыв чемпионатне пухрӗ.

В эти дни Сочи собрал команды легкой атлетики на чемпионат страны.

Сочирен — Шупашкара // Хыпар. «Хыпар», 2016.06.07, 86-87№

Ҫӑмӑл атлетсен тата футболистсен тупӑшӑвӗнче туслӑх ҫӗнтерчӗ.

В состязании легкоатлетов и футболистов победила дружба.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Чӑваш Ен адвокачӗсенчен тӗслӗх илме пулать: ытларикун вӗсем ЧР Адвокатсен палатин пӗрлӗхӗсен хушшинчи ҫӑмӑл атлетика тата мини-футбол турнирне Шупашкарти «Энергия» стадиона пухӑнчӗҫ.

Можно брать пример с адвокатов Чувашии: во вторник они собрались на стадионе "Энергия" г.Чебоксары для проведения турнира по мини-футболу и легкой атлетике между обьдинениями Адвокатских палат ЧР.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Клиентсене ҫырлахтарма пур чухне те ҫӑмӑл мар иккен.

Оказывается, удовлетворить клиентов во всех случаях не легко.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

«Трактористсен» ӗҫ-хӗлӗ вара чӑннипех ҫӑмӑл мар.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫавӑнпа хуласен ҫывӑхӗнчи ял тӑрӑхӗсенче патшалӑх пулӑшакан специалистсене ҫурт валли лаптӑк илме ҫӑмӑл мар.

Поэтому нелегко получить земельные участки в сельских поселениях близи города для постройки жилья специалистам, получающим помощь от государства.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Мӗншӗн тесен ачасемпе ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, хальхи вӑхӑтра уйрӑмах.

Потому что с детьми работать не легко, особенно в наши дни.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Пӗр сӑввинче вӑл хӑйӗн вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫӑмӑл мар ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне сӑнарлӑн ӳкерсе кӑтартнӑ.

В одном из стихов она образно рисует свое детство и молодость в годы войны.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хӑшӗ-пӗрисем хурӑнташӗсем ҫул ҫитсе вилнишӗн савӑнса, хӑйсем валли те ҫавнашкал телей килессе ӗмӗтленсе чӗркуҫҫи ҫине тӑрса кӗл тӑваҫҫӗ: «Асатте-асанне… Атте, анне, ачасем… тӑвансемпе хурӑнташсем — пурте пил тӑвӑр… Эпир ҫинине эсир те ҫийӗр… Эпир ӗҫнине эсир те ӗҫӗр… Эпир тутӑ — эсир те тутӑ пулӑр… Йывӑр тӑпрӑрсем ҫӑмӑл пулччӑр… Чунӑрсем сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳреччӗр…»

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Сӑвӑ уҫҫӑн янӑрать, ҫӑмӑл вуланать.

Стихотворение звучит звонко, читается легко.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Кӗркуннехи вӑрманта ир те, каҫ та ҫӑмӑл пулман ӑна.

В осеннем лесу и утром и вечером ему было нелегко.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Тӗрӗссипе, ватлӑхра тӗрлӗ сӑлтавпа — пӗрисене ҫемье ҫавӑрма пӳрмен, иккӗмӗшӗсен ывӑл-хӗрӗ тӗнче тӑрӑх саланнӑ, виҫҫӗмӗшӗсен ачи-пӑчи этем картинчен тухнипе ашшӗ-амӑшне кӑна мар, хӑйсене те тӑрантарса-пӑхса пурӑнаймасть — пӗчченлӗхре юлнӑскерсене кун-ҫула тытса пыма ҫӑмӑл пулнӑ тетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Полици тунмасть: ҫӗнӗ йышши технологисене ҫӑварлӑхланӑ преступниксене тупса палӑртма пӗртте ҫӑмӑл мар.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

ЧАССР тава тивӗҫлӗ учителӗ, Раҫҫей Федерацийӗн физкультурӑпа спорт отличникӗ, ҫӑмӑл атлетика енӗпе Совет Союзӗнчи ялти спортсменсен пилӗк хут чемпионӗ Рассых Камалетдинов ҫак кунсенче 90 ҫул тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пурнӑҫра йывӑрлӑхсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ, вӗсене вара парӑнтарма ҫӑмӑл мар.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ӗлӗкхи пек тарӑн ҫырмасене, хура вӑрмансене тарса пурӑнмалла мар, инҫе ҫула тухма та ҫӑмӑл: машинӑпа самолет кирлӗ ҫӗре хӑвӑрт илсе ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех