Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑкӑра (тĕпĕ: ҫӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла ҫур ҫӑкӑра пӗтӗмпех таткаласа пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Карчӑк ҫӑкӑра хуҫса илсе манӑн пуҫ йӗри-тавра ҫавӑрчӗ, вара ура вӗҫӗнче ларакан йывӑҫ чарана пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Карчӑк ҫӑкӑра хул айне хӗстерсе уҫӑ алӑк умне ҫенӗкелле пӑхса тӑчӗ, унта такама курнӑ пек, тинкерсе пӑхса тӑма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

(Ҫӑкӑра «таврӑнмасӑр», пиҫсе тухнӑ-тухманах касма юраманнине пӗлетпӗр эпӗр.)

(Мы терпеливо ждем, ибо знаем, что хлеб должен «отпыхнуть», сразу его нельзя ни нарезать, ни есть.)

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан анне кӑмака питлӗхне уҫса пӑхни, тӗпелти сакка шӑлса типӗтни; ҫӑкӑрне пӗрерӗн кӑларса тӗпне аллипе шак-шак-шак шаккани, ӑна кӗл ҫыпӑҫасран таса тутӑр таткипе шӑлса илни; шакӑр тухса выртнӑ ҫӑкӑра ҫӳхе ал шӑллипе витсе хуни.

И вот наконец мать открывает заслонку и, загодя протерев чистой тряпкой лавку, начинает один за другим вынимать из печи душистые караваи. Она постукивает их по донышку — проверяет, готовы ли, отряхивает лишнюю золу белой тряпкой и укладывает звонкие головки в ряд, укрывает тонким полотенцем.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тирне чӗтреткелерӗ пулсан та текех ҫилленмерӗ лаша, тутлӑн шӑршласа ывӑҫ тупанӗ ҫинчи ҫӑкӑра тутипе асӑрханса хыпса ҫисе ячӗ.

Та передернулась всем телом, но больше не злилась, а понюхала вкусно пахнущий кусочек и осторожно слизнула его с ладони Яндула.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каярахпа Янтул пуҫламан ҫӑкӑра карта тӑрӑх йӑвалантарса ҫӳрекен сыснана кутӗнчен тапса сиктерчӗ.

Позднее Яндул дал хорошего пинка под зад поповской хрюшке, что возила по двору непочатый каравай хлеба.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Е… хӑйне валли туянасчӗ ку лашана, хӑй ҫиес ҫӑкӑра ӑна парӗччӗ ача.

А может… самому забрать лошадь — и все? Он бы свой хлеб ей отдавал, лишь бы она жила.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑкӑра хӗрарӑмсем кӑмакаран вӑхӑтра кӑларма пӗлнӗ пекех, кӗтсе тӑракан ҫын патне те ни кая юлмасӑр, ни кирлӗ вӑхӑт ҫитмесӗр тухмалла мар.

Тут главное верно рассчитать момент подобно тому, как женщины угадывают точное время, когда вынимать из печи готовый хлеб, — ни раньше, ни позже.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене ҫӑкӑра тирпейлӗ тытмалли пирки ӑнлантарса каламасть-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

Ачаран пултӑр пирӗн асра, Тӗпретме юрамасть ҫӑкӑра!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

«Иккӗмӗш ҫӑкӑра» хальлӗхе 43 гектар ҫинчен 1370 тонна пуҫтарса кӗнӗ, вӑтам тухӑҫ кашни гектартан 318 центнер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/09/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

Паянхи куна «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 171 гектар ҫинчен 5701 тонна пуҫтарса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2022/09/16/ce%d1%80%d1 ... %d0%b5cce/

Пулман пек нимӗн те, шыв ӗҫрӗ, Йӗпетрӗ типнӗ ҫӑкӑра.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Пӗрлешме юрамасть, ун пек вӗсем пирӗн ҫӑкӑра ҫиме тытӑнаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑрҫма эс ман алӑри ҫӑкӑра туртса илмен.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Иккӗмӗш ҫӑкӑра» 578 гектар ҫинчен кӑларса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир айккинче тӑрса юлмастпӑр! // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

— Халлӗхе унсӑр та пурӑнӑпӑр, ӳлӗмрен кирлӗ пулӗ, ӳлӗмрен вӑл ак ҫӑкӑра перекетлӗ, — теҫҫӗ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иштерек вара кӗсйинчи ҫӑкӑра пӗтӗмпех ӑна хыптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша тӑвар сапнӑ ҫӑкӑра кӑптӑрт-кӑптӑрт чӑмларӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех