Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑкӑра (тĕпĕ: ҫӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Таня касса хунӑ ҫӑкӑра тӗкӗнмерӗ, кӗсйинчен хӑйӗн паёкне кӑларса кӑшт хуҫса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӑшисем ҫӑкӑра питӗ юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӑкӑра хыпса илчӗ те ҫӗре пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Мӗн пулчӗ тата сана? Ме, ҫи!» — тесе ҫӑкӑра кӑтартса ун ҫывӑхнех утса пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ хамӑн ҫӑкӑра ҫитерсе ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Праски те, Анук шӑртланнине илтмен пек, кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Кин, кин… Иксӗр мӑшӑрланса пурӑнма пуҫласан, юрату та килӗ. Эпир те ашшӗпе, хӗрпе каччӑ чухне, пӗр-пӗрне пӗлмен. Мӑшӑрлантӑмӑр та чунтан юратакан пултӑмӑр. Ак ӗнтӗ вӑтӑр ҫула яхӑн килӗштерсе пурӑнатпӑр. Эсир те ҫавах пулӑр. Сӗтел хушшине лар та пирӗн ҫӑкӑра ҫыртса пӑх, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнасене авалхи рецептпа пӗҫернӗ ҫӑкӑра, чӑваш сӑрине астивме сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Пирӗн ҫӑкӑра ҫӗртсе мӑнтӑрлантӑн та, халӗ апла эппин!

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, ман ҫӑкӑра та, ҫӑмартасене те, ҫӗрулмине те хӑвах ҫи.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Иккӗмӗш ҫӑкӑра» вырнаҫтарма Тинӗс-Ҫар флочӗпе килӗшӳ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Сунарҫӑсем, какай ҫисе ҫӑкӑра перекетлеме ӗмӗтленнӗскерсем, вӑрмантан ялан тенӗ пекех пушӑлла таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫав хӗрсенчен илнӗ ҫӑкӑра ҫисе чирленӗ-и? — тӗлӗнчӗ аслӑ князь.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мейӗр, илӗр ман ҫӑкӑра! — терӗ Ахтупай хутаҫне вӑр-вар хывса парса.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑкӑра тиркеҫҫӗ пуль тесе, тулӑ, кантӑр вӑрри сапса патӑм.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

— Ман ҫӑкӑра вӑрланӑ!

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Предприятисем «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 7840 тонна ытла пухса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Мӗн тӗрлӗ ҫиес килет пулӗ унӑн ҫак ҫӑкӑра?

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӑкӑра суханпа ҫиес тесе, эпӗ пахчана тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫиес килсен, эпӗ ҫав ҫӑкӑра хуҫса илсе ҫиетӗп.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Тӗттӗм пулсан, ҫӑкӑра Ахти варне кайса пӑрах, ху ҫаврӑнса пӑхмасӑр килелле ут.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех