Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыранӗ (тĕпĕ: ҫыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сылтӑм енчи ҫӳлӗ ҫыранӗ, шухӑша кайнӑ пек, ҫӗкленсе тӑрать; вӑл кӗркуннехи хӗрлӗ-сарӑ ылттӑн ҫулҫӑсемпе витӗнет.

Правый, высокий берег стоит задумавшись, весь в багряном золоте осенней листвы.

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӳрӗ каяс пулсан, вӑрман ярӑмӗ сакӑр километра яхӑн тӑсӑлать, унтан Клевень ятлӑ шывӑн лачакаллӑ-шурлӑхлӑ ҫыранӗ хӗррине пырса тӑрӑнать.

Если считать по прямой, она тянется километров на восемь до болотистого берега реки Клевень.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Часах вӑл Тибр шывӗн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх тӑсӑлакан вӑрӑм урама тухнӑ.

Он направился по большой улице, тянувшейся вдоль левого берега Тибра.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Чул кӑларакан шырланӑн ҫыранӗ хӗрринче эпир йӗплӗ йывӑҫ тӗми айне упаленсе кӗтӗмӗр те сулхӑна пытантӑмар.

Над обрывом каменного карьера мы заползли под кусты колючего терновника и спрятались в тени.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫак Неаполь заливӗн йӑл кулса выртакан пӗтӗм ҫыранӗ кӑвак тинӗспе ҫӑвӑнса ларакан пӗр хула евӗрлӗ.

А дальше — море, тихое, голубое, нежащееся меж берегов, как бы влюбленно обнимающих его.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ял хыҫа тӑрса юлсан тин, Кӗрлекен вар ҫыранӗ патӗнче Костя хытса ларнӑ тӑм кумккисен купине курать те вӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн варалла ывӑтма тытӑнать.

Только когда село остается позади, у обрыва Гремячего яра Костя видит груду комьев глины и начинает сердито швырять их в яр.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Старица ҫыранӗ хӗрринче пулӑҫсем — ним хускалми Тимахви, ларма-тӑма пӗлмен Миша тата Нюра.

На берегу Старицы сидят рыболовы: неподвижный Тимофей, суетящийся даже сидя Миша и Нюра.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хуралса ларнӑ йӑмра ҫаппи ҫинче ҫулӑм ташлать, унӑн ҫути Старицӑн леш енчи ҫыранӗ патнех ҫитет.

Над почерневшей гривой ивняка танцует пламя, отражение его бежит через все русло Старицы к противоположному берегу.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тарласа кайса, хӑранипе тата савӑннипе чӗтресе ӳкнӗ Костя, ҫиппине кӑштах лӑш ярса, ҫыран хӗррипе утать — ӑсса илмелли сӑскӑ ҫук унӑн, пулла ниепле те туртса кӑларма ҫук, ҫыранӗ чӑнкӑ — пулли вӗҫерӗнсе кайма пултарать.

Обливаясь потом, холодея от страха и восторга, Костя слегка попускает и идет вдоль берега — сачка у него нет, рыбу взять нечем, а тащить на крутой берег нельзя — сорвется.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Нигерпа Конго ҫыранӗсен хӗрринче, Вӑта ҫӗр океанӑн (вӑл хальхи Сахара пуш хирӗн вырӑнӗнче сарӑлса выртнӑ) ту-хысаклӑ ҫыранӗ хӗрринче тӗреклӗ керменсем никӗслеҫҫӗ.

По берегам Нигера и Конго, по скалистому побережью средиземного океана, плескавшего там, где ныне — пустыня Сахары, они заложили сильные крепости.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн аякри ҫыранӗ нӳрлӗ сӗм тӗттӗмлӗхре путать.

Дальний берег его тонул во влажной мгле.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫапла вӗсем ҫӑлтӑр ҫутинче шуррӑн курӑнакан авалхи канал ҫыранӗ хӗрринче чылайччен тӑчӗҫ.

Так, они долго стояли на белеющем в звёздном свету древнем берегу канала.

Хӗвел анни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӑнтӑрла пароход Китай ҫыранӗ патнелле ҫывхарсанах вӗсене китайцӑсен постисем пенӗ, ҫӗрле вӗсене сивӗ тӗтре чӗтретнӗ, — чикӗ тӑрӑх хунхузсем кӗтмен ҫӗртен сиксе тухса тапӑнассипе хӑратса, тӗксӗм сӑнлӑ Китай тӑсӑлса выртнӑ.

Днем обстреливали их китайские посты, как только пароход приближался к китайскому берегу, а ночью леденил холодный туман, и сумрачный стлался вдоль границы Китай, суливший нежданные хунхузские налеты.

4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Кӳлӗн леш енчи ҫыранӗ патне ҫитсен, ырӑ Артемон мӑкӑртатма тата пур урисемпе те уксахлама пуҫларӗ.

Когда добрались до того берега озера, благородный Артемон начал скулить и хромать на все лапы.

Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӑл та, Ельккан кулянӑҫне кӑшт та пулин сӗвӗртес тесе, шыв ҫурса хӑварнӑ чӑнкӑ ҫырман ӗмӗр пӗрлешейми икӗ ҫыранӗ пек, таҫта аялта, тӗпӗнчӗ ҫав-ҫавах шӑнкӑртатма пӑрахман юхӑм чӗлтӗртетӗвӗпе пӑтрашӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫыранӗ ку тӗлте ытла ҫӳллех мар пулсан та самаях чӑнкӑ, ун тӑрӑх шыв хӗрринелле нумай сукмаксем анаҫҫӗ.

Берег в том месте довольно крутой, хотя и не обрывистый, множество тропинок спускается к реке.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Тусем ҫинчи ансӑр сукмаксем тӑрӑх пӗр дача патӗнчен тепӗр дача патне куҫса, Крымӑн кӑнтӑр ҫыранӗ хӗррипе пӗр пӗчӗк ушкӑнпа артистсем пыраҫҫӗ.

Узкими горными тропинками, от одного дачного поселка до другого, пробиралась вдоль южного берега Крыма маленькая бродячая труппа.

I // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Ку тӗлте ҫитменнине шывӗ тарӑн, ҫыранӗ чӑнкӑ, утса тухасси ҫинчен шутлама та ҫук.

Место было глубокое, берег крутой, о переходе вброд нечего было и думать.

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӗсенчен иртсен, вӑл ешӗл тамба тӑрӑх Тисса хӗррипе вӗҫтерчӗ, юханшывӑн Венгри енчи ҫыранӗ ҫине киленсех пӑхрӗ.

Миновав их, он поехал по зеленой дамбе вдоль Тиссы, с любопытством вглядываясь в тот, венгерский, берег.

11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Колхозниксен шап-шурӑ ҫурчӗсем Тисса шывӗн ҫыранӗ хӗрринех вырнаҫса ларнӑ, чӳречисем чикӗ еннелле пӑхаҫҫӗ.

Белые колхозные хаты расположились по самому краю обрыва Тиссы, окнами к границе.

11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех