Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыранӗ (тĕпĕ: ҫыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрӑ-хурахсем тӗрлӗ еннелле — пӗри тинӗс енне, бухта ҫыранӗ тӑрӑх, ыттисем сӑрт айккипе тӑвалла тарчӗҫ.

Разбойники кинулись в разные стороны — одни к морю, по берегу бухты, другие вверх, по откосу холма.

V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ун хыҫӗнче ашӑк та кукӑр-макӑр юханшывӑн ҫӳлӗ ҫыранӗ пуҫланать.

За ним начинался крутой берег мелководной, извилистой речки.

Ҫул ҫинче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Пугачевски полк хирте, ҫырман кукӑр-макӑр ҫыранӗ патӗнчен ҫур километрта, позици йышӑннӑ.

Пугачёвский полк занимал позицию в поле, в полукилометре от извилистого берега реки.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Ҫыранӗ ҫӳллӗ пулсан, шыв ӑна ватма тытӑнать.

А если берег высокий, вода подмоет его.

Шыв илни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Хура Калитва (Дон юханшывӗн бассейнӗ) юханшывӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринче, Типӗ Россошь юхса кӗнӗ вырӑнта ларать.

Расположен на левом берегу реки Чёрная Калитва (бассейн реки Дон) при впадении в неё реки Сухая Россошь.

Россошь // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 1%88%D1%8C

Сулахай ҫыранӗ, талккӑшпех хӗвелпе ҫупӑрланса тӑраканскер, кӑпӑш та ҫемҫе ешӗл палас пек, ҫанталӑк хӗррине ҫитиех сарӑлса выртнӑ; сылтӑмми вара, — хӑйӗн вӑрманпа витӗннӗ сӑрчӗсене ҫӳлелле ҫӗклесе, сивлек лӑпкӑлӑхпа хытса ларнӑ.

Левый берег, весь облитый солнцем, стелется вплоть до края небес, как пышный зеленый ковер, а правый взмахнул к небу кручи свои, поросшие лесом, и замер в суровом покое.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Февралӗн 12-мӗшӗнче Громаковский лётчикпа пӗрле Одер юханшывӗн хӗвеланӑҫ ҫыранӗ ҫийӗнчи хамӑр плацдарм ҫине вӗҫсе кайрӑмӑр.

12 февраля в паре с лётчиком Громаковским я вылетел в район нашего плацдарма на западном берегу Одера.

15. Улттӑн вӑтӑра хирӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Одер юханшывӗн хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗ ҫинче совет ҫарӗсем тытса илнӗ плацдарма анлӑлатсах, ҫирӗплетсех пыратпӑр.

Шло расширение и укрепление плацдарма, захваченного советскими войсками на западном берегу Одера.

14. Тӑшман ҫӗрӗ ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Одерӑн хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗ тӑрӑх тӑшманӑн оборонӑн юлашки ҫиччӗмӗш линийӗ тӑсӑлса каять, ҫак лини Берлинпа Одер юханшывӗ хушшинчи юлашки оборона линийӗ пулать.

По западному берегу Одера проходил седьмой, последний оборонительный рубеж перед Берлином.

14. Тӑшман ҫӗрӗ ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Льюиспа Клар экспедицийӗ (1804–1806) — АПШ территорийӗ урлӑ Сент-Луисран Лӑпкӑ океан ҫыранӗ хӗррине ҫитсе каялла таврӑннӑ типҫӗр тӑрӑх иртнӗ пӗрремӗш экспедици.

Экспедиция Льюиса и Кларка (1804–1806) — первая сухопутная экспедиция через территорию США из Сент-Луиса к тихоокеанскому побережью и обратно.

Льюиспа Кларк экспедицийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... 0%B9%C4%95

Нимӗҫсен фашистла захватчикӗсем мӗнле пулсан та пирӗн ҫарсене Днепр шывӗн хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗ ҫинчен хӑваласа яма тӑрӑшрӗҫ.

Немецко-фашистские захватчики хотели во что бы то ни стало оттеснить наши войска с западного берега Днепра.

19. Ҫунакан самолёт ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпир шывӑн сылтӑм ҫыранӗ ҫинче тӑракан хамӑр ҫарсене шанчӑклӑн сыхлатпӑр, хӳтӗлетпӗр.

Мы надёжно прикрываем наши войска на правом берегу.

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Разведкӑна вӗҫсе кайсан час-часах тӑшман хӑйӗн ҫарӗсене Днепр шывӗн хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗ патнелле чакарнине асӑрхатӑп.

Часто, летая в разведку, вижу, как враг оттягивает войска к западному берегу Днепра.

17. Ирӗке кӑларнӑ тӑван вырӑнсенчен килекен хыпарсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Десна юханшывӗн ҫӳллӗ ҫыранӗ ҫинчи авалхи паркра, авалхи монастырь (халӗ унта музей) ҫывӑхӗнче ларакан пӗчӗк кану ҫуртӗнче эпир икӗ эрне савӑнса кантӑмӑр.

Чудесные две недели провели мы в небольшом доме отдыха на высоком берегу Десны, в вековом парке, возле старинного монастыря — исторического музея.

5. Вӗренӳ ҫулӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ку вӑрман Новая Слободапа Ливино ялӗсем хушшипе ярӑмланса, торф кӑлармалли пысӑк лачакаллӑ вырӑнӑн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗррипе ҫичӗ километр тӑршшӗ тӑсӑлса выртать.

Лес тянется полосой в шесть-семь километров между сёлами Новая Слобода и Линово по высокому берегу обширного торфяного болота в долине Сейма.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Мадьярсем пире Клевень юханшывӗн лачакаллӑ ҫыранӗ хӗррине хӗстерсе хурасшӑн.

Мадьяры стремились нас окружить и прижать к болотистым берегам Клевени.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Сылтӑм енчи ҫӳлӗ ҫыранӗ, шухӑша кайнӑ пек, ҫӗкленсе тӑрать; вӑл кӗркуннехи хӗрлӗ-сарӑ ылттӑн ҫулҫӑсемпе витӗнет.

Правый, высокий берег стоит задумавшись, весь в багряном золоте осенней листвы.

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӳрӗ каяс пулсан, вӑрман ярӑмӗ сакӑр километра яхӑн тӑсӑлать, унтан Клевень ятлӑ шывӑн лачакаллӑ-шурлӑхлӑ ҫыранӗ хӗррине пырса тӑрӑнать.

Если считать по прямой, она тянется километров на восемь до болотистого берега реки Клевень.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Часах вӑл Тибр шывӗн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх тӑсӑлакан вӑрӑм урама тухнӑ.

Он направился по большой улице, тянувшейся вдоль левого берега Тибра.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Чул кӑларакан шырланӑн ҫыранӗ хӗрринче эпир йӗплӗ йывӑҫ тӗми айне упаленсе кӗтӗмӗр те сулхӑна пытантӑмар.

Над обрывом каменного карьера мы заползли под кусты колючего терновника и спрятались в тени.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех