Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыранӗ (тĕпĕ: ҫыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫырман сылтӑм ҫыранӗ хӗрринчен ҫӗр утӑмра ҫеҫ выртакан чул сарнӑ сарлака ҫул тӑрӑх лашалла пысӑк отряд иртсе пырать.

По широкой, вымощенной камнем дороге, пролегавшей всего в сотне шагов от правого ската, двигался большой кавалерийский отряд.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫур сехетрен ҫырман сулахай ҫыранӗ хӗрринче кӑшт каярах эпӗ Шмакова куртӑм.

Через полчаса на краю левого ската, чуть-чуть позади, я увидел Шмакова.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Эсӗ сылтӑм ҫыранӗ айӑккипе пыр, — тесе хушрӗ Чубук, — Шмаков сулахай енчен пырӗ, эпӗ аялта варрипе утам.

— Пробирайся по правому скату, — приказал Чубук, — Шмаков пойдет по левому, а я — вниз посередке.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Анчах маншӑн ку меслет те кунта юрӑхлӑ пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен манӑн мӗн пурӗ те шывӑн тепӗр енчи ҫыранӗ хӗррине ҫеҫ каҫмалла.

Но и этот способ не мог пригодиться здесь, когда всего-то-навсего надо мне было попасть на противоположный берег реки.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ивановскине каймалли сукмак Теша ҫыранӗ хӗррипе пырать.

Тропка в Ивановское проходила по берегу Теши.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тен, эпир хӑвалассине пӗлмесӗр, вӗсем тӳрех хӑйсен ҫыранӗ еннелле ишсе каяс вырӑнне нумай сулахаялла пӑрӑнса кайрӗҫ.

Очевидно не предполагая, что мы будем их преследовать, они, вместо того чтобы сразу направиться к своему берегу, взяли курс далеко влево.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пирен эскадра хӑй вӑйӗпе мӑнаҫлӑн ерипен пӗве шывӗ варрине ишсе тухса, ют ҫынсен ҫыранӗ хӗррисем умӗнчен иртсе кайрӗ.

Наша эскадра медленно, сознавая свою силу, выплыла на середину пруда и продефилировала перед чужими берегами.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ватӑ Энохӑн ывӑлӗ пӑтранчӑк Адара ҫыранӗ хӗрринче сунарта ҫӳрет, Энох хӑй ҫак ӗҫпех Вадр ҫывӑхӗнче, ту тӳремӗнче, аппаланать.

Сын старика Эноха охотился на берегах мутной Адары, а старик промышлял в горных увалах, близ Вадра.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Типӗ чӗрене — вилӗме те, вилӗмсӗрлӗхе те тӑшманла чӗрепе, тӗшмӗшле туйӑмсемпе тулнӑскер, килӗшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ, ытлашши мӑнаҫлӑ хӑш-пӗр ҫыннӑн ӑнланмалла мар ӗҫӗсемшӗн вӗчӗрхеннӗ Ганэль йӗнерӗ ҫине улӑхса ларчӗ, малалла — паллӑ мар юхан шыв ҫыранӗ патнелле — ҫул тытрӗ.

С постным сердцем, равно враждебным смерти и бессмертию, охваченный суеверным предчувствием, тоскою по дому и раздражением против непонятных поступков некоторых чрезмерно гордых людей, Ганэль поместился в седло и направился к берегу неизвестной реки.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Клиент кирек хӑш вырӑна та выляса илеет: Париж е Вутлӑ Ҫӗр сӑмсахӗнчи ту хӑвӑлӗ, Танганайка ҫыранӗ е Пӑрлӑ Кӑнтӑр океанри утрав.

Клиент мог выиграть Париж и пещеру на мысе Огненной Земли, берег Танганайки и остров Южного Ледовитого океана.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Анӑҫалла туртӑннӑ хӗвел чул хысакӗнчен перӗнчӗ, унӑн тӗксӗм аякне шӗвӗ ҫулӑмпа сирпӗтрӗ те Аш ҫыранӗ хӗррипе мӗлкесене — ҫӗрӗн каҫхи тунсӑхне — сапаласа ывӑтрӗ.

Солнце, тяготея к западу, коснулось скалы, забрызгало ее темную грань жидким огнем и бросило на побережье Аша тени вечернюю грусть земли.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Флот Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранӗ патнелле ҫул тытрӗ.

Флот направился к берегам Новой Зеландии.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Вӗсем патӗнче чарӑннӑ чи юлашки карап — пӑлхав ҫӗкленӗ «Карабей»; вӑл Фарфонт ҫыранӗ хӗрринче ултӑ ҫул каялла яккӑр янӑ.

Последний корабль, посетивший их, был взбунтовавшийся «Скарабей»; он бросил якорь к берегам Фарфонта шесть лет назад.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ҫакӑнтан ыйту тухса тӑрасси паллах: Фарфонт ҫыранӗ патне карапсем хӑҫан-хӑҫан пынӑ?

Отчего, естественно, возник вопрос, как часто заходили корабли к берегам Фарфонта?

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ҫут ҫанталӑк ӑна ҫивӗч ӑс панӑран — вӑл «Тар ҫинчи фитиль» тинӗс пырӗн ҫыранӗ хӗррине яккӑр ярсанах кӑткӑс лару-тӑруран чыслӑн тухрӗ.

Изобретательный от природы, он с честью вышел из затруднительного положения, как только «Фитиль на порохе» бросил якорь у берегов пролива.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче тинӗс ҫыранӗ хӗррипе типӗ тӳрем ҫӗр сарӑлса выртать.

На юго-востоке вдоль берега моря простирается засушливая равнина.

Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html

Пӗвен сылтӑм ҫыранӗ хальхи пекех ишӗлсе юхӑнсан, тепӗр ҫирӗм ҫултан ҫак пралукпа автомашина мар, лаша урапи те иртсе ҫӳреймӗ.

Если правый берег пруда будет и далее разрушится так же, как сейчас, то через двадцать лет по этому переулку не то что автомашина, лаже повозка с лошадью не пройдет.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Броневик ерипентерех кайма тытӑнчӗ, ҫӑра хӑмӑшпа витӗнсе ларнӑ пӗве ҫыранӗ хӗрринчи хуторсенчен пӗрине пырса кӗчӗ.

Броневик, замедляя ход, подъехал к одному из хуторов — на берегу заросшего камышом пруда.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Центртан ҫеҫ темиҫе урам — кӑшт-кашт чулпа виткеленӗскерсем, ҫӑмӑр чухне шыв ҫуркаласа каяканскерсем, хӗвелпе ҫурса хӑршӑлнӑскерсем — Атӑлӑн ҫӳпӗлесе пӗтернӗ ҫыранӗ енне, пароход пристанӗсем патне, складсем патне, хӑмапа ҫапса тунӑ балагансем патне, кваспа, сушкӑпа, типӗтнӗ воблӑпа, табакпа, хӗвелҫаврӑнӑшпа сут тӑвакан лавкасем патне тухаҫҫӗ.

Лишь из центра несколько улиц, кое-как утыканных булыжником, размываемых потоками, прожигаемых солнцем, ведут к замусоренному берегу Волги, к пароходным пристаням, складам, дощатым балаганам и лавчонкам с квасом, кренделями, вяленой таранью, махоркой и семечками.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫурҫӗрелле — Атӑл ҫыранӗ тӑрӑх — хӑма ҫуракан заводсемпе слободасем ларса тухнӑ, вӗсенче вӑрман ӗҫӗнче ӗҫлекен рабочисем тата ҫуллахи вӑхӑтра Атӑл тӑрӑх ӗҫ шыраса ҫӳрекен тӗрлӗрен ҫынсем — 20 пине яхӑн пурӑнаҫҫӗ.

На юг — вдоль реки — тянутся лесопильные заводы и слободы, где живут тысяч двадцать рабочих лесного и сплавного дела и всякие люди, бродящие летом по Волге в поисках заработка.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех