Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыранӗ (тĕпĕ: ҫыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Варӑн ку енчи ҫыранӗ леш енчинчен те чӑнкӑрах, сакӑлтарах иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑй тӑнӑ тӗлтех (кунта ытларах лаптак курӑк, лаптак хӑмӑш, чакан, кӳрен, шыв хупаххи, лачака курӑкӗ, мӑн хӑях ашкӑрать иккен, калта калчи те курӑнкалать) икӗ енчи ҫыранӗ те пирчевлӗ, лӑсӑн-лӑсӑн усӑнса тӑракан курӑк тымарӗсемлӗскер, тӑнтӑн пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Атӑлӑн икӗ ҫыранӗ хушшине хӑварнӑ 192 метр сарлакӑшне строительсем ҫитмӗл ҫичӗ сехет хушшинче пӳлсе лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫӗнӗ Шупашкар тӗлӗнче Атӑл ҫыранӗ те халлӗхе куҫа илӗртмеллех мар.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Виҫ-тӑватӑ ҫул хушшинчех хӑйӗн ем-ешӗл бульварӗсемпе, тӑхӑршар хутлӑ ҫурчӗсемпе, шкулӗсемпе, кинотеатрӗпе тата ытти ҫурт-йӗрӗсемпе Атӑлӑн ҫыранӗ тӑрӑх тӑсӑлса кайнӑ хулан ку чухнехи капӑрлӑхне пиншер туристсем асӑрхамасӑрах ирте-ирте каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Днестр шывӗн сылтӑм ҫыранӗ кӗҫех вӑрҫӑ зони пулса тӑчӗ.

На местечках и селах правобережья Днестра лежала уже печать военной зоны.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Акӑ Юрату ҫыранӗ

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Телейлӗ мӑшӑр сехечӗ-сехечӗпе Атӑл хӗрринче ҫӳретчӗ, Юрату ҫыранӗ хӗррине пырса тӑрса, йӑлӑм вӑрманӗ ҫинчи каҫхи шуҫӑм ҫутине чунтан киленсе сӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Озеровсем, сад ҫумӗпе пырса, темле ҫырма урлӑ (вӗсем ку Чебоксарка иккенне пӗлмерӗҫ) хывнӑ тӑвӑр кӗпер урлӑ каҫса тӑвалла хӑпарчӗҫ — Атӑл ҫыранӗ хӗррине ҫитсе чарӑнчӗҫ, аяккалла тинкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем Палас ҫыранӗ хӗррипе хуллен, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пахча вырӑнӗн хӑрах енӗпе, Палас ҫыранӗ хӗррипе, йӑмра кашласа ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ Паласӑн сулахай ҫыранӗ те, Тутар Яшми те вара ҫап-ҫара пекех: тутарсем йывӑҫ лартса ҫитӗнтерме юратсах каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн сылтӑм ҫыранӗ тӑрӑх, ял хӗрринчен пуҫласа мӗн вӗҫне ҫитиех, тӑват-пилӗк ҫухрӑм та пулӗ, йӑвӑ ӳсекен йӑмрасем акӑш-макӑшшӑн кашласа лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кама юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Пермь крайӗнчи Чайковский - ку тӑрӑхри чи илемлӗ те паллӑ хуласенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Атӑл ҫыранӗ мар ку, ҫавӑ ҫеҫ паллӑ.

Одно ясно: никакой это не берег Волги, а…

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Атӑл ҫыранӗ ку.

На берегу Волги!

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ҫук, кунта ҫыранӗ чӑнкӑ.

— Нет, тут берег больно крутой.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗвел Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринчен хӑпарса вӑрман кати тӗлне ҫитсенех, хурӑнлӑхран кӳлӗ хӗрринчи хыр ҫине хӑйӗн чӑпар ҫунаттисемпе ҫатӑлтаттарса куккук вӗҫсе пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аспар, Атӑл ҫыранӗ хӗрринче лараканскер, шыва чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вунҫичӗ чиркӳ илем кӗртсе ларать теҫҫӗ Атӑл ҫыранӗ хӗрринчи хулана.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех