Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Кӗнекене илсессӗн тӑватӑ чӗрчунпа ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын Путек умне ӳксе пуҫҫапрӗҫ; ҫав ҫынсен кашнийӗн кӗсле тата фимиам тултарнӑ ылтӑн курка — ку вӑл сӑваплӑ ҫынсен кӗлли — пурччӗ.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тавтапуҫ Атте Турра: Вӑл пире Ҫутӑ Патшалӑхӗнче сӑваплӑ ҫынсен пайне кӗмелле тунӑ, 13-14. пире шуйттан ирӗкӗнчен хӑтарса, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗн — пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ, ҫылӑхӑмӑрсене каҫарнӑ Ывӑлӗн — Патшалӑхне кӗртнӗ.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сирӗн хушшӑрта пӗрин тепӗринпе тавӑҫ тухсан, епле-ха вӑл ҫав ӗҫе сӑваплӑ ҫынсем патӗнче татса парас вырӑнне ҫылӑхлӑ ҫынсен патӗнче сут тутарма вӑтанмасть?1. Как смеет кто у вас, имея дело с другим, судиться у нечестивых, а не у святых?
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑй вӑрах тӳссе тӑнӑ вӑхӑтра ҫынсен унччен тунӑ ҫылӑхӗсене те каҫарса, Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне кӑтартнӑ.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр туха-туха кая пуҫласан, Павел вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ: Таса Сывлӑш пирӗн аттемӗрсене Исаия пророк урлӑ питӗ лайӑх каланӑ: 26. «кай та кала ҫав халӑха: хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр, куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 27. ҫак ҫынсен чӗрисем хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем патӗнче эпир чылай кунах пурӑнтӑмӑр, ҫав хушӑра Иудейӑран Агав ятлӑ пӗр пророк ҫитрӗ, 11. пирӗн патӑмӑра кӗрсессӗн вӑл Павел пиҫиххине илчӗ те хӑй алли-урине ҫыхса каларӗ: Таса Сывлӑш акӑ ҫапла калать: «ҫак пиҫиххи хуҫине иудейсем Иерусалимра ҫапла ҫыхса суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ» тет, терӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Троадӑран тухса кайса, эпир тӳрех Самофракийӑна пытӑмӑр, тепӗр кунне Неаполе ҫитрӗмӗр, 12. кунтан Филиппӑна кайрӑмӑр: вӑл — Македонин пӗрремӗш пайӗнчи хула, Римран куҫса ларнӑ ҫынсен хули.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ ирӗкӗпе, Вӑл малтанах ҫапла палӑртса хунипе Ӑна сирӗн аллӑра панӑ, эсир Ӑна йӗркесӗр ҫынсен аллипе пӑталаса вӗлерттертӗр.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Астуса илӗр-ха, Галилейӑра чухнех Вӑл сире: 7. «Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса памалла, хӗрес ҫумне пӑталамалла, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑмалла» тесе каланӑччӗ, тенӗ.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вара Вӑл вӗсене каланӑ: халӗ ӗнтӗ михӗ пурри миххине илтӗр, хутаҫ та илтӗр; камӑн ҫук, вӑл тумтирне суттӑр та хӗҫ туянтӑр; 37. калатӑп сире: Ман пирки «усал ҫынсен шутне кӗртнӗ» тесе ҫырни пулса иртмелле.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иисус вуникӗ вӗренекенне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ вӗсене: акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех вырӑна килӗ: 32. Ӑна суя тӗнлӗ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна мӑшкӑллӗҫ, Ӑна хур тӑвӗҫ, Ун ҫине сурӗҫ, 33. хӗнӗҫ, вӗлерӗҫ Ӑна; Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Калатӑп сире: кам хӑй Мана ӗненни ҫинчен ҫынсен умӗнче каласа пӗлтерет, ун ҫинчен Этем Ывӑлӗ те Турӑ ангелӗсен умӗнче каласа пӗлтерӗ; 9. кам ҫынсен умӗнче Манран тунать, унран хӑйӗнчен Турӑ ангелӗсен умӗнче тунӗҫ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла пурте Иисус мӗн тунинчен тӗлӗнсе тӑнӑ чухне Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: 44. ҫак сӑмахсене эсир хӑлхӑра чикӗр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
67. Унӑн ашшӗ, Захария, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пророкла каланӑ: 68. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл килчӗ те Хӑйӗн халӑхне хӑтарчӗ; 69. Хӑйӗн Давид чури килӗнчен пирӗн валли хӑватлӑ Ҫӑлакана кӑларчӗ — 70. ҫакӑн ҫинчен Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ пӗлтернӗ, 71. пире хамӑр тӑшмансенчен, хамӑра курайман ҫынсен аллинчен хӑтарма пулнӑ; 72-73. Хӑйӗн сӑваплӑ халалне, Авраам аттемӗре тупа тунине астуса, Вӑл пирӗн аттемӗрсене ырӑлӑх тума пулнӑ: 74. эпир ӗнтӗ, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлса, хӑрамасӑр, 75. пурӑнас кунӑмӑрсем тӑршшӗпех Уншӑн, Ун умӗнче тасалӑхпа, тӳрӗлӗхпе ӗҫлесе тӑрӑпӑр.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫапла «усал ҫынсен шутне кӗртнӗ» тесе ҫырни вырӑна килнӗ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑхӑт ҫитрӗ: ӗнтӗ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ.Кончено, пришел час: вот, предается Сын Человеческий в руки грешников.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
¦¦ Вӑл вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтни ҫинчен кала пуҫланӑ: 33. акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна сут туса вӗлерме йышӑнӗҫ те суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ, 34. Ӑна мӑшкӑллӗҫ, хӗнӗҫ, Ун ҫине сурӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ; Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Унтан кайсассӑн вӗсем Галилея урлӑ иртсе пынӑ; Иисус ҫакӑн ҫинчен никама та пӗлтересшӗн пулман, 31. мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ, каланӑ вӗсене: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, вӗлерсен Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Унтан вӗренекенӗсем патне пырать те калать вӗсене: эсир халӗ те ҫаплах ҫывӑратӑр, канатӑр; акӑ вӑхӑт ҫитрӗ, Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ; 46. тӑрӑр, каяр: акӑ Мана сутаканӗ ҫывӑхрах, тет.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, сӑваплӑ ҫынсен палӑкӗсене илемлететӗр, 30. тата ҫапла калатӑр: «эпир аттемӗрсен вӑхӑтӗнче пурӑннӑ пулсан, вӗсем пророксенӗн юнне тӑкнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр» тетӗр; 31. ҫапла эсир хӑвӑра хирӗҫ хӑвӑрах кӳнтелетӗр — хӑвӑр пророксене вӗлерекенсенӗн ачисем иккенне пӗлтеретӗр; 32. аҫӑрсен виҫине тултарӑр ӗнтӗ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.